Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитӗнччӗр (тĕпĕ: ҫитӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уншӑнах лӗпӗш хурчӗсене вӗлертӗм, иккӗш-виҫҫӗшне ҫеҫ, лӗпӗшсем ҫитӗнччӗр тесе, тӗкӗнмерӗм.

Для нее убивал гусениц, только двух или трех оставил, чтобы вывелись бабочки.

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Енчен те пӗр-пӗр редис е роза чечекӗн туни пирки сӑмах пырать пулсан, вӗсене тӗкӗнме те кирлӗ марччӗ, ҫитӗнччӗр, ара, хӑйсене кирлӗ пек.

Если это будущий редис или розовый куст, пусть его растет на здоровье.

V // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Тӑван ҫӗршывӑн тивӗҫлӗ гражданӗсем пулса ҫитӗнччӗр тесен, ҫитӗнекен ӑрӑва мӗн пӗчӗкрен тӗрӗс воспитани памалла», – тенӗ вӑл сӑмаха ҫавӑрса.

Куҫарса пулӑш

Шкулсенче ӗҫлекен студентсен ӗҫ укҫин тӳлевӗн коэффициентне ӳстерме килӗшнӗ регион Пуҫлӑхӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/01/shku ... ulevn-koef

Чӑн-чӑн патриотсем, маттурсем ӳссе ҫитӗнччӗр тесе аслӑ пӗлӳ панӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван шкулне «таврӑнчӗ»… // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%82a%d0% ... bd%d1%87e/

Мӗн калани пӗтӗмпех вӗсен пултарулӑхне туллин уҫса пама лайӑх майсем туса парассипе ҫыхӑннӑ, вӗсем историне аван пӗлекен, мӑн аслашшӗсен йӑли-йӗркине хисеплекен граждансем пулса ҫитӗнччӗр, тӗрлӗ йывӑрлӑха хирӗҫ тӑма пултаракан патриотсем пулччӑр.

Все сказанное выше направлено на создание благоприятных условий для их самореализации, чтобы они стали гражданами, знающими свою историю, чтящими традиции своих предков, были патриотами, способными противостоять любым вызовам.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Эс пӗлместӗн-ха, ачи вӑл ҫав тери ӑслӑскер, ун пек маттур йӗкӗтсем Казан ханлӑхӗнче ытларах ҫитӗнччӗр

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Раҫҫей Президенчӗ чылай кирлӗ пек йышӑнусем туса хӑварать тӑлӑхсене пулӑшма. Йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫемйесене, ачасене, ашшӗ-амӑшӗн хӳтлӗхӗсемсӗр юлнисене кулленех патшалӑх енчен тӗрев параҫҫӗ. Чӑваш Республикин Правительстви укҫа-тенкӗсене тӗллевлӗ тата вӑхӑтра куҫарса парать ҫӳлерех палӑртнӑ категорири ҫынсене. Тепӗр тесен, республика енчен те чылай хушма пулӑшу уйӑраҫҫӗ. Ачасем лайӑх аталанса пыччӗр тесе, тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнччӗр тесе мӗнпур мероприятисене вӑхӑтра тата туллин йӗркелесе пыратпӑр», — тесе палӑртнӑ сӑмаха малалла тӑснӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

«Ашшӗ-амӑшӗн хӳтлӗхӗсӗр тӑрса юлнисен шучӗ ҫулсерен чаксах пырать», - палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/16/ashs ... culseren-c

«Ачасем шухӑшлама вӗренччӗр, типӗ чунлӑ ан ҫитӗнччӗр, йывӑрлӑхра пӗр-пӗрне пулӑшма васкаччӑр, пурнӑҫ тумхахӗ-сакӑлти умӗнче нӗрлесе, пуӗсене усса ан тӑччӑр, кашни кӑткӑс самантра тӗрӗс пӗтӗмлетӳ туса, ҫав кӑткӑс саманта ҫӗнтерсе тухма хӑнӑхчӑр, кирек ӑҫта та, кирек мӗнле лару-тӑрура та тӳрӗ чунлӑ пулччӑр», — акӑ мӗнре курать Андрей Васильевич «харпӑр хӑй урокӗсен» тӗп пӗлтерӗшне, сулӑмне…

«Пусть учатся мыслить, помогать друг другу советом, конкретным делом, учатся преодолевать преграды на пути к мечте, не прятать голову под крыло в самых тяжелых жизненных обстоятельствах,» — вот в чем видел Андрей Васильевич главное значение своей работы.

4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сергей Пальчиков йывӑҫсем паха ӳссе ҫитӗнччӗр тесен, вӗсем патне хӑйне евӗр тимлӗх уйӑрмаллине, ӑсталӑх тени те малти вырӑна тухмаллине каланӑ.

Сергей Пальчиков подчеркнул, что для того, чтобы деревья росли качественно, им нужно уделять особое внимание, и мастерство должно выходить на первое место.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Пӗтӗм Раҫҫейри "Деревья - памятники живой природы" программӑн сертификаци комиссийӗн председателӗпе Сергей Пальчиковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=48 ... f6a534ee30

Акнӑ-лартнӑ культурӑсем лайӑх ҫитӗнччӗр тесе минераллӑ удобренисем те хатӗрленӗ.

Для лучшего созревания посевных культур подготовили и минеральные удобрения.

Ака уйӑхӗ ҫывхарать, акана хатӗрленме хушать // О. ПАВЛОВА. Авангард, 2021.03.19

Вӗсене пурин ҫинчен те каласа парас пулать, нефть кӑлармалли хальхи техникӑна вӗрентмелле, ҫакӑнта вӗсем хӑйсен малашлӑхне туйса илччӗр, пирӗн ҫамрӑксенчен Гасанов пек, Васильев пек, сирӗн пек, манӑн тусӑмсем, специалистсем ҫитӗнччӗр!

— Им надо все рассказать, научить их сегодняшней технике добычи нефти, чтобы чувствовали они в этом свое будущее и чтобы росли из наших ребят такие специалисты, как Гасанов, Васильев, как вы, мои друзья!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Пурте ҫӗр ҫинче ҫитӗнччӗр тесе йӑтса кайнӑ.

Все вынес, чтобы на землю выросли.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Тӗреклӗ юмансем пек, ирӗкри кӑйкӑрсем пек ӳссе ҫитӗнччӗр вӗсем, комсомола пулӑшмалла, пире савӑнтармалла ӳсчӗр!

Чтоб росли да поднимались, як дубы могучи, як соколы вольны, комсомолу на подмогу, нам на радость!

1 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

— Пӗчӗк ачасем хӑвӑртрах ҫитӗнччӗр тесен вӗсене юратмалла.

— Чтобы дети быстрее росли, их нужно любить.

Виҫҫӗмӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.

Вӗсем сӑпайлӑ та тӳсӗмлӗ, ӗҫе юратакан, ҫынна хисеплекен, Тӑван ҫӗршывӑн чӑн-чӑн мухтавлӑ ывӑлӗсем пулса ҫитӗнччӗр.

Куҫарса пулӑш

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Пирӗн пулас несӗлӗмӗрсем тивӗҫлӗ граждансем, чӑн-чӑн патриотсем пулса ҫитӗнччӗр, Тӑван ҫӗршывпа мӑнаҫланччӑр, унӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне хамӑрӑн мӑн асаттемӗрсем пекех паттӑррӑн хӳтӗлеме пултарччӑр тесен пирӗн ҫав улшӑнми хаклӑхсене килес ӑрусем валли сыхласа хӑвармалла.

Мы обязаны сохранить эти непреходящие ценности для будущих поколений, чтобы наши потомки выросли достойными гражданами, настоящими патриотами, гордились своим Отечеством, храбро защищали его свободу и независимость, как это делали наши предки.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех