Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитереймест (тĕпĕ: ҫитер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑ транспорт налукӗн 1,1 миллиард тенкӗлӗх калӑпӑшӗн (ку укҫа туллин Ҫул-йӗр фондне каять) 12% танлашкан ҫухату кӳрет — бюджет 143 миллион тенкӗ илсе ҫитереймест.

Куҫарса пулӑш

50% — сахал-и е нумай-и? // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/50-sahal-i-e-numay-i

Кунти каштасем тӑрӑх утма пулми-пулми ҫын хӑюлӑх ҫитереймест.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Акӑ, йывӑҫ тӑрринчи ҫимӗҫе татас тесе аллине тӑсать, анчах ҫитереймест.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хӑй мӗншӗн ҫуннине те чӑнласа пӗлсе ҫитереймест.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тӑшман тек малалла шума хӑват ҫитереймест, каялла ҫаврӑнать…

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Акӑ ӗнтӗ миҫемӗш ҫул вӑл пенси илме документсем пухса ҫитереймест.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Тепри хӑйӗн ачисене те ун пек пӑхма чун ӑшши ҫитереймест.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

(Турунов ют чӗлхери сӑмахсене час-часах персе хума юратать, анчах вӗсене ялан тенӗ пекех вырӑнлӑ калаймасть, тӗрӗс каласа ҫитереймест, — ҫакна эпе пӗркун хам та сиснӗччӗ).

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗр пӳлӗмлӗ хваттер хуҫи, пӗччен карчӑк, хӑй тӗллӗн пурӑнма вӑй ҫитереймест, ҫавна пӑхма килӗшнӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унта пӗр механизатор Варламов пек сарӑмсӑр вилет, ҫавӑн хыҫҫӑн унӑн арӑмӗпе хӗрӗ кирек мӗнле ҫанталӑкра та уйри синкерлӗ вырӑна виҫӗ ҫул хушши уйӑхра пӗрре пӗр сиктермесӗр ҫӳреҫҫӗ, пӗри — упӑшкине, тепри ашшӗне асӑнса чечек ҫыххи хураҫҫӗ, ҫавна кура хайхи механизатора инкек умӗн эрех ӗҫтернӗ ҫын тӳссе ҫитереймест: «Эпех айӑплӑ пуль ҫӗр ҫинче пӗр ырӑ ҫын вилнӗшӗн, ӑна эрех ӗҫтерес ҫукчӗ ҫавӑн чух», — тесе тӗрӗссипе каласа кӑтартать, ӗсӗклесе йӗрет.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хальлӗхе вӑл сире хӗнеме вӑй ҫитереймест.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ку тӗлӗшпе Улькка уйрӑмах ҫемҫе чунлӑ: кам та пулин ырланине-мухтанине, шухӑш-туйӑмне улӑштармасӑр лӑпкӑн тӑнлама чӑтӑм ҫитереймест.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Капла вӑл каялла, шӑллӗ патне, пӗр тумлам та илсе ҫитереймест.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тепӗр тесен, ӑнланса та ҫитереймест вӑл Владимир Сергеевича.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Эпӗ тӗрӗсех ҫырнине те пӗлет, анчах мана хӳтӗлеме вӑй-хал ҫитереймест.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Манӑн кӳршӗ Энтрей хӗрӗх сотӑй ҫинчен тӑват ҫӗр-пилӗк ҫӗр пӑт ҫӗрулми пуҫтарса илет, унтан пӗрре урлӑ пурӑнакан Палтай ҫав ҫӗр ҫинченех ҫӗр пӑта ҫитереймест.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӑрӑшать те ҫав, пурӗ пӗр турхана юраса ҫитереймест.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Уккан Микулай еннелле пӑхмалли урӑх сӑлтавсем те пур: Михапар арҫын ҫырлахтарсах ҫитереймест ӑна; ҫитменне Михапар кӗске турталлӑ ҫын, ним ҫук ҫӗртенех «нимӗр юрма» ӑста; Уккана пӗрмай хӗрача ҫуратан тесе ӳпкелешет…

У Укки есть свои причины оглядываться на Мигулая: Михабар не удовлетворяет ее как мужчина, к тому же он очень вспыльчив, ни с того ни с сего может сорваться и постоянно укоряет Укку, что та рожает одних девчонок…

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Медицина йӑнӑшӗсене суд кодексӗпе виҫме ҫук: пурне те пӗлсе ҫитереймест этем ӑсӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тӑлӑх арӑм хӑй тӗллӗн ҫӗнӗ пӳрт лартма вӑй ҫитереймест курӑнать, тахҫанхи упӑшки вара кӑна хӑйӗн ӗҫӗ тесе шутламасть.

Куҫарса пулӑш

9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех