Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫиле (тĕпĕ: ҫил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫа хупса кӗрхи ачаш уҫӑ ҫиле хирӗҫ тӑрсассӑн, эсӗ хӑвна такам пӗрремӗш хут чуптунине, пуҫӑнтан ачашласа ӑшӑ аллипе сӑтӑрнине, хӑлхунтан пӑшӑлтатса халиччен илтмен ӑшӑ сӑмахсем каланине аса илӗн…

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӗҫерӗнсен уйра вӑштӑр ҫиле хӑваласа ҫитеймӗн.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Чӳрече умне ларса, пӗр вӑхӑт урамра ҫил-тӑман уланине итлерӗ, урамалла тухса, ҫиле хирӗҫ утасси килчӗ ун, анчах никам патне кайса ларма та пӗлеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫиле хирӗҫле пулнипе кашкӑр шӑршине малтанах лаша туйса та илеймерӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫиле хирӗҫ ҫавӑрса тӑрат.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сарлака хулӗсем, ҫӑмлашка кӑкӑрӗ, ӑнсӑртран вӗҫсе килнӗ ҫиле туйса, канӑҫлӑн ҫӗкленсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Михаҫ йывӑрлӑха кӗрсе ӳкме пултаракансем патне васкарӗ: мӗн пур вӑйне пухса, яка пӑр ҫийӗн юр юхтарса, пит-куҫа чӗпӗтсе хирӗҫ вӗрекен ҫиле ҫӗнтерсе, хӑвӑртлӑхне ӳстерме тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Ҫиле май ҫынсем кӑшкӑрнӑ сасӑ та хӑвӑрт вӗҫсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Ҫиле вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пынӑ, пӑра тинӗс варрине инҫетелле илсе кайнӑ.

Ветер усиливался все больше и больше, и все дальше уносило льдину в открытое море…

Эскимоссем кайӑка ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑл вӑйлӑ ҫиле пула парашюта итлеттереймен-мӗн.

Из-за сильного ветра она потеряла управление парашютом.

Хӗр парашютпа вӗҫсе чутах самолет айне пулман // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36183.html

Вӑл ӑшӑ ҫиле ӗненмест.

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эсӗ ҫак ӑшӑ ҫиле ан шан.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл тӗнчене, ҫутӑ хӗвеле, варкӑш ҫиле, ҫул хӗрринчи чечексене юратнӑ.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Тӗлӗнмелле ӑшӑ, ырӑ хӗрарӑма, ҫурхи хӗрӳ хӗвеле, вӑркӑш ҫиле…» — тесе ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унтан хӑпӑл-хапӑл тумланчӗ те, урама тухса, ҫиле хирӗҫ хӑвӑрт утрӗ.

Куҫарса пулӑш

III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кашни ял тулашӗнчех — ялӑн пӗртен-пӗр тӑп хуҫи пех — ҫил арманӗ, хӑйӗн чӗпписене сыхлакан тӑрна аҫи евӗр, самантсерен ҫиле хирӗҫ ҫаврӑна-ҫаврӑна тӑрса, мӑнаҫлӑн хӑлаҫланать.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пите кӑшт ҫиле хирӗҫ тытсанах, тӑм илсе ярать, ҫул ҫинче те хӑяккӑн ҫеҫ, минутсерен ҫил енне ҫурӑмпа ҫаврӑна-ҫаврӑна утатӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Йывӑҫ курать-и, мӗн-ха ку тенӗн, ӑна сӑмсипе тӗксе, шӑршлакаласа пӑхать; ҫил варкӑшса иртет-и, мӗн сӗртӗнчӗ-ха мана тенӗн, сывлӑш юхӑмне хирӗҫ тӑрать те, курӑнман ҫиле шыраса, унталла-кунталла ҫаврӑнкалать; уҫӑ алӑка асӑрхать — пырса пӑхать те шала кӗмест: тӗттӗм.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫиле шаплатса ҫурӑличчен вӗрсен те чараймӑн, ҫавӑн пекех мана та ху сӑмахусемпе варалаймӑн!

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Эсӗ мана халӑх умӗнче намӑс кӑтартас терӗн пуль те, анчах эсӗ пакӑлтатни — ҫиле хирӗҫ мекӗрленсе вӗрни ҫеҫ вӑл!

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех