Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитермесӗр (тĕпĕ: ҫитер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуҫа хӗрарӑмӗ эпир кайма пуҫтарӑнсан пире яшка ҫитермесӗр кӑларса ямасса ҫирӗппӗн пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ҫитермесӗр!

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Эпир тарҫа ҫитермесӗр усранине турӑ пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пырсан апат ҫитермесӗр кӑларса ямасть.

Куҫарса пулӑш

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Анчах санатори хуҫи халлӗхе, рекламӑна хатӗрлесе ҫитермесӗр, тимӗр карташӑн укҫа та тӳлесшӗн мар, ӑна йышӑнма та килӗшмест.

Ко всему хозяин санатория категорически отказывался уплатить за железную ограду и даже принять ее без медного ребенка.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫакӑ ялӑн ҫыннисене Ҫитермесӗр утаймарӑм.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Выҫӑ ҫынна ҫӑккӑр кӑтартса ҫитермесӗр усранӑ пек.

— Это все равно, что голодному показывать хлеб и не давать его есть…

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Пӗр эрне ҫитермесӗр каялла килме тухаймастпӑр ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ват ҫыншӑн пит васкамасан та юрӗ, вӗсем вырӑн ҫине выртсан та хӑйсене пӑхакансене тарӑхтарса ҫитермесӗр вилмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пуринчен хӑюлли Костьӑччӗ — ывӑна пӗлми утаканскерччӗ вӑл, шутланӑ ӗҫе вӗҫне ҫитермесӗр лӑпланма пултарайманскерччӗ.

Бодрее всех был Костя — неутомимый ходок и вообще человек с развитой волей.

II // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.

Пит те пысӑк ӗҫ пуҫарса янӑ вӑл кунта, вӗҫне ҫитермесӗр пӑрахса кайма пултарайманнине туйса илнӗ.

Уж очень большое дело он тут завертел и чувствовал, что не имеет права бросать его, не завершив.

Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.

Вӑл ҫак историе тунӑ ҫынсем чаплӑ патриотсем пулнине, вӗсем хӑйсем тума шутланӑ ӗҫе вӗҫне ҫитермесӗр пӑрахманнине ӑнланса илнӗ.

У людей, создававших эту историю, он находил примеры высокого патриотизма и целеустремленности.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Пирӗн пата лекрӗн-тӗк — ан шиклен: ҫын туса ҫитермесӗр кӑларса ямастпӑр.

Уж если к нам попал — вылечим…

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тытнӑ шухӑшӑн вӗҫне ҫитермесӗр канмасть пуль ӗнтӗ вӑл.

Он, видать, все-таки решился спроворить задуманное дело до конца.

XXXII. Кӗтмен тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Эпӗ хамӑн колхозницӑсене апат ҫитермесӗр ӗҫлеттерме пултараймастӑп.

Я не могу допустить, чтобы мои колхозницы работали не обедавши.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Пурте илтнӗ пуль ӗнтӗ ҫак шкулта вӗренекен Марина Артамонова ват ҫынна, Клементий Калмыкова виҫене икҫӗр грамм ҫитермесӗр канфет виҫсе панӑ, укҫине килограмшӑнах илсе юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Эпӗ, Энскри ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулти пионер, шкул юсаттаракан Комитетӑн заданине туса ҫитермесӗр Грачевск вӑрманӗнчен каймастӑп тесе мухтавлӑн тупа тӑватӑп, пилӗк метрлӑ ҫирӗм пӗрене кӑларӑпӑр та вӗсене сулӑ туса ярӑпӑр.

Я, пионер и ученик Н-ской школы-семилетки, торжественно клянусь, что не уйду из Грачевского леса, пока задание Комитета восстановления школы не будет выполнено и 20 бревен по 5 метров длиной не будут заготовлены и связаны в плоты.

IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

— Ҫаксене пурне те йӗркелесе ҫитермесӗр пирӗн инкене пӗлтерме юрамасть, хамӑрӑн та пӗр-пӗринпе сайрарах курнӑҫмалла…

— Пока это все не устроится, — сказала задумчиво Ольга, — говорить ma tante нельзя и видеться надо реже…

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пуҫланӑ ӗҫе вӗҫне ҫитермесӗр ан пӑрах, ҫирӗп пул.

Будь стоек, не бойся разочарований, не бросай начатого дела.

Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Анчах та хама ун умӗнче айӑплӑ маррине тӗпӗ-йӗрӗпе кӑтартса ҫитермесӗр манӑн ӑна, кирек те мӗн пулсан та, парӑнас килмен-ҫке-ха.

Но я не хотел уступать ей ни в чём до тех пор, пока не докажу, что я ни в чём не виноват перед нею.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех