Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитеймест (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шухӑшлать-шухӑшлать Ҫимун, шухӑш вӗҫне тухса ҫитеймест.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хул-ҫурӑм тӗреклисен «йӗтри» чылай аякка вӗҫет, ырханнисен тата пӗчӗккисен — ҫур ҫырмана та ҫитеймест.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ирина Алексеевна, ман шутпа, хӑйӗн ӗҫри тивӗҫне ӑнлансах ҫитеймест.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫитеймест терӗн пуль!

Куҫарса пулӑш

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

Ҫич-сакӑр ҫулхи арҫын ача кӗнеке патнелле кармашать-кармашать, анчах алли ҫитеймест, кӗнекене илеймест.

Куҫарса пулӑш

Тавҫӑрулӑх // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 35–36 с.

Кам ҫакна ӑнланса илеймест — Ҫитес тенӗ ҫӗре ҫитеймест

Куҫарса пулӑш

Пӳрнепе тӗллесе // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 22 с.

Арсентьев калани тӗрӗсех пулчӗ: Иванов сирӗп секретарь мар, принциплӑх ҫитеймест унӑн.

Куҫарса пулӑш

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Нюрапа медсестра Машук мӗн каланине ӑнланса ҫитеймест вӑл.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑшман ун патне килмест — ҫитеймест, Пуля вӗҫеймест, ҫулӑма ҫумӑр сӳнтерет.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ял кӗтӗвӗ Сӑхӑт тӑрӑх ҫӳресе тӑранса ҫитеймест.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кунта Атлантика океанӗнчен вӗрекен ҫил ҫитеймест; ҫитменнине тата Азин ҫурҫӗрти хӗррисем патӗнче Пӑрлӑ океан выртать, вӑл океанта ҫулла та пӑрсем ишсе ҫӳреҫҫӗ.

Сюда не доносится ветер с Атлантического океана; северные же берега Азии омываются Ледовитым океаном, где и летом плавают льды.

Климат // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кун пек каланине илтсен Пӗчӗк принц чечек пирки ҫапла шутласа илчӗ: «Тен, ӑна кӑштах сӑпайлӑх ҫитеймест, апла пулин те унӑн илемӗ чуна тыткӑнлать».

Маленький принц, конечно, догадался, что удивительная гостья не страдает избытком скромности, зато она была так прекрасна, что дух захватывало!

VIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫӗр ӑшӑнса ҫитеймест, вӑрӑм каҫра хытӑ сивӗнет.

Земля не успевает нагреться, а за длинную ночь сильно остывает.

Ҫанталӑк ҫинчен мӗн пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Арӑмӗ ҫак тарана ҫитсе та унпа пӗрле апат ҫиме хӑнӑхса ҫитеймест.

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Аслӑраххисенчен патак лексен айккинелле тараттӑмӑр та кӳрентерекенсене юнаса кӑшкӑраттӑмӑр — тем калама та пулать, халь тин пурпӗр хӑваласа ҫитеймест

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

…Май уйӑхӗн вӗҫӗнче эпӗ 300 тенкӗ ыйтрӑм, костюм илесшӗн те — укҫа ҫитеймест, терӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Туртать-туртать вӗренне — витре ҫӑлтан ҫаплах хӑпарса ҫитеймест.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Аптрамасть пуль терӗм, анчах сана ҫитеймест, Володя, ҫук, ҫитеймест, — арҫынна ыталаса илчӗ Ира.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Анчах Укаслу сасси леш ҫырана ҫитеймест, таҫта кайса ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Вырӑс турри тавӑрма пӗлмест, вӑл пӗччен, ун ҫилли кашни ҫыннах ҫитеймест.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех