Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулмалла (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫитӗнтернӗ курӑка вӑхӑтра ҫулмалла, выльӑх-чӗрлӗх апачӗ хатӗрлемелле.

Куҫарса пулӑш

Техника кӗрлет уйра — ӗҫ вӗрет хуҫалӑхра // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%82%d0%b ... %85%d1%80/

Ҫӗр улмине те купаламалла, ҫумӗпе те кӗрешмелле (тата вирлӗрех сӑмах калас тенӗччӗ!), курӑкне те ҫулмалла, ҫав хушӑрах уявне те хутшӑнмалла…

Куҫарса пулӑш

«Аван тӑратӑр-и!..» // Леонид Атлай. https://vk.com/id781919061?w=wall7819190 ... _248%2Fall

Ун утӑ ҫулмалла.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗршшӳ ҫинчи ҫарансем ыран-паян ҫулмалла, Унти ута пуҫтарма ҫуллен ниме тумалла, Ҫавӑнпа та ҫимӗкрен сӑра хатӗр хӑварса Ҫывӑх кӳршӗ ялсенчен ниме чӗнсе хуртарса, Арӑш-шарӑш чурисем апат-ҫимӗҫ тӑваҫҫӗ, Арҫын тарҫи-тӗрҫисем ҫавасене туптаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Мӑка ҫавапа ҫулмалла вӗсене, вӑрлакан ҫынсене, пирӗн хушӑран.

Куҫарса пулӑш

Юрать-ши, юрамасть-ши... // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 15–19 с.

Ҫав ӗҫе вӗҫлесе кӑштах сывлӑш ҫавӑрсанах патшалӑх валли утӑ ҫулмалла.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ути пилӗк таран, ӗҫӗ пурин валли те ҫитет: ҫулмалла утта, тавӑра-тавӑра типӗтмелле, пуҫтармалла, турттармалла.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь унӑн пӗр кӗтӳ лаша пӑхнисер пуҫне хӑмӑт-пӑяв юсамалла, темиҫе вите тислӗкне тасатмалла, утӑ ҫулмалла, вутӑ татса ҫурмалла, картиш шӑлмалла, тем те пӗр тумалла.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ну, утӑ ҫулмалла.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тата кӑшт ҫулмалла та, вара утта пуҫтарсан та юрать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унтан утӑ ҫулмалла пулнӑ, пахча-ҫимӗҫсене пӗрмаях пӑхса тӑмалла пулнӑ.

Потом сенокос, огород требовал ухода.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Кӗҫех ҫулмалла акӑ…

Покос скоро…

III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Курӑк ҫулмалла, ҫӗрле тӑрса апат памалла ӑна.

Придется траву косить, вставать ночью кормить ее.

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Утӑ та ҫулмалла, тырӑ та вырмалла, ҫум та ҫумламалла, ҫӗрулми кӑлармалли вӑхӑт та ҫитет!

Тут тебе сенокос, тут тебе и жать надо, тут и полоть, а там и картошка подоспеет!

Ту ҫинче // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Малтан ҫуранах, ҫуранах кайса ҫулмалла пулӗ, каҫкӳлӗм тиесе килӗпӗр, — тере Шерккей.

Сначала пешим сходи накоси, а вечерком по прохладе вывезем траву-то, — посоветовал парню Шерккей.

II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Арҫын ӗҫӗсене тахҫанах хӑйсен ӗҫӗ тесе шутлакан салтак арӑмӗсем, ҫын мӗнле тӑрмашнине курса, унӑн арӑмӗ ҫине кӗвӗҫсе пӑхнӑ: хӑйӗн ҫулмалла пулмасть малашне, тенӗ.

Женщины-солдатки, давно овладевшие всеми мужскими профессиями, наблюдая за удивительным косарем, потихоньку завидовали Зулиной жене: не придется самой косить.

Почтмейстер // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ара, вырма ҫывхариччен пӗр тата нумай ҫул ӳсекен курӑка йӑлтах ҫулмалла.

Да, до начала уборки надо скосить все однолетние и многолетние травы.

Пӗрисен выльӑх апачӗ саппас юлать, теприсен... // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Йывӑҫсем пӗчӗк ача пекех – вӗсене шӑвармалла, выльӑх кӗрсе таптасран карта тытмалла, курӑкне ҫулмалла...

Деревья, как малые дети, – их надо поливать, оградить, чтобы не ломали животные, скашивать траву...

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Козлятник 150 гектар ҫинчен ҫулмалла.

Куҫарса пулӑш

Ӗнен сӗчӗ чӗлхи ҫинче // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех