Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитмен (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шкул ҫулне ҫитмен ачасен патриотла туйӑмӗсене воспитани парасси кӑмӑл-сипет воспитанийӗн тӗллевӗсенчен пӗри, ҫывӑх ҫынсене, тӑван яла, тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентесси - питӗ кирлӗ япала.

Воспитание патриотических чувств у детей дошкольного возраста - одна из задач нравственного воспитания, включающая в себя воспитание любви к близким людям, к родному селу, родной стране.

Ача садӗнче "Зарница" иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... tn-3659010

«Ҫырмара вилнӗ ҫынсем выртаҫҫӗ, вӗсене тинтерех персе пӑрахнӑ пулмалла, — лайӑххӑн сивӗнсе те ҫитмен.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ӑна питӗ ӑста скульптор бронзӑран шӑратса тунӑ пек, ҫав бронза халь те сивӗнсе ҫитмен пек, вӑл хӑй ҫине тӑхӑнтарнӑ хаклӑ тумтире халь-халь кӗллентерсе пӑрахас пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Чӑваш Ен Правительствин муниципалитетсемпе пӗрле тӑлӑх ачасене тата 2023 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне кил-ҫурт тӗлӗшӗнчен хӗсӗк пурӑнакансем пек учета тӑнӑ 5 е унтан та ытларах ҫула ҫитмен ачаллӑ нумай ачаллӑ ҫемьесене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелли мероприятисен пӗтӗм комплексне ҫитес пилӗк ҫул хушшинче пурнӑҫламалла.

Правительству Чувашии совместно с муниципалитетами следует реализовать весь комплекс мероприятий по обеспечению жильем в течение ближайших пяти лет детей-сирот и многодетных семей, имеющих пять и более несовершеннолетних детей, состоявших на начало 2023 года на учете в качестве нуждающихся в жилье.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Чӑваш Ен Вӗренӳ, Культура, Спорт министерствисене Ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑйпа пӗрле ҫула ҫитмен ҫамрӑксен канӑвне йӗркелесе тата вӗсене пӗр-пӗринпе туслӑн хутшӑнма майсем туса парса ҫав ӗҫе ытларах явӑҫтарассине тивӗҫтермелле.

Минобразования, Минкультуры, Минспорт Чувашии во взаимодействии с Уполномоченным по правам ребенка прошу обеспечить увеличение охвата несовершеннолетних организацией досуга и общения в неформальной обстановке.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Пӗлтӗр ҫавнашкал 13 центр 6000 ытла ҫула ҫитмен ҫамрӑка хӑйсен тантӑшӗсемпе хастарлӑн хутшӑнма явӑҫтарнӑ, ҫав шутра тӗрлӗ енӗпе учетра тӑракансене те.

За прошлый год 13 таких центров привлекли к активному общению со сверстниками более 6 тыс. подростков, в том числе состоящих на различного вида учете.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫул ҫитмен ҫамрӑксене пӗр-пӗринпе хутшӑнма пулӑшакан территорисен ӗҫӗ-хӗлӗ малтанхи курӑмлӑ кӑтартусемпе палӑрать.

Впечатляющие первые результаты показывают территории общения подростков.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

«Сертификата 21 ҫул тултарнӑ, 12 уйӑхран кая мар ӗҫлесе тупӑш илнӗ тӑлӑхсем илме пултараҫҫӗ. Ҫул ҫитмен ачаллӑ, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ ҫынсен сертификата ыттисенчен маларах илмелли ҫӑмӑллӑх прави пур», — терӗ министр.

Куҫарса пулӑш

Троллейбуссем хуласене ҫыхӑнтарӗҫ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/trolleybussem-hu ... cyhantarec

Ӑнлантарӑпӑр вӗсене: «Тилли юррисем» «энциклопеди» пулсах ҫитмен пулсан, вӗсене «энциклопеди» тума пулатех!)

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫапах та мехелӗ ҫитмен те — вӗсем чечексем мар-ха, папкасем, ҫеҫкесем ҫеҫ-ха.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Мехел ҫитмен.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Мехел ҫитмен.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Халь ӗнтӗ совет литературин пур тӗлӗшрен те паха произведенийӗсем ҫитмен ҫӗршыв тӗнчере ҫук та.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ку объектсем — 100 ытла Хӗвел йывӑрӑшӗллӗ ҫирӗпленсех ҫитмен пысӑк ҫӑлтӑрсем.

Эти объекты представляют собой огромные нестабильные звёзды с массой более 100 масс Солнц.

Messier 83 // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/Messier_83

Ҫак йышра 16 ҫула ҫитмен ачасем 93-ӗн, ӗҫлеме пултаракан халӑх — 515, пенсионерсем 216 ҫын шутланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d0%b ... %b3%d1%80/

Республикӑра шкул ҫулне ҫитмен ачасен учрежденийӗсенче агролабораторисем уҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/

Пӗчӗккисене, шкул ҫулне ҫитмен ачасене, мӑшӑррӑн ҫавтӑнтарнӑ та хӑй хыҫҫӑн ертсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Эппин, ман пӗчӗккисене, шкул ҫулне ҫитмен ачасене, илӗртме тивет.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Пасарнӑ вӑрман хӗрринче пусӑрӑнса ҫитмен юра сивӗ ҫурҫӗр ҫилӗ шӑлса юхтарать.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Икӗ ҫул ҫыру ҫӳретрӗ унпала, анчах савнийӗн тӳсӗмӗ ҫитмен — кӳршӗ яла качча тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех