Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫимӗҫсене (тĕпĕ: ҫимӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Часах акӑ ҫав ҫимӗҫсене пухса ССР Союзӗнчи тӗрлӗ хуласене яма тапратаҫҫӗ.

Скоро приступят к сбору урожая и отправке его в различные города СССР.

Кавказӑн Хура тинӗс хӗрри // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Хӑйсен сӑмсипе мӑйӑрсене тата хыт хупӑллӑ ҫимӗҫсене ҫӑмӑллӑн катаҫҫӗ.

Своим клювом легко раскалывают орехи и твердые семена.

Тропик вӑрманӗсенчи чӗрчунсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Хӑйӗн вӑрӑм хобочӗпе вӑл йывӑҫ ҫинчи туратсене, ҫимӗҫсене тата-тата илет.

Длинным хоботом срывает ветви и плоды с деревьев.

Тропик вӑрманӗсенчи чӗрчунсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ытти ҫимӗҫсене кӑларса пӗтерсен те, чӗкӗнтӗр ҫулҫи ем-ешӗл ларатчӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ ҫимӗҫсене тутанса пӑхсан ҫеҫ вӗсене йывӑҫ ҫинчен татса ҫиме юранӑ.

Лишь отведав освященных плодов можно было снимать их с дерева и есть.

Панулми сӑпасӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... as-3395882

Пахча ҫимӗҫсене 25 гектар акнӑ-лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗсемпе паллашнӑ // С.ИВАНОВА. http://alikovopress.ru/uj-xir-ecesempe-p ... ashna.html

Куравра «иккӗмӗш ҫӑкӑртан» хатӗрленӗ ҫимӗҫсене тутанса пӑхма, паха вӑрлӑх туянма май пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Иккӗмӗш ҫӑкӑр» уявӗнче вӑрнарсене мухтанӑ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12363-ik ... ne-mukhtan

Лена хуларан илсе килнӗ ҫемҫе ҫимӗҫсене кинемейпе пӗрле тутанса пӑхрӗ те хӑй паян фермӑна кайса килмесӗр чӑтаяс ҫуккине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӑй килӗштернӗ ҫимӗҫсене илсе ҫитерсен, вӑл йӗркипех тӑсӑлакан ларексене пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Апат ирӗлтерекен тытӑма сиен кӳрес мар тесен ҫимӗҫсене тӗрӗслӗр, тӗрӗс апатланӑр.

Проверяйте качество продуктов, старайтесь правильно питаться, чтобы не навредить пищеварительной системе.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку эрнере тахҫанхи ҫимӗҫсене «ҫиме» тивӗ, ҫав шутра - кӑмӑллах маррисене те.

На этой неделе Тельцам придётся пожинать плоды прошлого, в том числе и не очень приятные.

3-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑйне вилӗмрен хӑтарнӑ ҫыннӑн аллинчен тутлӑ ҫимӗҫсене илнӗ май, асӑрханса, ман ҫине вӑл чалӑшшӑн, шанмасӑртарах пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мавра аппа хупса хӑварчӗ те, ҫак ҫимӗҫсене сыхласа ларатӑп.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каҫкӳлӗм Ольӑпа Ульӑна та, Вовӑна та пахча ҫимӗҫсене сапма Паласран шыв ҫӗклеттертӗм.

Куҫарса пулӑш

Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗрре эпир — анне, аппа, эпӗ — пахчара кишӗр, кӑшман кӑларатпӑр, ҫулҫисене касса тасатса, ҫимӗҫсене нӳхрепе антаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анукӑн куккӑшӗ хӑналанса тухса кайнӑ пулмалла, анчах Наҫтиҫ аппа сӗтел ҫинчи ҫимӗҫсене пуҫтармасть-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӗҫченсем выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ, ҫӗртме тӑваҫҫӗ, ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ, пахча ҫимӗҫсене пуҫтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ, выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ // А.МАРИЯН. http://kasalen.ru/2022/09/16/ce%d1%80%d1 ... %d0%b5cce/

Анчах вӑл кунта ӳсекен ҫимӗҫсене туса илме пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Рационран йывӑр ҫимӗҫсене кӑларӑр.

Из рациона сейчас исключите тяжелую пищу.

25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Шухӑшласа пӑхӑр-ха, чӑнах, тӑвансем: суккӑр ҫыннӑн тавракурӑм ҫук, вӑл ҫемйипе те савӑнаймасть, уйри тыр-пула, пахчари ҫимӗҫсене, хӑйӗн кил-ҫуртне курса киленеймест.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех