Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫерҫие (тĕпĕ: ҫерҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паллах, ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн: таҫта шалти туйӑмпа вӗсем эпӗ суеҫтернине туйнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Мана, ача чух ҫерҫие те чулпа персе курманскере, вӑрҫӑ тени (кӗнекесем вуланипе, киносем курнипе) темӗнле романтикӑллӑ япала пек туйӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ку ҫара ҫерҫие ӑҫта тупрӑн?

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Манпа ҫырӑнасшӑн ҫеҫ: санран йывӑрлантӑм, — тесе суйрӑн. Ҫамрӑк ҫерҫие хывӑхпа улталарӑн иккен, Пульхерия Феофилактовна», — терӗ хӑй ӑшӗнче Лавр.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Эс мӑрса хӗрне ан ил, пӗр-пӗр ҫара ҫерҫие тупса яр, — йӗкӗлтерӗ Алттыш.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тытаймарӗ пулмалла ҫерҫие, акӑ халь кантӑр уйне тепӗр хут таврӑнса Нестӗр тунӑ катемпи ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Ахальтен мар ӗнтӗ Китайра тахҫан авал ҫерҫие вӗлерсе пӗтерме хушакан закон пулнӑ, тет, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Уй-хирте тыр-пула мӗн чухлӗ ҫисе сӑтӑр тунине шутласан, ӑна, ҫерҫие, чи киревсӗр кайӑк теме пулать.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Вӗҫме мӗнлерех пултарни ҫинчен калама та кирлӗ мар; чӗкеҫпе танлаштарас пулсан, ҫерҫие ӑна кайӑк теме те ҫук, пӗрре ларса канмасӑр пиллӗк-ултӑ минутран ытла вӗҫсе ҫӳреймест, ывӑнать.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Чее тата хӑй: ҫерҫие эс кӑсӑяна тытнӑ пек тапӑ лартса часах тытаймӑн.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Виҫӗ пуслӑх кайӑк ҫеҫ теме пулать вӑл ҫерҫие; илемӗ те, юрри те ҫук унӑн.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Ҫерҫие пирӗн енче «сала кайӑк» теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Кам ухмахӗ качча тухтӑр пирӗн пек ҫара ҫерҫие?..

Какая дура за таких, как мы, замуж пойдет?

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ухтиван сассинчи вӗчӗрхенӳ, пытарӑнчӑк хаярлӑх ват ҫерҫие шалтах аптратса пӑрахрӗ.

Скрытая угроза в голосе Ухтивана сбила старого воробья с толку.

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫук, ват ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мана, ват ҫерҫие, улталаймӑн.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халь ман ҫак ҫара ҫерҫие вӗрентес килет: хӑйне кура мар, мухтанчӑк.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Дегтярева хӗнесе тӑксан, е дуэльте ҫерҫие персе пӑрахнӑ пек вӗлерес-тӗк… ӗҫ вырӑнӗнчен кӑларса ҫапсан е мрамор вазӑна пӗр-пӗр аван мар, шӑршлӑ япала — сӑмахран, йӗкехӳре виллине — чиксе хурсан мӗнле аван пулмалла та», — тесе шухӑшларӗ.

И он думал, что хорошо бы теперь побить Дегтярева, подстрелить его на дуэли как воробья… спихнуть с должности или положить в мраморную вазу что-нибудь неприличное, вонючее — дохлую крысу, например…

Тавӑру // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7548.html

Тинг, ахӑртнех, ҫывӑрмасть; ҫакӑн сӑлтавӗ Блюмшӑн — ҫерҫие куҫ кӗски ӑнланмалла пулнӑ пекех уҫӑмсӑр, мӗншӗн тесен, Тингӑн хӑйӗн сӑмахӗсем тӑрӑх, вӑл вун иккӗрен кая юлмасӑр ҫывӑрма выртать.

Тинг, по-видимому, не спал; причина этого была понятна Блюму не более, чем воробью зеркало, так как, по собственным словам Тинга, он ложился не позднее двенадцати.

V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Кунта та кӗпере юсаса ҫитериччен аркатса тӑкатпӑр, — вара ҫерҫие тыт ҫеҫ…» — тенӗ вӗсем.

разобьем и здесь, покуда мост не навели, — тогда держи воробья…»

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех