Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫимӗҫӗн (тĕпĕ: ҫимӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсене, уйрӑмах каччӑсене, «ҫиме чарнӑ ҫимӗҫӗн пылакне» тутанасси илӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Вӑхӑтне шута илсе ҫырас пулать, хаклӑ тусӑм, — терӗ манӑн кулӑшла калав алҫырӑвне уҫкаласа ларакан редактор — Кашни ҫимӗҫӗн хӑйӗн вӑхӑчӗ пур, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Ҫимӗҫӗн пылчӑк тивнӗ, тусанпа варӑннӑ юлашки пайне хутран ҫавӑрса тунӑ (таҫтан хаҫачӗ те тупӑннӑ тата?) кулека пуҫтарса, хупласа хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кашни ҫимӗҫӗн хӑйӗн вӑхӑчӗ…

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫавна май ҫулсерен тыр-пулпа ҫӗр улмин тата пахча ҫимӗҫӗн пысӑк тухӑҫӗсене тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван хуҫалӑхра — хӗрӗх ҫул ытла // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/11/%d1%82a%d0 ... %bb%d0%b0/

Ҫав хушӑрах сурансене хӑвӑртрах тӳрленме усӑ куракан ҫыхӑсемпе усӑ курнӑ чухне ҫак ҫимӗҫӗн тухӑҫлӑхӗ чакать — вӗсем пылри усӑллӑ япаласене сурана лекме чӑрмантараҫҫӗ.

Между тем эффективность этого продукта снижается, если использовать его в сочетании с традиционными повязками для ран, потому что те мешают проникновению в рану полезных веществ.

Ӑсчахсем пыл сурансене хӑвӑртрах тӳрленме пулӑшнине асӑрханӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32981.html

Ҫапла май вӗсем сутӑнакан ҫимӗҫӗн хакне пӗчӗклетме пултарнӑ.

Таким образом они смогли уменьшить стоимость продаваемого товара.

Елчӗкре «Кӗр парни — 2022» ярмӑркка ӗҫлеме пуҫланӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32872.html

Сиенлӗ ҫимӗҫӗн пӗтӗм партине тӗп тума май килмен, ҫав вӑхӑталла пӗр пайне ҫынсем туянма ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

50 кг антибиотиклӑ пельмен халӑх патне лекнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31956.html

Ҫимӗҫӗн каласа кӑтартма май ҫук кӑткӑс, черчен тути чылайлӑха пырать ахӑр.

Его нежный, непередаваемо сложный вкус тянул есть без конца.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Горн дуриангӑн хытӑ хуппине сӳрӗ те ҫимӗҫӗн кӗсел евӗрлӗ ҫемҫе шурӑ ӑшне курать.

Горн отковырнул твердую кожицу дурианга и увидал белую киселеобразную мякоть.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Телегина Калюков хӑйсен ушкӑнне чиперех йышӑнчӗ, анчах самантлӑха та айккине пӗччен ямасть-ха, кашни ҫимӗҫӗн хӑйӗн вӑхӑчӗ текелет ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кану базинче вӑй хунине кура туристсене хӑйсем пуҫтарса илнӗ ҫимӗҫӗн пӗр пайне кучченеҫ вырӑнне те парса яма пулать.

Куҫарса пулӑш

Канупа ӗҫ пӗрле ҫӳретӗр. Ҫӑкӑр хакне кашниех пӗлтӗр // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2021/10/18/%d0%ba%d0% ... bfe%d0%bb/

Чжао Юй-линь ҫав лаптӑк ҫинчен пухса илнӗ пахча ҫимӗҫӗн пӗр пайне сутнӑ, тепӗр пайне хӗллене хӑварнӑ.

Чжао Юй-линь ежегодно продавал часть овощей и делал запасы на зиму.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Мӗн ӗнтӗ, мӗн тӑвас тен, хӗвелӗ пӑхать-тӗк, ҫумӑрӗ ҫӑвать-тӗк — пиҫмеллех ӗнтӗ пиҫмелли ҫимӗҫӗн.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫав пулас ҫимӗҫӗн калчи куранчӗ те вӗт ӗнтӗ: «эсӗ, мана путвалтан кӑлартӑн, епле маншӑн ырӑ кӑмӑллӑ эсӗ», — тет.

И ведь уж показался всход этой будущей жатвы: «Ты, говорит, меня из подвала выпустил, — какой ты для меня добрый».

XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Урам — апат антарса яракан яка пыр; ун тӑрӑх таҫта аялалла хула ҫимӗҫӗн хура тӗпренчӗкӗсем — чӗре ҫынсем шуса анса каяҫҫӗ.

Улица — скользкое, алчное горло, по нему куда-то вглубь плывут темные куски пищи города — живые люди.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Ҫынсем нимӗҫсенчен ҫӗре пытарса хӑварнӑ тата кӗл айӗнчен чавса кӑларнӑ ҫимӗҫӗн юлашкине те ҫисе яма тытӑннӑ.

Доедали последние харчишки из тех, что успели в свое время позарывать и попрятать и что тайком по ночам выкапывали из ям на пепелищах и носили в лес.

16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Сӑмах май, специалистсем пыл хурчӗсен пылак ҫимӗҫӗн пахалӑхне те тӗрӗсленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пыл хуртне мӗн пулчӗ-ши? // Надежда КУДРЯШОВА, Юрий МИХАЙЛОВ. Хресчен сасси, 2019.07.17, 26(2765)№

Пахча ҫимӗҫӗн нумайлӑ хисеп форми пуррине Иван Андреевич ҫырнӑ предложени тӗслӗхӗсемпе ҫирӗплетсе патӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21

Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енре пахча ҫимӗҫӗн — 99, ҫӗрулмин — 85, улма-ҫырлан — 99, сӗтӗн 70 процентне вӗсем туса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех