Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫие (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Вӗсем ҫие мӗн тӑхӑнаҫҫӗ ⎼ пурне те килти хуҫалӑхри чӗр тавартан хатӗрлеҫҫӗ: ҫи-пуҫӗ ⎼ пусапа йӗтӗнрен; ҫиелти тумтирӗпе ура тумӗ ⎼ ҫӑмран; тӗрри-эрешӗ ⎼ ҫӑмран, килти ҫипрен; пӗветмелли сӑрри ⎼ курӑкран тунӑскер… е пасарта илнӗскер…

Куҫарса пулӑш

Ӑремпур чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Каярахпа, — Шурӑн ҫие юлнине пӗлсен — Станислав хӑйӗн шалу укҫине арӑмне кӑтартма пӑрахнӑ, — Хамӑра валли уйрӑм пӳрт лартма пуҫтаратӑп, перекет кассине хурса пыратӑп, — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Стасикран манӑн ҫие юлнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗрарӑмсемпе ҫитӗннӗ хӗрсем тӑлӑх арӑмсен пухӑвӗнче каланӑ меслетсене аса илчӗҫ — вӗри мунчара сӑмакунпа тарласан, пилӗке вӗри милӗкпе пӑшӑхласан, сухан, эрӗм, ытти курӑксем ӗҫсен ҫие юлнинчен хӑтӑлма пулать имӗш.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑй шутласа пынӑ тӑрӑх ҫие юлни ҫичӗ уйӑх ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Манӑн ҫие юлчӗ ахӑр, — хӑюсӑррӑн пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрарӑм кӑмпа курни - ҫие юласса, арҫынна вара кӑмпа курӑнни чир-чӗр пирки асӑрхаттарать.

Грибы во сне знаменуют беременность для женщин, мужчин же предупреждают о болезни.

23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ун медалӗсем хырӑма тӑрантараҫҫӗ-и манӑнне, ҫие питӗреҫҫӗ-и!» — терӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ара, пирӗнтен чылайӑшӗ килте ҫӗленӗ сӑхман е пиншак ҫакса ҫеҫ питӗркелетчӗ-ха та ҫие, урара ҫӑпатапа тӑла чӑлхаччӗ, хулпуҫҫи урлӑ — пир сумка.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ӑнсӑртран ҫие юлас пулсан ҫине-ҫине чуптусах тав тунӑ пулӑттӑм сана.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ашшӗпе амӑшне нимле сӑмахпа та ӳкӗте кӗртме май ҫуккине кура Альбина: «Манӑн ҫие юлнӑ, ӑнлантӑр-и, ҫие юлнӑ!» — терӗ те ҫапла суеҫтерме тивнишӗн хурланса та вӑтанса йӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Мана ӑнланма тӑрӑш: упӑшкаран уйрӑлас тесе вӗткеленсе ҫӳренӗ вӑхӑтра ман ҫие юлни палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Касӑхнӑ аллипе Савантер ун запасне васкаса ярса тытрӗ те ҫие пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуринпе пӗрле апат ҫие пуҫласан эпӗ тӗлӗнсех кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ чӗрӗлсен // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

18 ҫула ҫитмен яш-кӗрӗмӗн, кӑкӑр ҫитерекен амӑшӗсен, ҫие юлнӑ хӗрарӑмсен шӑлсене шуратма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ шӑл — сывӑ организм // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%81%d1%8 ... %b7%d0%bc/

Кун пек чухне темиҫе хут ертсен те, ӗнесен ҫие юлмасть», — пӗлтерчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

Ҫак алӑ ҫумне тӗренсе, хӗрарӑм пуҫне ҫӗклерӗ те кӗрнеклӗ, сарӑ пуҫлӑ, ҫие тӗссӗртерех гимнастерка тӑхӑннӑ ҫын ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

Опершись на эту руку, женщина подняла глаза и пристально вгляделась в своего провожатого, статного, русоголового, в выгоревшей гимнастерке.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗсене халь пурте хӑратать: карланкӑран выҫӑ пӑвса тытасси те, ҫурт-йӗрсӗр юлнӑран тӗнче тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳресси те, ҫие тӑхӑнасси те…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хуҫи те ахаль тумарӗ ӑна, ҫунса шӑтнӑ саппунӗпе кӗпи вырӑнне пӗр ҫыхӑ ҫие тӑхӑнмалли вӗр-ҫӗнӗ япаласем парнелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чылайӑшӗ япалисене те кӑларма ӗлкӗреймерӗҫ, ҫие мӗн тӑхӑннӑ — ҫавӑнпах юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех