Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗмелли пӗр алӑк тӑррине ҫапла ҫырнӑ: «Арҫын пурнӑҫӗн хӑйне евӗрлӗхӗсем», теприн ҫинче: «Тӗрлӗлӗхри кирлӗлӗхсем», виҫҫӗмӗшӗ ҫинче: «Еткерлӗх», тӑваттӑмӗшӗ ҫинче: «Темперамент» тата малалла та; кашни алӑк тӑрринчех — чее, йӑпанӑҫ сӑмахсем.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.
«Травиатӑпа» «Стелла» ҫинче, «Абрагам Репп» ҫинче, «Рекорд» ҫинче пултӑм.Побыл на «Травиате», на «Стелле», на «Абрагаме Репп», на «Рекорде».
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.
Унӑн труби ҫинче хӗрлӗ пусма татӑкӗ вӗлкӗшет, умӗнче те, аякӗсем ҫинче те, картлашкисем ҫинче те рабочисем тӑраҫҫӗ, вёсем аллисемпе, ҫӗлӗкӗсемпе хавассӑн сулкалаҫҫӗ.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Мӗншӗн тесен унӑн пуҫӗ ҫинче те, куҫӗ ҫинче те, сӑмси ҫинче те ҫуллӑ чуста, ҫӑварӗ те чустапах хупланнӑ.Потому что у него и глаза, и рот, и нос были густо залеплены жирным тестом для пальтов.
Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Кимӗ ҫинче пулнӑ юлташсенчен чул сӑрт ҫинче ҫӑлӑнма ӗмӗтленнисене е карап ҫинче юлнисене мӗн пулнине пӗлместӗп.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Пӗрин ҫинче — ҫар брюкипе ялти ахаль пиншак, теприн ҫинче — китель, пуҫӗнче картуз, виҫҫӗмӗшӗ ҫинче — погонсене хывнӑ красноармеец гимнастерки.
«Пауль Pиберт» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Чемодан ҫинче, пӗр купа пулса выртнӑ пупӑн укҫисем ҫинче, диван ҫинчен пӗр пус юлмиех чемодан ҫине куҫса выртнӑскерсем ҫинче, ним юлмиех выляса янӑ земецӑн лӳчӗркеннӗ хут укҫи каҫӑрӑлса выртать: халӗ ӗнтӗ банкӑра икҫӗр тенкӗ ытла укҫа пуҫтарӑнчӗ.
ХХIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Роменра та пулнӑ, Симбирска та кайса курнӑ — илемлӗ хула, ылттӑн тӑрӑллӑ Мускавра та пулнӑ; тулӑх Ока ҫинче те, кӑвак Цна ҫинче те, кӑвак аннем Атӑл ҫинче те пулнӑ; нумай ҫын курнӑ, ырӑ хресченсене те курнӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ хуласенче те пулнӑ…
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Вӗсен ҫинче пӗрин ҫинче те ылттӑн ҫук; ылттӑнӗ кунта хӗҫ тыткӑҫӗсемпе вӗсен йӗннисем ҫинче ҫеҫ ялтӑртаткаласа илет.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вал пире ни Диепр ҫинче, ни Припять ҫинче, ни Днестр ҫинче тытса чараймарӗ — кунта та тытса чарас ҫук.Не смог задержать он нас ни на Днепре, ни на Припяти, ни на Днестре — не задержит и здесь.
Карпат ҫине похода! // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Кунта та тусанӑн хулӑн сийӗ: Магр майра патша статуйи ҫинче, картлашкасем ҫинче, тӗрлӗ япала ванчӑкӗ-татки ҫинче.Здесь тоже лежала пыль, — на статуе царицы Магр, на ступенях, на обломках утвари.
Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Куҫҫульпе йӗпеннӗ карточка ҫинче — ҫар тумӗллӗ Гусев, — пустав шлем, кӑкӑрӗ ҫинче — пиҫиххи, пӗр алли — шашка тыткӑчӗ ҫинче, тепринче — револьвер, хыҫалта вара — сирпӗнекен гранатӑсем; ҫырса алӑ пуснӑ:
Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Хитре куҫӗсем, тӗксӗмленнӗ сарӑ стенасем тӑрӑх аташса ҫӳренӗ хушӑра, ман пит ҫинче тата пуҫ вӗҫӗнчи табуретка ҫинче ларакан хӗрӗн пӗчӗк аллисем ҫинче чарӑна-чарӑна тӑратчӗҫ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Стена ҫинче ТЭЖЭ супӑнь катӑкне ӳкернӗ темӗн пысӑкӑш плакат-реклама ҫакӑнса тӑрать, ун ҫине: «Ҫак супӑне кашни хаклать, ҫак супӑнь шеп кӑпӑкланать», тесе ҫырнӑ; ҫавӑнтах пушарсене хирӗҫ плакат пур: «Ачасене вутпа выляма ан парӑр»; арӑмӗпе упӑшкин пысӑк портречӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсене «пятиминуткӑран» темле иртен-ҫӳрен фотограф пысӑклатса, иккӗшне те палламалла мар сӑрласа пӗтернӗ; стенасем ҫинче те, чӳречесем ҫинче те тӗрлӗ тӗслӗ хутсене касса тунӑ лентӑсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ — сарлакисем те, ансӑррисем те, — лентӑсем, лентӑсем, лентӑсем темӗн чухлӗ, карусель ҫинчи пек.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
— Святой сывлӑшӗн ҫӑлкуҫӗсене кам ытларах пӑтратнине пӗр турӑ ҫеҫ пӗлет, тен, вӑл сирӗн ҫылӑх пулӗ; кӗнеке ҫинчи ларакансем — хут ҫинче ларакан ҫынсем, а эпӗ кӗнеке ҫинче, хут ҫинче ларакан мар, эпӗ — простой, чӗрӗ ҫын…
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑш чухне эпӗ вӑл тӗкӗр умӗнче, лутра кресла ҫинче ҫӳҫне тураса ларнӑ ҫӗре кӗреттӗм; ҫӳҫӗ вӗҫӗсем унӑн чӗр ҫинче, кресла айӑккисем ҫинче выртатчӗҫ, кресла хыҫӗпе ҫӗре ҫитиччен тенӗпе пӗрех усӑнса тӑратчӗҫ, — унӑн ҫӳҫӗ кукамайӑн ҫӳҫӗ пекех, вӑрӑм та ҫӑраччӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Лакпа сӑрланӑ пек йӑлтӑртатакан хытӑ ҫулҫӑллӑ, пысӑк турилкке евӗрлӗ шурӑ чечеклӗ магнолисем; йывӑр сапакӗсене усӑнтарса ӳсекен виноградпа эрешлентерсе тунӑ беседкӑсем; ҫутӑ хупӑллӑ тата питех те лапсӑркка ӳсекен ватӑ пысӑк платансем; табак плантацийӗсем, пӗчӗк юханшывсем, шыв сиккисем, пур ҫӗрте те — клумбӑсем ҫинче, картасем ҫинче, дачӑсен хӳмисем ҫинче — ӳсекен чечек те ырӑ шӑршӑллӑ розӑсем — ҫавсем пурте хӑйсен чечекленекен илемлӗхӗпе ачан айван чунне вӗҫӗ-хӗррисӗр тӗлӗнтереҫҫӗ.
II // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Акӑ кӑмака ҫумӗнчи выртмалли вырӑн, ун ҫинче утюг, хулӑн хытӑ хутран тунӑ катӑк сӑмсаллӑ пукане, пӗчӗк лаххан, ала ҫумалли чӑм лараҫҫӗ; акӑ чӳрече, ун ҫинче хура ӑвӑс татӑкӗ, пурҫӑн ҫип ҫӑмхи, пӗр вӗҫӗнчен ҫыртса илнӗ симӗс хӑяр, канфет коробки ним йӗркесӗр сапаланса выртаҫҫӗ, акӑ пысӑк хӗрле сӗтел, ун ҫинче, ҫӗлемелли япала урлӑ, йӗри-тавра ҫитсапа ҫӗлесе ҫаврӑннӑ кирпӗч выртать, ку сӗтел хушшинче вӑл ларать, хӑй эпӗ юратакан кӗрен пир кӗпине тӑхӑннӑ, мана уйрӑмах илӗртекен виҫ кӗтеслӗ сенкер тутӑрне ҫыхнӑ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Нумай ӳкерчӗксем ҫинче эпир Корольпе иксӗмӗр пӗр ҫулҫӳревҫӗн кӗлеткинех, пӗр сӑнах куратпӑр: пӗр ӳкерчӗксем ҫинче вӑл ҫамрӑк-ха, теприн ҫинче — кӑшт аслӑрах курӑнать; акӑ тата ҫӳлӗ ҫамки ҫинчи ҫӳҫӗсем кӑштах кӑвакарма тытӑннӑ, пӗркеленчӗксем палӑраҫҫӗ.
34 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Лондон час-часах хӑнӑхнӑ вырӑнсене пӑрахса кайнӑ: Япони ҫыранӗсем хӗрринче тата Беринг тинӗсӗ ҫинче, промысла шхуни ҫинче матрос пулса ишнӗ, инҫетри Колондайкри ылттӑн ҫӗрӗсем ҫинче те пулкаласа куркаланӑ.
Джек Лондон // А. Роскин. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 3–5 с.