Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитмесӗр (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Н. И. Ашмарин профессор «мехел» сӑмаха ҫапларах ӑнлантарать: «Мехел ҫитмесӗр (-вӑхӑт ҫитмесӗр) ӑҫта каян? теҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ывӑлне чупса пырса ыталасси килнӗччӗ ашшӗн, анчах ҫар йӗркине пӑсма юраманнине лайӑх пӗлет Ҫимун, ывӑлӗ те вӑхӑт ҫитмесӗр ашшӗ патне ыткӑнас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Фашистсем ҫывхарса ҫитмесӗр никам та пемест.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ялти ытти лашасемпе ку анана кӑнтӑрла ҫитмесӗр те сухаласа пӗтерес ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пасара ҫитмесӗр укҫапа нимӗн те тӑвас ҫук.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Касма вӑхӑт ҫитмесӗр вӑрмана пӗтерсе пыма парар мар.

Куҫарса пулӑш

54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Иййя, иййя, иййя! — тет Завьялов, Соколов ыйтнисене лайӑххӑн ӑнланса та ҫитмесӗр.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Калас тенӗ шухӑш вӗҫне ҫитмесӗр ӑна ниепле те лӑплантараймастӑн.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Майруткин Хӗветӗрпе Хӗрлӗ Калля патне кайсан, унтан ҫурҫӗр ҫитмесӗр тухаймассине пӗлсех тӑр: ытла та шеп суяҫҫӗ, итлесе пӗтерме ҫук.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

К. Турханӑн «Ҫӗр суранӗ» вара ун пек мар, ӑна пӗрре вулама пуҫласан, вӗҫне ҫитмесӗр пӑрахаймастӑн, вуланӑҫемӗн вулас килет.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

— Киле ҫитмесӗр ҫын патне кӗме юрать-и?

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вара, хамӑр тӑвансене, атте-аннесемпе ачасене, арӑмсене ҫӑлас тесе, Саранска ҫитмесӗр каялла ҫаврӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗлес ҫук ҫав вӑхӑчӗ ҫитмесӗр.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Урта ҫынни пур те пур, Анчах ҫук-ха утаман; Унтан килнӗ сӑмах пур: «Вӑл хӑй килсе ҫитмесӗр, Пур йӗркене кӳмесӗр — Пуху уҫма каламан».

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑхӑт ҫитмесӗр халӑха пысӑк зала, чӑрӑш патне кӗртес мар тесе канашланӑччӗ ҫамрӑксем, ҫавӑнпа та пуху кӗҫӗн залра пуҫтарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫӗршыв типсе ҫитмесӗр ун пирки шутлама та кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эпӗ ӑна, кукурузине, нихҫан та хирӗҫ пулман, анчах сӑнавсӑр-мӗнсӗр, вӗренсе ҫитмесӗр, уйӗ-уйӗпе кукуруза акнине хирӗҫчӗ эпӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ун ҫинчен вӗсем вӑхӑт ҫитмесӗр никама та каламаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл пурне те курать, пурне те пӗлет те — вӑхӑт ҫитмесӗр каламасть.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫулла, йывӑҫ-курӑк ешернӗ вӑхӑтра килес пулсан, патне ҫитмесӗр те ҫав ялсем курӑнмаҫҫӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех