Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитӗнни (тĕпĕ: ҫитӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мероприяти вӗҫӗнче ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакан кирек мӗнле ҫын та, ҫитӗнни те, ача та урамсемпе ҫулсем ҫинчи хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пурнӑҫлама тивӗҫ тесе пӗтӗмлетӳ тунӑ.

В конце мероприятия сделали вывод, что любой участник дорожного движения, и взрослый, и ребенок, обязан выполнять установленные правила безопасного поведения на улицах и дорогах.

Пӗтӗм Раҫҫейри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн эрни шайӗнче // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... he-3448037

Эппин, вӗсем ҫапла ӳссе ҫитӗнни вӑл — Ҫтаппана чи сисӗмлӗ ҫӗртен ыраттарни, ӑна пурнӑҫ йышӑнманни, тиркени, сивлени.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫитӗнни темӗн калать, ачасем ӑна сырса илнӗ те итлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ачасен тӑнӑҫлӑхӗ, вӗсем чӑн-чӑн патриот пулса ҫитӗнни, Раҫҫей пуласлӑхӗ шӑпах сирӗнтен, сирӗн ӑсталӑхӑртан килет.

Именно от вас, вашей компетентности во многом зависит благополучие каждого ребёнка, воспитание граждан, настоящих патриотов и будущее России.

Олег Николаев воспитатель кунӗпе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/09/27/ole ... atelya-i-v

Вӑл ҫакӑн пек купеца, — ют патшалӑхра нумай пурӑннӑскерне, витӗмлӗн сӑмахласа хӑйне хӑй чиперрӗн тытаканскерне, лайӑх тумланнӑскерне, тата унӑн ашшӗпе, хулари чи ӑслӑ ҫынпа, ҫамрӑкки умӗнче ҫитӗнни мӗнле калаҫать, ҫавӑн евӗр тонпа калаҫаканскерне, — малтанхи хут курнӑ.

Первый раз она видела купца, которым долго жил за границей, рассуждает так внушительно, прилично держится, ловко одет и говорит с ее отцом — первым умником в городе — снисходительным тоном взрослого с малолетним.

XI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫулҫӑсене пӑхсан 30 сантиметртан ҫӳллех мар, ҫеҫкине ҫӗклесен вара метр ҫурӑран та вӑрӑмрах ҫитӗнни палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхен // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

— Раккассинче поэт ӳссе ҫитӗнни куҫкӗрет.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Шӑлӗсем тӗрӗс мар ҫитӗнни, сывлӑх тӗлӗшпе ытти кӑлтӑк пурри витӗм кӳнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех