Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫирӗплетрӗ (тĕпĕ: ҫирӗплет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Спорт министрӗ Василий Петров шучӗпе 42-мӗш чупу Чӑваш Енре яланхилле лайӑх иртнине ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Парӑмсем чӑрмав кӳреҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/paramsem-charmav-kyrecce

Строительство министрӗ Михаил Коледа федераци пулӑшӑвӗпе усӑ курса улӑштармалли лифтсен шутне чылай пысӑклатма май килнине ҫирӗплетрӗ — ҫӗнӗ 471 лифт пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Парӑмсем чӑрмав кӳреҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/paramsem-charmav-kyrecce

Чӑваш Ен Спорт министерстви, цифрӑлас ӗҫ шайӗпе пӗлтӗр Раҫҫейре пӗрремӗш вырӑна тухнӑскер, кӑҫал ҫавна тепӗр хут ҫирӗплетрӗ тата физкультурӑпа массӑллӑ спорт сферине цифрӑлас тӗлӗшпе регионти чи лайӑх управлени органӗ пулса тӑчӗ.

Минспорт Чувашии, вырвавшись в 2022 году на первое место в России по уровню цифровизации, в 2023 году подтвердил это первенство и признан лучшим региональным органом управления в сфере цифровизации физической культуры и массового спорта.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Министр пайӑррӑн ҫирӗплетрӗ: асӑннӑ мерӑсене пурнӑҫлама кирлӗ укҫана республика бюджетне туллин хывса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

70,5 пин ҫыннӑн шалӑвӗ пысӑкланӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/705-pin-cynnan-s ... -pysaklane

Министрсен Кабинечӗ юнкун ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пынипе иртнӗ ларура кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен республикӑн патшалӑх учрежденийӗсен ӗҫченӗсен шалӑвӗ пысӑкланассине ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

70,5 пин ҫыннӑн шалӑвӗ пысӑкланӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/705-pin-cynnan-s ... -pysaklane

Вӗсемпе паллаштарнӑ май транспорт министрӗ Максим Петров темиҫе маршрута йӗркелесе тӑракан тарифсем ҫине куҫарассине ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Троллейбуссем хуласене ҫыхӑнтарӗҫ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/trolleybussem-hu ... cyhantarec

Олег Алексеевич ҫак канашлура палӑртнӑ кӑмӑлсӑр тӗслӗхсем айсбергӑн курӑнакан пайӗ кӑна пулнине те тавҫӑрать, ҫавна май ҫак эрнере муниципалитетсен пӗтӗмлетӗвӗсене пухса, вӗсене хак парса тивӗҫлӗ йышӑну тума хатӗррине ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Спорт министрӗ Василий Петров уяв-кану кунӗсем спорт мероприятийӗсемпе пуян пулассине ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

Светлана Анатольевна Пушкин карттипе усӑ курас тӗлӗшпе республика ҫӗршыв шайӗнчи лидерсен йышӗнче пулнине ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура вӑл пӗтӗмӗшле илсен ку енӗпе ӗҫсем япӑх маррине ҫирӗплетрӗ, ҫапах ҫулталӑкӑн юлнӑ юлашки кунӗсемпе федераци тытӑмӗсемпе тумалли килӗшӳсене алӑ пусассине вӗҫлемешкӗн туллин усӑ урмалли ҫинчен асӑрхаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

Тепӗр хут ҫирӗплетрӗ вӑл хӑйӗн шухӑшне: ялта та ҫирӗп йӗрке пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Степа, ку хут ҫинче господин Янашов хӑн мунчине хӑй вут тивертни ҫинчен ҫирӗплетрӗ, — терӗ те Богданов хут татӑкне Ҫтаппана тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Шапаҫ! — ҫирӗплетрӗ Емелька.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫапла… — ҫирӗплетрӗ Кӗтерук.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Куртӑр-и, пушар акӑ ӑҫтан тухнӑ? — малтанхи шухӑшне ҫирӗплетрӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Иккӗшӗ ҫеҫчӗ, — ҫирӗплетрӗ Дуся.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Мероприятисене 100% ытла пурнӑҫлӑпӑр, укҫан 99% усӑ курӑпӑр — кӑштах перекет пулӗ», — ҫулталӑка ӑнӑҫлӑ вӗҫлессине ҫирӗплетрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫулталӑка ӳсӗмлӗ вӗҫлетпӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cultalaka-usemle-vecletper

Дмитрий Иванович республикӑра инфляци 6,2% танлашнине ҫирӗплетрӗ — Раҫҫей шайӗнчи кӑтартуран /6,6%/ пӗчӗкрех.

Куҫарса пулӑш

Ҫулталӑка ӳсӗмлӗ вӗҫлетпӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cultalaka-usemle-vecletper

Пухнӑ укҫа виҫине иртнӗ ҫулсемпе танлаштарса хакларӗ те — ачасене пулӑшасси ҫуллен вӑй илсе пынине ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем — тӗп спонсорсем // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cynsem-tep-sponsorsem

Комитет ертӳҫи Моляков пек аксакалсем валли урӑх награда пулассине ҫирӗплетрӗ — тивӗҫлӗ саккун проектне хатӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Награда паттӑрсене тупӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/nagrada-pattarsene-tupe

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех