Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитересшӗн (тĕпĕ: ҫитер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак тӳлев виҫине 1 пин тенке ҫитересшӗн.

Размер данного пособия хотят довести до 1 тыс. рублей.

Шкул ачисем илсе тӑракан стипенди 1 пин пулӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35263.html

Тӑктармарӑм, хӑйнех ҫитересшӗн пултӑм…

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Мӗншӗн тесен пурте кураҫҫӗ-ҫке-ха, сисеҫҫӗ: СУ прорывра, юлса пынине пӗтерес тесе, пуҫлӑхсем склада та пулин хӑвӑртрах туса ҫитересшӗн.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Халь 5 ӗне ӗнтӗ, 10 таран ҫитересшӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗр язвинчен вакцина тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60476

— Эсир ачасене наркӑмӑшлӑ апат ҫитересшӗн, тет, иккен.

Куҫарса пулӑш

Ленин // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тӗрӗсне каласан, эпӗ кӑсӑясене икерчӗ ҫитересшӗн.

Куҫарса пулӑш

Икерчӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ку сотник та пушӑлла таврӑнасшӑн мар курӑнать тӑшман ҫӗрӗнчен, хӑйне валли е пӗр-пӗр боярин валли темиҫе ҫын та пулин илсе ҫитересшӗн.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир кунта тума пуҫланӑ станцие те туса ҫитересшӗн мар…

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Фильма Светлана Асаматӑн 70 ҫулхи юбилейӗ тӗлне (поэт 1952 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кайри Ӑнтавӑш ялӗнче ҫуралнӑ) хатӗрлесе ҫитересшӗн.

Фильм хотят подготовить к показу к 70-летнему юбилею Светланы Азамат (поэт родилась 24 июня 1952 года в деревне Задние Яндоуши Канашского района).

Светлана Асамат ҫинчен фильм ӳкерӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31851.html

Каяс ҫул кӗскех мар ахӑр, мӗншӗн тесен пӗр-пӗр ял палли ниҫта та ҫук, ҫавӑнпа та сирӗнтен ҫак тӗлӗнтермӗшӗн пӗчӗкҫӗ кӗтесне уҫса кӑтартмашкӑн ыйтма хӑюлӑх ҫитересшӗн.

Путь, кажется, предстоит не близкий, так как нет нигде признаков какого-либо селения, а потому осмеливаюсь просить вас приоткрыть маленький уголочек сих странностей.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.

Анчах пирӗнтен хамӑртан, урӑхла каласан — этемрен, ҫынсенчен, вӑрттӑнраххи те тӗлӗнмеллереххи тӗнчере ҫук тесе пӗтӗмлетсе, эпир хамӑр, — ӗненӳсӗрлӗхре те, ҫӑмӑл ӗненӳлӗхре те, — кирек мӗнле пӑхсан та пӗрешкелех ӑнланайми, пӗлсе ҫитерейми тесе шухӑшласа эпӗ хаклӑ вулаканӑмсене тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтерекен пӗр ӗҫ ҫинчен каласа пама хӑюлӑх ҫитересшӗн; ӗненсемӗр: кунашкалли пирӗн планета ҫинче урӑх пулманах.

Однако, думая, что таинственнее и чудеснее нас самих, т.е. — человека, людей, — на свете нет, что сами мы, и в скептицизме и в легковерии, одинаково непостижимы ни с какой точки зрения, я беру на себя смелость рассказать милым читателям одно из самых потрясающих происшествий, какие случались когда-либо на нашей планете.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Халӑха сехӗрлентерсе ҫитересшӗн, ҫапла майпа Совет влаҫне хирӗҫ тӑратасшӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗҫ геройӗ ятне сана эрехпе пӗрле сысна аш ҫитересшӗн паман, — тенӗ.

Героя труда тебе дали не для того, чтобы ты поел с вином свиного мяса.

Ӗҫ паттӑрӗ // М. Андр.. «Капкӑн», 1935, 2№, 6 с.

Халӗ эсир вулакан ҫак кӗнеке Александр Грин ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнӗ тӗле тухнине чаплӑ ҫыравҫа чӑваш халӑхӗ те сумланин тепӗр палӑрӑмӗ-тӗслӗхӗ теме хӑюлӑх ҫитересшӗн.

Теперь можно смело сказать, что эта книга, вышедшая к 130-летию со дня рождения Александра Грина, является еще одним проявлением уважения чувашского народа к замечательному писателю.

Грин ҫӗр-шывне хапӑл тусамӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 5–7 с.

Вӑл Альфеда та кашӑкпа апат ҫитересшӗн пулчӗ, анчах лешӗ ҫӑвар та уҫаймасть.

Она попыталась покормить с ложечки и Альфреда, но есть он не мог.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пӗррехинче, Ҫӗнӗ ҫул умӗн, амӑшӗ ӑна кӑмакара лартса пӗҫернӗ нимӗҫ пӑрҫи ҫитересшӗн пулчӗ.

Однажды под Новый год мама решила во что бы то ни стало заставить его съесть тарелку тушёных бобов.

Леннебергӑри Эмиль // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл Ленӑна эсӗ илсе каяс текен ҫӗрех илсе ҫитересшӗн…»

Он должен доставить Лену туда же, куда должен доставить её и ты…»

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Вӑл текех хӑй шухӑшне вӗҫне ҫитересшӗн тӑрӑшмарӗ, япалисене айккинелле илсе кайса хучӗ.

Он не настаивал больше на своем решении и отложил вещи в сторону.

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Эпӗ ав ҫавӑнта персе ҫитересшӗн пултӑм, — кулать алхасакан Маковей, аллипе тӳпенелле кӑтартса.

— Я хотел выстрелить вон туда, — смеясь, показывал озорник рукой в небо.

XXIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

— Пӗлтӗр эпӗ арифметикӑпа пит чаплах вӗренеймерӗм те, халӗ ӗнтӗ мӗн вӗренейменнине вӗренсе ҫитересшӗн.

— В прошлом году я неважно по арифметике учился, вот и хочу теперь наверстать.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех