Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫиҫсе (тĕпĕ: ҫиҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь вӑл хӑй ҫине каллех тепӗр хут пӑхса илчӗ, шурӑ чечеклӗ ҫӳхе кепине, ҫӳҫне юсакаласа илчӗ те, савӑнӑҫлӑскер, хӗвел пек ҫиҫсе, общежити ҫуртне кӗрсе кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Малалла Савельич нимӗн те пӗлме пултарайман: алӑка шаккани илтӗнсе кайнӑ, пӳлӗме, хӗвел пек ҫиҫсе, Светлана пырса кӗнӗ…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Халиччен айккинче нимӗн чӗнмесӗр пӑхса тӑракан Александра Филипповнӑ куҫӗсем хаваслӑн ҫиҫсе илчӗҫ, — ӑна эпӗ ҫеҫ асӑрхарӑм…

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Таса та тулли ӗмӗтлӗ хӗрачапа ҫиҫсе тӑракан сар хӗвел пӗр-пӗринпе «пӗрлешсе» хӑйне майлӑ сӑнар пулса тӑраҫҫӗ, совет саманинчи ачалӑх телейлӗ пулнине кӑтартса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Хусанкай юрри-сӑввисенче ӑсталӑх, талант ҫиҫсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫак самант уяр ҫанталӑкра ҫиҫӗм ҫиҫсе аслати авӑтнӑн туйӑнса кайрӗ Ҫимуна.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Яштака кӗлеткеллӗ, кӑвак куҫӗсем савӑнӑҫпа ҫиҫсе тӑраҫҫӗ, кӗске кастарнӑ ҫӳҫне пӗр еннелле чалӑшшӑн вырттарса туранӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сурӑх шырамастӑрччӗ-ҫке, — хаяррӑн ҫиҫсе илчӗҫ Кулюкка куҫӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Чим-ха, — председателӗн хӑмӑр куҫӗсем йӑлкӑшса ҫиҫсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрарӑмсем йӑлтӑр-ялтӑр ҫиҫӗм ҫиҫсе анӑҫран хуралса килекен пӗлӗтсем еннелле пӑхкалама пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйне ҫавӑтнӑ ҫыннӑн гимнастеркине, пиҫиххине, тӳмисене хыпаласа пӑхсан тин савӑнӑҫ ҫиҫсе илчӗ унӑн тӗксӗмленнӗ питӗнче: — Хӑтӑлтӑмӑр иккен, тусӑмсем, хӑтӑлтӑмӑр! Тавах сире мана пӑрахманшӑн, — темччен калаҫса пычӗ Иван, ункӑран ҫӑлӑнса тухнӑ пулӗ тесе шутларӗ ӗнтӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуп куҫӗсем чеен ҫиҫсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ыйткаласа ҫӳрекенӗн хӑй сӑмах панӑ пек Анукпа пӗрле хуйхӑрас вырӑнне куҫӗнче темле вӑрттӑн савӑнӑҫ хӗлхемӗсем ҫиҫсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ырхан хӗрарӑм пит-куҫӗ савӑнӑҫлӑ ҫиҫсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Кунта тата хӑҫан пулӑп?», — ҫиҫсе илчӗ пуҫӗнче шухӑш.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Василий Захаровичӑн нумай пулмасть ҫеҫ савӑнӑҫпа ҫиҫсе пыракан пит-куҫӗ тӗксӗмленме тытӑнсан, Вӗҫелис ӑна хӗрхенсе пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Мукина курса кӑмӑлӗ тулнӑ хӗр хӗвел пек ҫиҫсе ӗс вырӑнне таврӑнать, хаҫат материалӗсен ячӗсене пуҫтарма кирлӗ саспалли шрифчӗсен ещӗкӗсем патне кӑмӑллӑн сиккелесе кайса килет.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Вӑл Семен Сергеевич патне васкавлӑн утса пычӗ те: — Ҫывӑхран та ҫывӑх ҫыннӑм, Семен Сергеевич, — терӗ, аллине кӑкӑрӗ ҫине хурса, — эсӗ яланах пирӗншӗн ҫут хӗвел пек ялкӑшса, ҫиҫсе тӑратӑн…

Куҫарса пулӑш

Пӗр самантрах… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 6–7 с.

— Ванюш мар-и ку? — кӑвар пек ҫиҫсе илчӗ салтак арӑмӗн пуҫӗнче шухӑш.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Йӑл-йӑл кулса та ҫиҫсе пӗр пайӑрки шалалла чӑмрӗ, ҫутӑ сӑнӑ евӗр тӳрех «выртмах» ҫине тирӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех