Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитменнинчен (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Опытлӑ комбайнер сӑмахӗсем тӑрӑх, кашни вырма тӗрлӗрен иртет: чылай чухне ҫанталӑкран, культурӑсем ҫитӗнсе ҫитнипе ҫитменнинчен килет.

Куҫарса пулӑш

Каменщика вӗреннӗ, комбайнер пулса тӑнӑ // Ирида МАТНИЯЗОВА. https://ursassi.ru/articles/professi-ynn ... -n-3389069

Пирӗн приборсем киберхӑрушсӑрлӑха, технологи суверенитетне тивӗҫтереҫҫӗ тата ют ҫӗршывсен программа тивӗҫтерӗвне пӑхӑнса тӑрассинчен тата комплектлакан пайсем ҫитменнинчен хӑтӑлма май параҫҫӗ.

Наши приборы обеспечивают кибербезопасность, технологический суверенитет и независимость от иностранного программного обеспечения и комплектующих.

Олег Николаев Энергетик кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/22/gla ... et-s-dnyom

— Хӑнари апата тиркени вӑл сӑпайлӑх ҫитменнинчен килет, — касса татрӗ Софья Георгиевна.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Унта командовани чӗнмен ораторсем пынӑ, вӗретнӗ шыв ҫитменнинчен пуҫласа ярсанах батальон сасартӑк: «Ҫитет, вӑрҫса куртӑмӑр, килте хуҫалӑх япӑхать, помещиксен ҫӗрне валеҫтермерӗҫ, каймастпӑр фронта!» тесе кӑшкӑрма тытӑнчӗҫ.

Появились не приглашенные командованием ораторы, и, начав с недостачи кипятку, батальон неожиданно пришел к заключению: «Хватит, повоевали, дома хозяйство рушится, помещичья земля не поделена, на фронт идти не хотим!»

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вара ҫапла ответленӗ: «Ман шухӑшпа, ҫак тискер хӑтланчӑксем енне туртӑнни, — культура ҫитменнинчен килнипе пӗрлех, — энерги ытлашши пулнипе тата ӗҫсӗр аптранипе условиленсе тӑрать. Пирӗн купецсем, — сахалӑшне ҫеҫ ку шута илмесӗр, — сывлӑх тӗлӗшпе чи пуянтарах, анчах ӗҫ тӗлӗшпе чи ӗҫсӗртерех иккенне лайӑх пӗлетпӗр…» тенӗ.

И отвечал: «Мне кажется, что эта склонность к диким выходкам вытекает из недостатка культуры постольку же, поскольку обусловлена избытком энергии и бездельем. Не может быть сомненья в том, что наше купечество — за малыми исключениями сословие наиболее богатое здоровьем и в то же время наименее трудящееся…

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Чӑваш писателӗсемпе журналисчӗсен ӑш-чикӗ ку таранччен те элекпе кӗвӗҫӳрен, саморекламӑпа ҫӑткӑнлӑхран, вӑрттӑн ҫыртас йӑларан тасалса ҫитменнинчен, вӗсем уҫҫӑнах икӗпитлӗн явкалланинчен хытах тӗлӗнетӗп.

Куҫарса пулӑш

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех