Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитеретчӗ (тĕпĕ: ҫитер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана вӑл кунне пӗрре кӑна ҫитеретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Иннокентий пулсассӑн, паллах, малтан тем тӗрлӗ ятлаҫса пӗтетчӗ-ха ӗнтӗ, хӑй тӗрӗс маррине пӗлсе тӑрсах пуяна ҫупкӑ та ҫитеретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аслӑ лейтенант питӗ лайӑхчӗ, мана хӗрхенетчӗ, пӗрле апат ҫитеретчӗ, укҫа тӳлеттерместчӗ.

Куҫарса пулӑш

Алексей Егоров — пилӗк орден кавалерӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... n-kavaler/

Мана вӑл садра панулми ҫитеретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку сӑмахсене тепӗр хӗр ача каланӑ пулсан каччӑ ӑна тӳрех ыталаса илетчӗ пуль, чуп тума та хӑюлӑх ҫитеретчӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпӗ ҫак хурсене, кукаҫи хушнӑ пек, алтӑрпа хӑйӑр, валашкапа шыв лартса параттӑм, анне хывӑхпа, ҫӗрулмипе пӑтратса ҫитеретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑль ку савӑнӑҫ кулӑшла, анчах ун чухне мӑнкуна чӑн-чӑн праҫник тесе шутланӑ вӗт-ха, калӑм кунӗ вара тап-таса пуртенккепе вӗр-ҫӗнӗ ҫӑпата сыратӑн, анне кӗсъене пӗр-икӗ ывӑҫ хӗвелҫаврӑнӑш ярса парать (ӑна, хаклӑ япала евӗр, арчарах тытатчӗҫ), ку кун тата анне кӑмакана лартнӑ вир пӑтти ҫитеретчӗ (ку ӗнтӗ чӑнах та Маринесен килӗнче ҫеҫ мар, ялти нумай ҫемьере ҫулталӑкне темиҫе ҫеҫ тутанса пӑхмалли апат шутланнӑ).

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑйӗн юлашки аш татӑкне парса ҫитеретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Эп ун патне кайкаласа килеттӗм, вӑл мана пыл ҫитеретчӗ.

Когда я прихаживал к нему, он давал мне меду.

Ача аслашшӗне хурт ами тупса пани // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 53–54 с.

Вӑл камит-мыскара туса ачасене хӑрататчӗ, кайран, вӗсене чӗнсе илсе, пӑрҫа ҫитеретчӗ.

Он любил ставить комедии и пугать детей, а потом звал их и кормил горохом.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Ашшӗпе амӑшӗнчен вӑрттӑн шоколадсем те илсе ҫитеретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вероника // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Фурманка ҫине ларса, велосипедпа е ҫуранах, вӑл Кузнецов парса янӑ пакетсене «маяка» ҫитеретчӗ, вара, тепӗр курьер лагере ҫитсе каялла таврӑниччен, Приходько канатчӗ, унтан, ман патран илсе пынӑ пакетпа, вӑл каллех Кузнецов патне тухса каятчӗ.

На фурманке, велосипеде или пешком он доставлял пакеты от Кузнецова на «маяк», и пока другой курьер добирался до лагеря и обратно, Приходько отдыхал, а потом уже с пакетом от меня он вновь отправлялся к Кузнецову.

Паттӑрла ӗҫ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Помещик апатне начар ҫитеретчӗ.

Помещик кормил плохо.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вася Пирожок тӑр-кӑнтӑрлах полицейскисен ҫурӑмӗсем ҫине те листовкӑсем ҫыпӑҫтарма ӑс ҫитеретчӗ.

Вася Пирожок ухитрялся наклеивать на спины полицейским листовки даже среди бела дня.

Тӑванла // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Унччен вӑл, яланах чи малтан виттине кӗрсе тухатчӗ, кӗсри утӑ ҫинипе ҫименнине пӑхатчӗ (Иван Ивановичӑн кӗсри хӑла, хушка ҫамкаллӑ. Питӗ элчӗ лаша. ); унтан кӑрккисене апат паратчӗ, унтан сысни ҫурисене хӑй аллинчен апат ҫитеретчӗ, вара тин пӳртне кӗретчӗ те е, йывӑҫ каскаласа, савӑт-сапа тума тытӑнатчӗ (йывӑҫран тӗрлӗ япаласем тума ӑста вӑл, токарьсенчен кая мар тӑвать), с Любий, Гарий тата Попов типографийӗнче ҫапӑнса тухнӑ кӗнекене вулама ларатчӗ (ҫав кӗнекен ятне Иван Иванович астумасть, мӗншӗн тесен Гапка тахҫанах ун питне вӑтӑрса илнӗ те ачине выляма панӑ пулнӑ), е тата аслӑк айӗнче канса выртатчӗ.

Он, бывало, прежде всего зайдет в конюшню посмотреть, ест ли кобылка сено (у Ивана Ивановича кобылка саврасая, с лысинкой на лбу; хорошая очень лошадка); потом покормит индеек и поросенков из своих рук и тогда уже идет в покои, где или делает деревянную посуду (он очень искусно, не хуже токаря, умеет выделывать разные вещи из дерева), или читает книжку, печатанную у Любия Гария и Попова (названия ее Иван Иванович не помнит, потому что девка уже очень давно оторвала верхнюю часть заглавного листка, забавляя дитя), или же отдыхает под навесом.

III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Ӗҫлесе тупнӑ укҫине хӗрхенмесӗр вӑл ҫапкаланчӑксене ӗҫтерсе ҫитеретчӗ, ҫапӑҫнӑ чух вӑйсӑртараххи майлӑ пулатчӗ те час-часах калатчӗ:

Не жалея заработанных денег, он угощал босяков, становился в драках на сторону слабого и часто взывал:

XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Унӑн яланах варӗ ырататчӗ, вӑл вуҫех те ҫиме пултарайман кунсем те пулкалатчӗҫ; пӗчӗк ҫӑкӑр татӑкӗ ҫини те ун ӑшчиккине йӑлтах ыраттарса, хӑсас килнипе аптӑратса ҫитеретчӗ.

У него постоянно болел живот, и бывали дни, когда он совсем не мог есть; даже маленький кусочек хлеба вызывал у него боли до судорог и мучительную тошноту.

XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Вӑл мана ухмахла ыйтусемпе аптӑратса ҫитеретчӗ:

Он преследовал меня глупыми вопросами:

IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Вӑл педологсем ҫав тери вӑй илнӗ, пусмӑрлама тытӑннӑ вӑхӑтра та вӗсене хирӗҫ тӑма, вӗсене пирӗн пата кӳртмесӗр тӑма хӑюлӑх ҫитеретчӗ.

У него хватало мужества во времена самого расцвета и засилья педологов восстать против них и попросту не пускать их к нам.

45 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Ҫанталӑк аванланасса вӑл ҫав тери чӑтӑмсӑррӑн кӗтетчӗ, хӑш чухне вара тарӑхтарсах ҫитеретчӗ.

Он весьма нетерпеливо относился к тому, что нужно выжидать погоду, и много сетовал по этому поводу.

Полярта шӳт тунисем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех