Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫартан (тĕпĕ: ҫар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сергей ҫартан таврӑннӑ чухне Валя тӑваттӑмӗш курсра вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫартан нумай пулмасть кӑна таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫартан таврӑннӑ хыҫҫӑн Лай Циндэ ҫулталӑк хушши Жэньцзири Ваньхуа пульницинче физиотерапевт пулса ӗҫленӗ, ун хыҫҫӑн ӑна Чэн Кун наци университечӗн диплом хыҫҫӑнхи медицина уйрӑмне илнӗ, вӑл вара Тайнань наци университечӗн пульницинче сиплекен тухтӑр пулса ӗҫленӗ.

После увольнения из армии Лай Циндэ в течение года работал физиотерапевтом в больнице Ваньхуа в Жэньцзи, после чего был принят на последипломное медицинское отделение Национального университета Чэн Кун и работал лечащим врачом в больнице Тайнаньского национального университета Чэн Кун.

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

Кӗҫӗн ывӑлӗ Ҫеркуш ҫартан ырӑ-сывӑ, чылай ӳссе-тӗрекленсе таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫав ӗҫсене тума ашшӗпе амӑшӗ, укҫа-тенке хытӑ алӑпа тытаканскерсем, ӑна самаях пуҫтарнӑ, ывӑлӗ ҫартан таврӑнасса кӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫав самантра пӗве пуҫӗпе малтанхи ҫул ҫеҫ ҫартан таврӑннӑ Кӗҫтук иртсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Кӗркури хӗртен: «Эсӗ мана ҫартан таврӑнасса кӗтетӗн-и?» — тесе ыйтаканскер каярах унтан пӑрӑнса ҫӳреме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

— Итле-ха, Раман, ҫартан таврӑнни кӗҫ ҫулталӑк ҫитет терӗн.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫартан таврӑнсан вӑл тӑван колхозра вӑй хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтав орденне тивӗҫнӗ // Сергей БАРИНОВ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/3544- ... enne-tiv-n

Завьялов ҫартан шӑпах пирӗн сывлӑш-ҫар вӑйӗсем ҫӗнӗлле хӗҫ-пӑшалланнӑ ҫулсенче тухса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ҫав культа пула тата унпа ҫыхӑннӑ ытти япаласене пула мана ҫартан кӑларса ывӑтрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӗҫ-пуҫ ӗнер пулса иртнӗ пек: вӑл тин ҫеҫ ҫартан таврӑннӑ, пӗрремӗш тӗлпулурах эпир пӗр-пӗрне куҫ хыврӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

«Пире ҫичӗ ачаллӑ пулма сунчӗҫ» // Рамзиля КАМЕРИСТОВА. https://ursassi.ru/articles/eme/2023-09- ... ch-3444570

Пӗлнӗ вӑл, пленра пулнӑ е тӑшман оккупациленӗ вырӑнсенче пулнӑ ҫынсене, вӗсем кайран темиҫе тӗрӗслев витӗр те тухнӑ пулин те, халӗ ҫартан кӑларса яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Оля вилнӗ, вӑл ӗнтӗ Завьялов ӑна тивӗҫлӗ пулас тесе мӗн тунине нихҫан та пӗлес ҫук, вӑл Завьялова мирлӗ вӑхӑт ҫитсен сӑлтавӗсене каламасӑрах ҫартан кӑларса янине те ҫавӑн пекех нихҫан та пӗлес ҫук.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫартан таврӑннӑ салтак Александра унӑн шӑпи пулма пултарнине ӑнланса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Бриллиант евӗр ҫирӗп мӑшӑр // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/professi-ynn ... -n-3389069

Кирила Денис ҫартан таврӑннӑ кунхине курни аса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫартан пӗтӗмпех пӑсӑлса таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫартан таврӑннӑранпа та пӗрре анчах курнӑччӗ сана, — кулам пек турӗ Денис.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Укахвисемпе кӳршӗллӗ Ольгӑсен тӗлне ик-виҫ хӗрарӑм, виҫ-тӑват хӗр тата виҫӗмкун ҫартан таврӑннӑ Михал, хӑрах ура лаппине вӑрҫӑ хирне хӑварнӑскер, пухӑнса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑй пур чух, ҫартан таврӑнсанах, бригадирта чупнӑ, кайран конюхра ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех