Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитӗн сăмах пирĕн базăра пур.
ҫитӗн (тĕпĕ: ҫитӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ тет, ҫитӗнсе ҫитӗн те, — ун чухне сана илме… ятарласа хӗрлӗ карап килӗ тет.

 — «Тебе, — говорит, — исполнится совершеннолетний год, а тогда, — говорит, — специальный красный корабль…

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫитӗн те, ак, унта, сирӗн хӑвӑрӑн та больница пур, тейӗҫ.

А приедешь, скажут, у вас своя больница есть.

Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.

Сивӗнсе ҫитӗн.

Остынешь.

Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.

Хӗрсемпе хӗрарӑмсене пусмӑрланӑ тӗслӗхсем юлашки вӑхӑтра ытла та ҫине-ҫинех пулнине кура секспа ҫыхӑннӑ «пулӑшу ӗҫӗсене» легализацилеме сӗнекенсемпе килӗшесси патне те ҫитӗн, тупата.

Куҫарса пулӑш

Пусмӑрҫа тарма паман // К.АНТИПОВ . «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

10. Эй Сион хӗрӗ, тертлен, ҫуратакан арӑм асапӗпе асаплан: эсӗ халӗ хуларан тухӑн, хирте пурӑнӑн, ҫапла Вавилона ҫитӗн; ҫавӑнта ҫӑлӑнӑн эсӗ, ҫавӑнта сана Ҫӳлхуҫа хӑвӑн тӑшманусен аллинчен хӑтарӗ.

10. Страдай и мучься болями, дщерь Сиона, как рождающая, ибо ныне ты выйдешь из города и будешь жить в поле, и дойдешь до Вавилона: там будешь спасена, там искупит тебя Господь от руки врагов твоих.

Мих 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Эпӗ сана Хам валли тӳрӗлӗхпе ҫураҫӑп, эсӗ вара Ҫӳлхуҫана пӗлсе ҫитӗн.

20. И обручу тебя Мне в верности, и ты познаешь Господа.

Ос 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Чылай кунран эсӗ кирлӗ пулӑн; юлашки ҫулсенче эсӗ хӗҫрен хӑтарнӑ, нумай тӗрлӗ халӑх хушшинчен Израиль тӑвӗсем ҫине пуҫтарнӑ халӑх патне ҫитӗн, ҫав тусем унччен пӗрмай юхӑнса выртнӑ, халӗ вара ҫав ҫӗр ҫыннисене халӑхсем хушшинчен каялла тавӑрӗҫ те, вӗсем пурте хӑрушлӑхсӑр пурӑнма пуҫлӗҫ.

8. После многих дней ты понадобишься; в последние годы ты придешь в землю, избавленную от меча, собранную из многих народов, на горы Израилевы, которые были в постоянном запустении, но теперь жители ее будут возвращены из народов, и все они будут жить безопасно.

Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Тӗпче ӑна, шыра — вара пӗлсе ҫитӗн, унпа туслашсассӑн — ан вӗҫерт ӑна; 29. юлашкинчен ӑслӑлӑхра эсӗ канлӗх тупӑн, вӑл саншӑн савӑнӑҫ пулса тӑрӗ.

28. Исследуй и ищи, и она будет познана тобою и, сделавшись обладателем ее, не покидай ее; 29. ибо наконец ты найдешь в ней успокоение, и она обратится в радость тебе.

Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ҫавӑн хыҫҫӑн эсӗ Турӑ сӑрчӗ ҫине ҫитӗн, унта филистимсен ҫар ушкӑнӗ тӑрать, [унта Филисти пуҫлӑхӗсем;] ҫавӑнта хулана пырса кӗрсессӗн, сӑрт ҫинчен анакан пророксен ушкӑнне тӗл пулӑн, вӗсем псалтирьпе тӳнкӗр, шӑхличӗпе кӗсле тытнӑ, вӗсем Турра мухтаса юрлӗҫ; 6. сан ҫине Турӑ Сывлӑшӗ анӗ, эсӗ те вӗсемпе пӗрле Турра мухтаса аслӑлӑн, вара урӑх ҫын пулса тӑрӑн.

5. После того ты придешь на холм Божий, где охранный отряд Филистимский; [там начальники Филистимские;] и когда войдешь там в город, встретишь сонм пророков, сходящих с высоты, и пред ними псалтирь и тимпан, и свирель и гусли, и они пророчествуют; 6. и найдет на тебя Дух Господень, и ты будешь пророчествовать с ними и сделаешься иным человеком.

1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Унтан татах малалла кайӑн та Фавор юманлӑхне ҫитӗн, ҫавӑнта сана Турӑ патне Вефиле каякан виҫӗ ҫын тӗл пулӗ: пӗри виҫӗ качака путекки, тепӗри виҫӗ ҫӑкӑр, виҫҫӗмӗшӗ пӗр такмак эрех йӑтса пырӗ; 4. вӗсем сана саламлӗҫ, сана икӗ ҫӑкӑр парӗҫ, эсӗ ҫавна вӗсен аллинчен илӗн.

3. И пойдешь оттуда далее и придешь к дубраве Фаворской, и встретят тебя там три человека, идущих к Богу в Вефиль: один несет трех козлят, другой несет три хлеба, а третий несет мех с вином; 4. и будут приветствовать они тебя и дадут тебе два хлеба, и ты возьмешь из рук их.

1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ман ҫула ҫитсен, эсӗ те вӗренсе ҫитӗн.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫитессе вара каҫпа ҫеҫ ҫитӗн

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эс те йӗкӗте ҫитӗн.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Тӑрӑшсан, вулама-ҫырма та лайӑх вӗренсе ҫитӗн, тракторпа ӗҫлеме те хӑнӑхӑн.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

— Епле ҫитӗн ӗнтӗ киле? — шеллерӗ ӑна Тимуш.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Паян мана ху мӗнешкел ырӑ мар хыпар пӗлтернине те, кӗҫӗр мӗн-мӗн пулса иртнине те туймастӑн ӗнтӗ, — шухӑшларӗ Тарас, — часах ак ӳссе ҫитӗн, манашкал ҫирӗм ҫула ҫитсен пӗтӗмпех ӑнланӑн…»

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

«Эсӗ ӗҫрех пӗлсе ҫитӗн мана, Анишора…

«Ты убедишься на деле, Анишора…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Хурӑнварсенни пек «елочкӑсем» ҫук пирӗн, вӗсене ӑҫтан ҫитӗн, — терӗ Вӗҫелюк.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Чиркӳ патне ҫитӗн те, картишне кӗмесӗрех, каялла вӗҫтерӗн, — терӗ Катя.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Хӑҫан хатӗрленсе ҫитӗн — ҫавӑн чухне.

— Как будешь готов, тогда и ехай.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех