Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫирӗплетмелли (тĕпĕ: ҫирӗплет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Газовик» вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекса (ФОК, ВХКСҪК) 2011 ҫулта Газпром укҫи-тенкипе усӑ курса туса лартнӑ.

ФОК «Газовик» — построен в 2011 году на средства Газпрома.

Нюксеница // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 1%86%D0%B0

Пассажирсем тенӗрен, Ҫырура Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинчи маршрутсем ҫинче пӗрлехи тариф ҫирӗплетмелли ҫинчен сӑмах пулнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

Акӑ ҫапла майпа 2021 ҫулта Исетерккӗ ялӗнчи Ҫӗнтерӳ 30 ҫул тултарнин тата Алексеевсен урамӗсене сыпӑнтаракан урам ҫулне вак чул сарса хытарма тата Отарккӑри Лесная урамра вӑй-хала ҫирӗплетмелли тренажерсем вырнаҫтарма май килнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

1. Географи карттине пӗлессине ҫирӗплетмелли ӗҫсен системине йӗркине сарса панӑ.

1. Последовательно развернута система работ для закрепления знания географической карты.

Географи. Пуҫламӑш шкулӑн 4-мӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке. 2-мӗш пай // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫак нимпе танлаштарайми сывлӑх шкулӗ сахӑр диабечӗллӗ пациентсемшӗн «Демографи» наци проекчӗн общество сывлӑхне ҫирӗплетмелли программа шайӗнче йӗркеленсе ӗҫлет.

Эта уникальная школа здоровья для пациентов с сахарным диабетом создана и действует в рамках программы по укреплению общественного здоровья национального проекта «Демография».

Уфари 18-мӗш больницӑра диабетпа чирлисем валли шкул ӗҫлет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... et-3375024

«Кӗтне» ФСК территорийӗнчех пӗчӗк ачасене вылямалли, сывлӑхне ҫирӗплетмелли площадка ӗҫлеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки – куллен-кун чи кирли // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d1%81%d1%8 ... %80%d0%bb/

«Шурӑ чулсем» сывлӑха ҫирӗплетмелли кану центрӗнче «Губернатор лагерьне» йӗркелессине 2022 ҫулта Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗпе И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ тата «Артек» центр пӗр-пӗринпе туслӑн килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен тунӑ килӗшӳре ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Губернатор лагерӗн» пӗрремӗш сезонне Чӑваш Енре ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/15/gube ... avash-enre

Палӑртса хӑваратпӑр, «Росинка» тата «Вӑрман юмахӗ» сывлӑха ҫирӗплетмелли физкультурӑпа спорт центрӗсенче проекта 2024 ҫулта туллин пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Губернатор лагерӗн» пӗрремӗш сезонне Чӑваш Енре ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/15/gube ... avash-enre

«Шурӑ чулсем» спортпа сывлӑха ҫирӗплетмелли центрта ачасен канӑвӗ усӑллӑ ирттӗр тесе виҫӗ темӑпа ятарлӑ сменӑсем йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

«Губернатор лагерӗн» пӗрремӗш сезонне Чӑваш Енре ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/15/gube ... avash-enre

«Шурӑ чулсем» физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли центрта пӗрремӗш сменӑна ҫӳрекенсемпе республика ертӳлӗхӗ уҫӑ калаҫу ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Регион Пуҫлӑхӗ чӑваш чӗлхин пилотлӑ калаҫу клубне йӗркелес шухӑша ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/16/regi ... alacu-klub

Президентсем ҫавӑн пекех суту-илӳпе экономика тата инвестици ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетмелли акцентпа икӗ ҫӗршыва пӗрлештерессине сӳтсе явнӑ.

Президенты также обсудили сотрудничество двух стран с акцентом на укрепление торгово-экономических и инвестиционных связей.

Путин ЮАР президенчӗпе Рамафосапа телефонпа калаҫнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... -n-3378798

Сывлӑха ҫирӗплетмелли, пултарулӑха аталантармалли, культура пуянлӑхӗпе паллаштармалли, умри тӗллевсене пурнӑҫламалли чи меллӗ вӑхӑт вӗренекенсемшӗн.

Куҫарса пулӑш

Шкул лагерӗнче пурнӑҫ савӑк // Елена ИВАНОВА. http://alikovopress.ru/shkul-lagerenche- ... savak.html

Сире кӑҫалхи ҫу кунӗсенче кану тата сывлӑха ҫирӗплетмелли 315 организаци хапӑл туса кӗтсе илӗ: шкул ҫумӗнчи 289 лагерь, халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен 10 организаци, хула тулашӗнчи 16 стационарлӑ лагерь.

Для вас этим летом распахнут свои двери 315 организаций отдыха и оздоровления: 289 пришкольных лагерей, 10 организаций социального обслуживания населения, 16 стационарных загородных лагерей.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлани // Олег Николаев. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/01/chva ... hasene-hut

Ҫавӑн пекех депутат шур халат тӑхӑнма хатӗрленекенсене пӗлӳ илнӗ вахӑтрах вӑл е ку сыватмӑш ҫине ҫирӗплетмелли, аслӑ пӗлӳ хыҫҫӑн ҫамрӑк специалистӑн унта сахалтан та 3 ҫул ӗҫлемелли йӗркене каялла тавӑрас ыйтупа та ӗҫлессине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE

Ҫуллахи кану тата сывлӑха ҫирӗплетмелли ача-пӑча лагерӗсем июлӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шыва палӑртнӑ вырӑнсенче ҫеҫ кӗмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%88%d1%8 ... %bb%d0%b5/

Александр Николаевичпа Василий Владимирович унти ӗҫ-хӗлпе паллашрӗҫ, юсав вӗҫленсен ял ҫыннисен сывлӑхне ҫирӗплетмелли меллӗ вырӑн пуласса палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кун йӗркинче — пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Ҫулӑва Герасим Федотович ҫавана авӑр ҫумне ункӑлатса ҫирӗплетмелли чӗмрен хӑйра ҫинче яката-яката ӑсталанӑччӗ, ӑвӑна юман кӑмпипе вӗри шывра ислентерсе тунӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Организма ҫирӗплетмелли курс витӗр тухма ӑнӑҫлӑ эрне.

Наступило хорошее время, чтобы пройти курс оздоровления организма.

16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хутшӑнусене официаллӑ майпа ҫирӗплетмелли ӑнӑҫлӑ эрне.

Удачное время для официального оформления отношений.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Аристотель ҫӗр ҫинче чӗрчунсем хӑйӑссӗн пулса кайма пултараҫҫӗ тесе ҫырнӑ, ҫакна ҫынсем (ӑслӑ, лайӑх вӗреннӗ ҫынсем) пин ҫул ытла ӗненсе пурӑннӑ, ҫак теорие ҫирӗплетмелли опытсем те лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӗлкесем ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1266

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех