Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫинипе (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апат ҫинипе хваттершӗн тытса юлнине шутламасӑр крючниксем кунне пӗрер тенкӗрен кая ӗҫлесе тупмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйсем эрнеренпе ҫӑкӑрсӑр, серте яшки ҫине кӑшт ҫӑнӑх лӑкаса ҫинипе ҫеҫ тӑранса пурӑнни ҫинчен тата ӗнер юлашки ҫӑнӑхӗ те пӗтни ҫинчен уҫҫӑн каласа пама ҫӑмӑлах мар Анука, ку вара упӑшкипе хуняшшӗ ятне ашшӗ-амӑшӗ умӗнче, пуринчен ытла ашшӗ умӗнче, намӑса кӗртни пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Варвитти — темиҫе кун выҫӑ пурӑннӑ хыҫҫӑн какай нумай ҫинипе пуҫланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Таҫта та мӑкӑльтетсе ҫӳрерӗ санӑн курӑннӑ-курӑнман кӗлеткӳ: вӑрҫӑ вут-ҫулӑмӗнче, Алтай крайӗнчи тӑп-тӑрӑ шывлӑ Повалиха ҫырми ҫаврӑнса юхнӑ ҫӗрте, лашасем кӗҫеннипе-тулхӑрнипе, кӑмӑрт-кӑмӑрт курӑк ҫинипе янӑраса тӑракан улӑхра, Кӗҫӗн Пӑла хӗрринчи курнасен тӗтӗмӗнче…

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Рехетленсе чаплаттарса ҫинипе Эдикӗн хӑйӗн хӑлхисем вылянса кӑна тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Ӗнтӗ вӗсене пӗтерекен хуртсемпе кайӑксем, имҫамлӑ хуртсене ҫинипе, нумайӑшӗ пӗтнӗпе пӗрех.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

«Пӗлеймерӗм пулмалла, — шутларӗ ҫул кӑтартакан ирҫе чунтан ӳкӗнсе, мӗн те пулин ыйтмаллаччӗ манӑн воеводӑран, тутлӑ апат ҫинипе ҫеҫ ҫырлахмалла марччӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрре ҫинипе ӗмӗр пурӑнма ҫук.

Да, поев один раз, всю жизнь сыт не будешь.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Килте ҫаралла ҫинипе кӑкӑра хӗрттерет текен паранкӑ уҫӑ сывлӑшра пылтан тутлӑ..

а она на свежем воздухе да с поджаристой корочкой кажется слаще меда!

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсем пӗве кӗнӗ хӗрӗсемпе авлантармалла пулнӑ ывӑлӗсем ҫинчен, сӑмсисене шӑлайман ачи-пӑчипе килти кайӑк-кӗшӗкӗ ҫинчен, хӗл каҫиччен миҫе хутӑр ҫип арланипе миҫе тӑрӑх пир тӗртни ҫинчен, хӑнана кайсан мӗнле ӗҫсе ҫинипе кампа урлӑ пулни, кампа туслашни ҫинчен, ҫӑва тухнӑранпа чӑххисем миҫе ҫӑмарта тунипе миҫе чӗп кӑларни ҫинчен — пурин ҫинчен те тӑрӑшса кала-кала кӑтартрӗҫ, кӳршисем вӗҫмӗсӗр пакӑлтатнине те тӳсӗмлӗн итлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ай, тур, ҫав тери илемсӗр-ҫке ку тӗве, — те хӗрхенсе, те халь кӑна ун какайне ҫинипе тарӑхса, хыттӑнах каларӗ Ырзем.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Апат мӗнле ҫинипе, ура мӗнле сипленсе пынипе интересленет.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Садсенче пӗрмай тутлӑ шӑршӑ тӑрать, унта хурт ҫинипе тата ҫил силленипе ӳкнӗ сарӑ та хӗрлӗ панулмисене пуҫтарса ачасем янтӑраҫҫӗ.

Острый запах окутал сады, там гомонили дети, собирая червобоину и сбитые ветром жёлтые и розовые яблоки.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Вӑл ним ҫинчен шухӑшламасӑрах алӑк патнелле кайрӗ, анчах прислугине пулӑ ҫинипе чирленӗ пирки больницӑна ӑсатнине аса илчӗ те, чарӑнса тӑчӗ.

Он рассеянно пошел к двери, но остановился, вспомнив, что прислуга объелась рыбой и ее отправили в больницу.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Галкина тенӗ хӗрарӑм ҫамрӑк чухне оперӑра хористка пулнӑ, юрӑсене вӑл аванах хаклама пӗлнӗ, ҫакна пула час-часах унӑн сӗмсӗр куҫӗсенчен ӗҫкӗпе тата нумай ҫинипе тӑртанса кӑвакарнӑ питҫӑмартийӗсем ҫине вӗтӗ куҫҫулӗсем юхса анатчӗҫ, вӗсене вӑл питҫӑмарти тӑрӑх самӑр пӳрнисемпе сӑтӑрса антаратчӗ те, кайран пӳрнисене вараланчӑк тутӑрпа шӑлса типӗтетчӗ.

Баба Галкина в молодости была хористкой оперы, она понимала толк в песнях, и нередко из её нахальных глаз на пухлые, сизые щёки пьяницы и обжоры обильно катились мелкие слезинки, она сгоняла их с кожи щёк жирными пальцами и потом тщательно вытирала пальцы грязным платочком.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Алӑк патне ӗне пычӗ, вӑл икӗ хутчен хыттӑн сывларӗ; йытӑ ӑна хирӗҫ тивӗҫлипе хӑрлатса илчӗ; юнашарах сысна нӑриклетсе иртсе кайрӗ; таҫта ҫывӑхра лаша утӑ ҫинипе тулхӑрма тытӑнчӗ те… юлашкинчен эпӗ тӗлӗрсе кайрӑм.

Корова подошла к двери, шумно дохнула раза два; собака с достоинством на нее зарычала; свинья прошла мимо, задумчиво хрюкая; лошадь где-то в близости стала жевать сено и фыркать… я наконец задремал.

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

Чӑнах та, сенкер пуставӗ, хӗвел ҫинипе, тӗксӗмленсе сарӑхма пуҫлать те, сюртук пӗр тӗслӗ пулать-тӑрать, анчах акӑ мӗнтен тӗлӗнмелле: Антон Прокофьевич пустав тумтирне ҫулла тӑхӑнма юратать, хӗлле вара нанкран ҫӗлетнине тӑхӑнса ҫӳрет.

И точно: голубое сукно от действия солнца начало обращаться в коричневое и теперь совершенно подходит под цвет сюртука! Но вот что странно: что Антон Прокофьевич имеет обыкновение суконное платье носить летом, а нанковое зимою.

VI сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Унччен вӑл, яланах чи малтан виттине кӗрсе тухатчӗ, кӗсри утӑ ҫинипе ҫименнине пӑхатчӗ (Иван Ивановичӑн кӗсри хӑла, хушка ҫамкаллӑ. Питӗ элчӗ лаша. ); унтан кӑрккисене апат паратчӗ, унтан сысни ҫурисене хӑй аллинчен апат ҫитеретчӗ, вара тин пӳртне кӗретчӗ те е, йывӑҫ каскаласа, савӑт-сапа тума тытӑнатчӗ (йывӑҫран тӗрлӗ япаласем тума ӑста вӑл, токарьсенчен кая мар тӑвать), с Любий, Гарий тата Попов типографийӗнче ҫапӑнса тухнӑ кӗнекене вулама ларатчӗ (ҫав кӗнекен ятне Иван Иванович астумасть, мӗншӗн тесен Гапка тахҫанах ун питне вӑтӑрса илнӗ те ачине выляма панӑ пулнӑ), е тата аслӑк айӗнче канса выртатчӗ.

Он, бывало, прежде всего зайдет в конюшню посмотреть, ест ли кобылка сено (у Ивана Ивановича кобылка саврасая, с лысинкой на лбу; хорошая очень лошадка); потом покормит индеек и поросенков из своих рук и тогда уже идет в покои, где или делает деревянную посуду (он очень искусно, не хуже токаря, умеет выделывать разные вещи из дерева), или читает книжку, печатанную у Любия Гария и Попова (названия ее Иван Иванович не помнит, потому что девка уже очень давно оторвала верхнюю часть заглавного листка, забавляя дитя), или же отдыхает под навесом.

III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Вар тӗпӗнче кукӑр-макӑр ҫурӑксем тӑсӑлса выртаҫҫӗ, сӗвекӗсенче кӑна сайра курӑк ӳсет, аяларах вара шыв ҫинипе пулса тӑнӑ картлашкасем пур.

На дне змеятся трещины, по откосам только сверху растет редкая трава, а ниже ступеньками падают обрывистые подмывы.

Паллашӑр, тархасшӑн! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Нумаях иккӗленсе тӑмасть вӑл: пӗрне малтан, тепӗрне кайран ҫинипе мӗн пулать вара?

Колебания длятся недолго: какая разница, что сначала, а что потом?

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех