Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитереҫҫӗ (тĕпĕ: ҫитер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Анчах ҫирӗп чунлисем хӑйсен нушине унсӑрах ирттерсе яма вӑй ҫитереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Сиккимра ҫавӑн пекех Индире тухакан хаҫатсен вырӑнти кӑларӑмӗсем тухаҫҫӗ, сӑмахран «The Statesman», «The Telegraph» (Силигуринче пичетленеҫҫӗ), «The Hindu» тата «The Times of India» (Калькуттӑра пичетленеҫҫӗ, Сиккима пӗр кун кая юлса ҫитереҫҫӗ).

В Сиккиме также выходят региональные издания общеиндийских газет, таких как «The Statesman» и «The Telegraph» (печатаются в Силигури), и «The Hindu» и «The Times of India» (печатаются в Калькутте и доставляются в Сикким с опозданием на день).

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Мӗншӗн тесен журналистсем парти хушнине пӗр тӑхтамасӑр пурнӑҫлаҫҫӗ, партин хӗрӳ сӑмахне ҫавӑнтах халӑх патне ҫитереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Союзлӑ тата автономиллӗ республикӑсен столицисенче иккӗмӗш программа пулать тата телевидени передачисене пӗр харӑс икӗ чӗлхепе итлемелле туса ҫитереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ҫӳле хӑпартакан хатӗрсем никам тӗкӗнмен юрлӑ тӑвайккисем патне те илсе ҫитереҫҫӗ, урӑхла каласан, фрирайдпа та аппаланма майсем пур.

В районе действия подъёмников есть возможности для спуска по снежной целине, то есть занятия фрирайдом.

Лез-Арк // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D0% ... 1%80%D0%BA

1943 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗнче Вязьма патӗнчи сывлӑш десанчӗпе ансассӑн мина тайлавӗ ҫине кӗрет те ӑна йывӑр контузипе госпитале илсе ҫитереҫҫӗ.

Во время воздушного десанта под Вязьмой 16 марта 1943 года он попал на минную растяжку и с тяжёлой контузией был доставлен в госпиталь.

Васильев, Борис Львович // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/w/index.php?tit ... ction=edit

Акӑ «Хӑрушлӑхсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем» наци проекчӗ шайӗнче юлашки ҫулсенче округ территорийӗнче республика ҫулӗсене те, муниципалитет ҫулӗсене те сахал мар юсаса нормативлӑ шая ҫитереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Пулӑ ҫитереҫҫӗ тенине вуласан, шыв хӗрринче пурӑнаҫҫӗ иккен тесе, савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Нормӑпа ҫителӗклӗ ҫитереҫҫӗ пулсан та ялан ҫӑвара апат хыпас килет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Хуҫа хӗрарӑмӗ мӗнле яшка ҫиме кӑмӑлланине ыйтсан эпӗ: — Эсир пӗлетре, пирӗн патра ҫакӑн пек йӑлайӗрке ирттернӗ чухне хӑнасене сысна хӳрипе хӑлхинчен пӗҫернӗ яшка ҫитереҫҫӗ. Эсир мана ӗненӗр: университетра вӗреннӗ чухне ҫак темӑсене лайӑх пӗлеттӗм, ҫавӑнпа калатӑп, — тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Хальхи ҫулсем утравӑн пур паллӑ вырӑнӗсем патне те ҫитереҫҫӗ.

Современные дороги идут до всех достопримечательностей острова.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Ҫӑлтӑрсем пӗвене ӳксе чашлатаҫҫӗ, таврана ҫулӑмлӑ хум сирпӗтеҫҫӗ, савӑшуллӑ мӑшӑр ярӑнакан сулла силлеҫҫӗ, тайӑлтараҫҫӗ, тӳнтерсе ярасса ҫитереҫҫӗ

Куҫарса пулӑш

35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫав машинӑпах кӑнтӑрла вӗри апат кӳрсе ҫитереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Халӗ, вӑл ӑнланнӑ тӑрӑх, ӑна урӑх, чӑн-чӑн сивӗ куҫҫульсем патне ертсе ҫитереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑшмансем вара сӗре те хӗссе ҫитереҫҫӗ, ҫавах парӑнтараймаҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑсен вӗҫӗ пур-ши? // Евгений Турхан. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с. — 4–5 с.

Ҫупкӑ вырӑнне ҫу ҫитереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Анчах унтанпа ҫулталӑк иртет, ҫуртсене туса ҫитереҫҫӗ, вара Оля ҫӗнӗ хваттере куҫать.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӗсем Шупашкар агломерацийӗн мастер-планне хатӗрлесе ҫитереҫҫӗ — унпа паллаштарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Эсир Чӑваш Ене хӑтлӑрах тата илемлӗрех тӑватӑр» // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/esir-chavash ... eh-tavatar

Культурӑллӑ революцин юлашки тапхӑрӗнче мӗн пур рабочисемпе хресченсене пӗлӳлӗх тӗлӗшӗнчен интеллигенци шайне ҫитереҫҫӗ, халӑха вӗрентес ӗҫӗн пӗтӗм системинче ӗҫпе вӗренӗве пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнтарса туса пыраҫҫӗ, ҫапла вара ӑс-тӑн ӗҫӗпе вӑй-хал ӗҫӗ хушшинчи уйрӑмлӑхсем пачах пӗтсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Социаллӑ ӗҫченсем ватӑсене вӑхӑтра апат ҫитереҫҫӗ, пӳлӗмӗсене тирпейлесе тӑраҫҫӗ, ҫӑвӑнтараҫҫӗ, сывлӑхӗсене тӗрӗслеттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех