Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитейместӗп (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ сана ӑнланса ҫитейместӗп, Алексей…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Эпӗ укӑлча хапхи патнех ҫитейместӗп.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эпӗ ҫак таранччен те пирӗн вӑхӑтра ҫавӑн пек юрату пулма пултарассине ӑнланса ҫитейместӗп кӑна.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унта шӑнкӑравлатӑп, шӑнкӑравласа ҫитейместӗп.

Куҫарса пулӑш

Каллех ҫӳп-ҫап // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61151

— Сан хӑвӑн юрру-ха, ӑна эп ӑнлансах ҫитейместӗп, — пирусне тарӑннӑн ӗме-ӗме ывӑлӗ ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхкаларӗ Илья Семенович.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ниепле те тӑна кӗрсе ҫитейместӗп

Куҫарса пулӑш

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Кӳкӗртпе краҫҫын-бензин вучӗ инкеке тенине пурте пӗлеҫҫӗ», теме те пултарӗ, анчах, ҫук, ниепле те хӑнӑхса ҫитейместӗп ҫакӑн йышши йывӑр синкер ҫинчен пӗлтерекен хыпарсене), кӑштахран ҫеҫ, ӑс-тӑн уяра ларсан, пӗрре ачасене шелленипе куҫӑм шывланчӗ, тепре ҫак инкекшӗн хамӑра, аслисене, ӑссӑн айӑп туса пуҫа пӑркаласа илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Ниепле те тӑна кӗрсе ҫитейместӗп, Леонид Сергеевич…

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашшӗ калать, карт ывӑлӗ Кӑрмӑшран таврӑннӑ чухне юлташӗ патне хӑнана кӗрсе юлчӗ тет, пӗр эрнесӗр ҫитейместӗп тесе каларӗ тет.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ниепле те хӑнӑхса ҫитейместӗп.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унта ах, кая юлтӑм пулас, халӑх саланиччен ҫитейместӗп ӗнтӗ тесе васкаса утмалли ҫук, пасар тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах пуҫланать те сӗм-тӗттӗм пуличченех тинӗс евӗр хумханса, кӗрлесе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эпӗ юраттарма мехел хӑтлаймастӑп, ҫавӑнпа та кӑмӑллӑ ӗҫ тумашкӑн часах вӗренсе ҫитейместӗп.

Я не могу вызывать любовь, и потому я не скоро еще научусь делать приятное.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Халӗ те тӑна кӗрсе ҫитейместӗп.

 — Все еще не могу опомниться.

XIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Аллигу, эпӗ халӗ те тӑна кӗрсе ҫитейместӗп, халӗ те палуба ҫинче чикеленетӗп пек, ман ҫинче вара штурвала вӗҫертес мар тесе Роз тертленет…

Я не могу опомниться, Аллигу, меня все еще как будто бросает о площадку, а надо мною Роз тщетно пытается удержать штурвал.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Тӑна кӗрсе ҫитейместӗп вӗт, — тет ӑна Иван Гора пӗрехмай.

Опомниться не могу, — повторял Иван Гора.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫавӑн чухлӗ шухӑшласа та ҫав тискер шуйттанӑн пуҫӗ мӗнле иккенне ӑнланса ҫитейместӗп эпӗ.

При всём этом я не мог представить — какой вид имеет голова чудовища.

Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.

Пуҫланнӑ тӗле ниепле те ҫитейместӗп.

До начала не обернешься.

VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Тарсан та ҫитес ҫӗре ҫитейместӗп эпӗ.

Да и не дойду я, пожалуй.

Тупа // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

— Пӗлсех ҫитейместӗп те, анчах манӑн та ҫавӑнтах каймалла пулас-ха.

— Та и мени вроде туда, я точно не знаю.

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Анчах Иван Иванович иккӗленнӗ, унӑн ӑшӗнче темле аван мар пулнӑ, вӑл: «Кадрсем! Икӗ эрне хушшинче кадрсене пӗлсе ҫитейместӗп ӗнтӗ эпӗ!» тесе шухӑшланӑ.

А Иван Иванович сомневался, что-то его скребло внутри, и он подумал: «Кадры! Не могу я за две недели узнать кадры».

2 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех