Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитермех (тĕпĕ: ҫитер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫӗ пысӑк ӗнтӗ, мӗн кирлине тупса ҫитермех таҫта та ҫитмелле, такам куҫӗнчен те пӑхмалла.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Мана ӑна киле илсе ҫитермех пӳрнӗ иккен: госпитальте сестрасене хутаҫ ҫӗлеттертӗм те хам пуҫелӗк айнех чиксе хутӑм.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Танк экипажӗ ӗлӗк тракторист пулса ӗҫленӗ юлташсенчен чӑмӑртанчӗ, анчах батарейне батарея тесе ҫитермех те ҫук, мӗншӗн тесен вӗсем валли эпир тупӑсем хатӗрлеймен-ха.

Танковый экипаж сформировали из бывших трактористов, правда, батарея была не совсем обычной — без пушек.

Партизансен крепоҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Денни ҫаплах курӑнман: ахӑртнех, вӑл хӑйӗн шухӑшне вӗҫне ҫитермех шутланӑ пулмалла.

Дэнни не показывался: видимо, он хотел выжать все, что можно, из своего трюка.

IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.

Вӑл ӑна сыватса ҫитермех пуҫланӑ.

Она почти выходила его.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

«Тепӗр сехетрен, — тесе шухӑшларӗ вӑл, — пирӗн пӗр пуля та, тар та, кӑвайт та пулмасть. Вӗҫне ҫитермех юрамасть, мӗн те пулсан тӑвасах пулать».

«Через час, — подумал он, — у нас не останется ни пороха, ни пуль, ни огня. Не следует ждать этой крайности, чтобы принять решение».

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах ашшӗ ӗҫе вӗҫне ҫитермех шут тытнӑ-мӗн.

Но отец твердо решил довести дело до конца.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Каҫ пулнӑ тӗле пӑлханса кӑшкӑрнипе сасси питӗрӗннӗ Ҫӑрттан мучи ача ҫуратас ӗҫе хӑй пачах хутшӑнманни пирки карчӑкне ӗнентерсе ҫитермех пуҫланӑччӗ, анчах шӑпах ҫак самантра алӑкран Любишкинӑн сакӑр ҫулхи ывӑлӗ килсе кӗчӗ.

К вечеру окончательно охрипшему от волнения и крика Щукарю почти удалось убедить старуху в его полной непричастности к рождению ребенка, но именно в этот момент на пороге кухни появился восьмилетний мальчишка, сын Любишкина.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех