Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫиетӗн (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Айта пирӗн пата, тульккӑш малтан улма йӑранӗсене ҫумлатпӑр, кайран мӗн чухлӗ панулми ҫиес килет, ҫавӑн чухлӗ ҫиетӗн.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Сӑра, пыл-ҫу ӗҫсе ҫиетӗн, Тухан яш-кӗрӗм вӑййине.

Куҫарса пулӑш

Кала… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 17–18 с.

Ху ҫиетӗн, чӑхсем выҫӑ…

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫиессе манран нумай ҫиетӗн.

Куҫарса пулӑш

XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫиес килмесен те — тутӑ хырӑмпах — ирӗксӗр ҫиетӗн

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Тӳррӗн кайсан — пӗтетӗн, пуҫна ҫиетӗн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Паранкӑ ҫиетӗн те ҫавӑнтах хӑсса кӑларатӑн.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ чӗрӗлсен // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эсӗ ҫиетӗн ман чуна.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

Кайран ҫиетӗн.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эс халӗ те вӑрмана шӗкӗ пекех ҫиетӗн.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Эсӗ килте тӗп туса пурӑнатӑн: хӗрӳсемпе нумай ҫиетӗн, вилме пӗлместӗр, тет.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эй, аттеҫӗм, аттеҫӗм, Мӗншӗн мана ҫиетӗн?

Куҫарса пулӑш

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр: ҫӗр вӗт вӑл сӗтел ҫинчи турилкке пекех: мӗн хуратӑн, ҫавна илсе ҫиетӗн, лайӑх вӑрлӑх акрӑн, лайӑх тырӑ пулать, начар вӑрлӑхӑн тырри те начар.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсен лӑпӑр-лапӑр апатне мӗнле ҫиетӗн? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗлместӗп, таҫта выртса ҫывӑратӑн эсӗ, тем ҫиетӗн унта…

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр сӑмах вырӑсла каламарӑн, эп пуррине те манса кайрӑн: чӑвашла ӗҫетӗн — стакан хыҫҫӑн стакан, чӑвашла ҫиетӗн — ик аллупа така шӑммине кӑшласа…

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Канӑҫ та, ыйхӑ та сан пирки ҫухалать ҫыннӑн, сывлӑхӑма та эсех ҫиетӗн, — хуйхӑрса пырать ҫӑмарта хуҫи.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Стомадор лӑпланчӗ те хушса хучӗ: «Ӑҫта мая килтеретӗн ҫавӑнта шыра, тупатӑн — ҫиетӗн».

Стомадор успокоился и заявил: «Ищи, где хочешь, что найдешь, то и ешь».

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Кӑна мӗнпе ҫиетӗн ӗнтӗ? — терӗ хӗрарӑм ӳкӗтлесе.

А с чем же ты жаркое есть будешь? — сказала укоризненно сиделка.

Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.

Эсӗ вара пӗчӗк йӑнӑшшӑнах хӑвна ҫиетӗн.

Ты же сам себя коришь лишь за мелкую ошибку.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех