Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халӗ, курӑк е ҫырла ҫинӗҫемӗн хырӑмӗ унӑн ытларах та ытларах выҫрӗ.
Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл ҫӑмарта хӑпартнинчен ҫиме пуҫларӗ, унтан эрехне сыпрӗ, кӑмпине ҫырткаларӗ, унтан каллех тепӗр черкке эрех сыпрӗ, — ҫинӗҫемӗн унӑн чӑтма ҫук ҫиесси килсе кайрӗ, турилккесем ҫинче мӗн пуррине пӗтӗмпех ҫисе янӑ пулсан та, студеньпе ветчина та ӑшне кайтараймарӗ.
XXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫула май эпир кӑмпасем пуҫтаркаласа ҫиме пуҫларӑмӑр, анчах ҫинӗҫемӗн йӗклентерме тытӑнчӗ.
Вуту юханшывӗ хӗрринче выҫӑпа аптрани // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 45–57 с.
Ҫинӗҫемӗн касса пыраҫҫӗ.
Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Касса илнӗ татӑкран ҫеҫ ҫинӗҫемӗн сӳсе пымалла.
Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ҫинӗҫемӗн тата ытларах ҫиесси килчӗ унӑн.
II. Палламан ҫын // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
2. Вӑл Ҫӳлти Турӑ Ҫуртӗнче сӑмах пуҫарӗ, хӑйне Унӑн ҫарӗ умӗнче чапа кӑларса калаҫӗ: 3. «эпӗ Ҫӳлти Турӑ ҫӑварӗнчен тухрӑм, пӗтӗм ҫӗре пӗлӗт евӗр хупӑрларӑм; 4. ҫӳле кӗлӗ чатӑрӗ лартрӑм, манӑн аслӑ пуканӑм — пӗлӗт юпа ҫинче; 5. пӗр эпӗ тӳпе йӗри-тавра ҫаврӑнтӑм, ҫӗр тӗпне анса ҫӳрерӗм; 6. тинӗс хумӗсем хушшинче те, пӗтӗм ҫӗр талккӑшӗпе те, пур халӑх-ӑру хушшинче те пуҫ пултӑм: 7. эпӗ вӗсем хушшинче пур ҫӗрте те канӑҫлӑх шырарӑм, хӑшӗн ҫӗрӗнче вырӑнаҫам-ши, терӗм. 8. Вара пурне те Тӑваканӗ мана ҫапла хушрӗ, хама Пултараканӗ мана канӑҫлӑ вырӑн кӑтартрӗ те каларӗ: 9. Иаков хушшине кӗлӗ чатӑрӗ туса ларт, Израиль хушшине вырӑнаҫ, терӗ. 10. Вӑл мана пур ӗмӗртен малтан пултарнӑ, эпӗ ӗмӗрне те пӗтес ҫук. 11. Эпӗ Унӑн умӗнче сӑваплӑ кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑтӑм, ҫапла Сион тӑвӗ ҫине вырӑнаҫрӑм. 12. Вӑл мана Хӑйӗн юратнӑ хулинче те канӑҫлӑх пачӗ, эпӗ Иерусалим хулинче пуҫ пултӑм. 13. Ӗнтӗ мухтавлӑ халӑх хушшинче, Ҫӳлхуҫа еткерлӗхӗнче тымар ятӑм. 14. Ливан ҫинчи кедр йывӑҫӗ пек, Ермон тӑвӗ ҫинчи кипарис йывӑҫӗ пек ҫӗклентӗм; 15. Енгаддири пальма йывӑҫӗ пек, Иерихон хулинчи кӗлчечек тӗмӗсем пек ешертӗм; 16. айлӑмри илемлӗ ҫу йывӑҫӗ пек, платан йывӑҫӗ пек ҫӗклентӗм. 17. Корица пек, аспалаф пек, тутлӑ шӑршӑ сартӑм, чи паха смирна пек, ырӑ шӑршӑ варкӑштартӑм, 18. эпӗ — халвани пек, оникспала стакти пек, кӗлӗ чатӑрӗнчи латӑн шӑрши пек. 19. Эпӗ, теревинф йывӑҫӗ пек, турат сарса ларатӑп, манӑн туратӑмсем — мухтавпала тивлет турачӗсем. 20. Эпӗ — тивлет ӳстерекен иҫӗм йывӑҫӗ, манӑн чечекӗмсем — мухтавпала тулӑхлӑх ҫимӗҫӗсем. 21. Эй манпа пулас теекенсем, килӗр ман патӑма, манӑн ҫимӗҫӗмпе тӑранӑр: 22. мана аса илни пылтан та тутлӑрах, манпа хутшӑнни шерпетрен те симлӗрех. 23. Мана ҫиекенсен ҫинӗҫемӗн ҫиесси килӗ, мана ӗҫекенсен ӗҫнӗҫемӗн ӗҫесси килӗ. 24. Мана итлекенсем намӑс курмӗҫ, манпа пӗрле ӗҫлекенсем ҫылӑх тумӗҫ».
Сир 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1