Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫемьене (тĕпĕ: ҫемье) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ вунулттӑри каччӑ пулнӑ, колхозра бухгалтерта ӗҫленӗ, пирӗн ҫемьене пирӗн аттене Демьян Емельяновича похоронка килнӗ чухне.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫпа савӑнма пӗлет // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... et-3660742

Каярах, 1399 ҫулта, Пизӑна Миланри Висконти ҫемьене сутнӑ, утрава вара Пьомбинори Аппиано йӑхӗ туяннӑ, ҫапла май вӑл икӗ ӗмӗр хушши вӗсен аллинче пулнӑ.

Позже, в 1399 году Пиза была продана семье Висконти из Милана, остров был приобретён родом Аппиано из Пьомбино, который владел им в течение двух столетий.

Эльба (утрав) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D0%BB%D ... %B0%D0%B2)

Пирӗн ҫӗнӗ ҫемьене пӑсма ан тӑрӑш.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Амӑшне нимӗҫсем вӗлернӗ хыҫҫӑн вӑл тепӗр ҫемьене пырса лекнӗ, тет, анчах ҫав ҫемьене паллакан никам та ҫук…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫемьене мӗн пулнӑ?

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Уявра пурнӑҫланӑ кашни творчество номерӗ ҫемье хаклӑхӗсем пӗлтерӗшлӗ пулнине, кашни ҫемьене ҫав тери кирлӗ пулӑшу тата юрату ҫинчен аса илтернӗ.

Каждый творческий номер, исполненный на торжестве, напомнил о важности семейных ценностей, поддержке и любви, которые так необходимы каждой семье.

Кистенлӗпуҫсем программӑна Ҫемье ҫулталӑкне халалланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... an-3646518

Союзлӑ республикӑсем хушшинчи чикӗсем ССР Союзӗнче хӑйсен малтанхи пӗлтерӗшне ытларах та ытларах ҫухатса пыраҫҫӗ, мӗншӗн тесен пур нацисем те пӗр тан праваллӑ, вӗсен пурнӑҫӗ пӗр-пӗтӗм социализмлӑ никӗс ҫинче йӗркеленсе пырать, кашни халӑхӑн пурлӑхпа ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчи ыйтӑвӗсене пӗр пекех тивӗҫтереҫҫӗ, хӑйсен пурнӑҫ интересӗсем пӗр пек пулнӑ май вӗсем пурте пӗр ҫемьене пӗрлешсе тӑраҫҫӗ, пӗр тӗллев патне — коммунизм патне пӗрле пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ку эрнене юратӑва, ҫемьене, ҫӗнӗ паллашусене халаллӑр, унтан вӑраха тӑсӑлакан хутшӑнусем аталанма пултарӗҫ.

Смело посвящайте эту неделю любви, семье, новым знакомствам, за которыми последуют серьёзные и длительные отношения.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ман ҫемьене, хуҫалӑха пырса тӗкӗнме ан хӑйнӑ пултӑр.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакӑнпа пӗрлех, киревсӗр ӗҫӳсем пирки ҫунса кайнӑ икӗ ҫемьене кил-ҫурт туса пар.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗтӗм чӗрепех ку ырӑ ҫемьене тивӗҫ пулма тӑрӑшӑп, кунта килӗшет пулсан, пурӑнма куҫса килӗр терӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак хаклӑ ҫемьене юрама, ӑна тивӗҫ пулма тӑрӑшӑп.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ман ҫемьене телейлӗ тӑвасшӑн тӑрӑшнине ӗмӗрне те манассӑм ҫук.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку эрнере ҫемьене, ачасене тимлӗх уйӑрмалла.

В это время стоит уделить пристальное внимание своей семье и всему, в чем нуждаются ваши домочадцы.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫлетӗп пулин те ҫемьене тӑрантарма вӑй ҫитеймӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Чӑвашран килнӗ вӑтӑр виҫӗ ҫемьене ку тӑрӑхри тӑватӑ района яма палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

«Пӳрт-ҫурт пахи мар, чун кӑмӑл ӑшши ӗмӗре вӑрӑмлатать», — теҫҫӗ те, мӑшӑра — ҫемьене йӑва типтерлӗ, хӑтлӑ пулни те кирлех ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ҫемьене таврӑнмалла манӑн, ҫемьене!

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ара, вӑл шкулта вӗренекенсене уроксем тума пулӑшнӑ, курс ӗҫӗсем те, дипломсем ҫыртарнӑ, пысӑк ҫемьене ирӗн-каҫӑн хӑй тавра пуҫтарнӑ, хӑнасене те, тӗрлӗ уявра кӗтсе илсе, савӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Сан Раману ман арӑмпа ҫӳрет, пирӗн ҫемьене аркатать тесе каласа хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех