Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитичченех (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнче пӑлхарсем ҫитичченех финн-угр йӑхӗсем тӗпленсе пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Бенедикт кунта пурнӑҫӗ вӗҫне ҫитичченех пурӑннӑ.

Бенедикт оставался здесь до конца своих дней.

Монтекассино // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

Ку вӑл пӗрремӗш юрӑран тытӑнса юлашки юрра ҫитичченех курӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ун пек кӗнекесене уҫса вулама тытӑнатӑн та, ҫуррине ҫитичченех пӑрахас килет: сана унта ҫырса кӑтартнӑ ӗҫсем, ҫынсен шӑпи ним чухлӗ те хумхантармасть, — ни савӑнтармасть, ни пӑшӑрхантармасть, — «малалла мӗн пулать-ши?» ыйту ыйхуна мантармасть.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ӳссе ҫитичченех лекрӗ тӗрмене.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Госпитале ҫитичченех вилсе кайнӑ пирӗн Якку.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мускава ҫитичченех вакунран тухмарӗҫ ватӑсем.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗрхи сивӗсем ҫитичченех хӗр-каччӑсен вӑййи те, улахӗ те ҫавӑнта.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗҫне ҫитичченех намӑса кӗртме шутларӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав тӗлте сулахаялла пӑрӑн та тӳптӳрех ут, — тӳпеттей тӑхӑннӑ ват ҫын ӑна кукӑра ҫитичченех ӑсатса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Икӗ тус васкарӗҫ пулин те, мӗн киле ҫитичченех чӗнмесӗр ҫума-ҫумӑн утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Татьянӑпа Виталий Шупашкара ҫитичченех шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Канмалли кун пулсан та, хӑнӑхнӑ йӑлапа, ултӑ сехет ҫитичченех вӑранчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Пуҫа чӳречерен тулалла кӑларса пӑхсан, пулас ҫуртӑн кӑшкарӗ мӗн ҫӳлти хута ҫитичченех курӑнать, ӗҫлекенсене те аванах сӑнама пулать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Мӗн тума парк витӗр антармалла-ха тата ҫак урама пӗве хӗррине ҫитичченех?

Куҫарса пулӑш

58 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Айӑра картуна ҫитичченех сиккипе чуптарчӗ.

Куҫарса пулӑш

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫурҫӗртен пуҫласа кӑнтӑра, тухӑҫран пуҫласа анӑҫа ҫитичченех ҫӗр питне симӗс тумпа илемлетсе, ҫут тӗнчене сиплӗх кӳрсе этемлӗхе савӑнтарса кашлать вӑрман…

Куҫарса пулӑш

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Илле Иванов ӑна поселок хыҫне ҫитичченех ӑсатса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кустӑрма чугун ҫул хӗрринчи канава ҫитичченех кӑлтӑртатса кайрӗ те шыва шаплатса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ку мӗне пӗлтерет тата? — йывӑҫа мӗн тӑррине ҫитичченех куҫӗпе пӑхса хӑпарчӗ Хӗлимун, — мухмӑрлӑ мар пулӗ те юман.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех