Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫаратса (тĕпĕ: ҫарат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чылай вӑхӑт хушши утрав Ҫурҫӗр тинӗсӗнче ҫаратса ҫӳрекен пиратсен хӳтлӗх вырӑнӗ пек шутланнӑ.

Долгое время остров считался убежищем пиратов, промышлявших в Северном море.

Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4

Ытти нимӗҫсем килӗрен киле ҫаратса ҫӳренӗ вӑхӑтра эпӗ ҫав бюста шкул подвалне илсе кӗрсе пытарма шутларӑм.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

— Ӑна ҫаратса кайрӗҫ, вӑйпах ҫаратса кайрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӗсем пӗр сехетре сана ҫаратса кайма пултараҫҫӗ, ҫавна, акӑ, пӗлместӗн курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Санашкал пӗр самантрах ҫынна вӗлерсе, ҫаратса тата вут тӗртсе хӑваракан вӑрӑ-хурах Пакӑш ращин ҫырми тӗпӗнче те ҫук пулӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун ун кинне хур кӳнипе ҫеҫ ҫырлахман иккен, вӗсен мулне те ҫаратса кайнӑ!

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ял халӑхӗ малтанах ку укҫана вӑл хӑй патне кӗрсе выртнӑ ыйткалакана ҫаратса юлнӑ тесе шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ, тӑлавар пит, ыйткаласа ҫӳрекене ҫаратса, Энӗшкасси ялне намӑса кӗртрӗн.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ Анука укҫа Михха паман, вӑл ыйткаласа ҫӳрекене ҫаратса пуйрӗ тесе шантартӑм.

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунти делянкӑна касса пӗтерсен, ҫаратса тасатсан, Арсентьев участокне чылай шала куҫарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анчах, йӗри-тавра вӑрман пулин те, барак таврашӗнче хӑтсӑр: поселок уҫланкинче йывӑҫ та хӑварман, йӑлт ҫаратса тӑкнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Паллашнӑ ятпа ӗҫнӗ чух, ӳсӗрпе вӑл ял Совет председательне Малюҫа хӑй Петроградра, унтан Мускавра пуян ҫынсен ҫурчӗсене ҫаратса ҫунтарнӑ моряк-революционерсенчен пӗри пулни ҫинчен уҫса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Патша Российӗнчи купецсемпе чиновниксем Российӑн инҫетри окраинисенче пурӑнакан кая юлнӑ халӑхсене вӑрӑ-хурахла ҫаратса пурӑннӑ.

Купцы и чиновники в царской России хищнически грабили отсталые народы далеких окраин.

2. ССР Союзӗнче пурӑнакан халӑхсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫаратса хӑварнӑ ҫӗрсене патша правительстви офицерсемпе чиновниксене пит нумай валеҫсе панӑ.

Опустошенные земли щедро раздавались царским правительством офицерам и чиновникам.

Кавказӑн Хура тинӗс хӗрринчи хуҫалӑх тата халӑх пурӑнӑҫӗ мӗнле лайӑхланса пырать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пулӑшма мар, вӑл ҫав ҫеҫенхирсенчи халӑха ҫаратса, пӗтерсе пынӑ: ҫеҫенхирсенче куҫса ҫӳрекенсенчен кӗтӳ кӗтмелли вырӑнсене турта-турта илнӗ, вӑл ҫӗрсене унта куҫса пыракан вырӑссене панӑ.

Наоборот, оно разоряло население сухих степей: оно отнимало у степных кочевников пастбища и землю отдавало русским переселенцам.

Типӗ ҫеҫенхирти халӑх Октябрьти социализмлӑ Аслӑ революциччен мӗнле пурӑннӑ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

— Нумай ҫул каялла эсӗ таҫта мурта тупнӑ ҫӗнӗ тус-юссем склад ҫаратса милици аллине лекрӗҫ те хӑйсемпе пӗрле сана та тӗрмене сӗтӗресшӗн пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Еркиней ашшӗ, Ентимӗр, хӑйӗн йӗкӗчӗсемпе Урал тӑрӑхӗнче ҫаратса ҫӳренӗ хушӑра Урха ҫаранти утта ҫулма та ӗлкӗрнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

— Хусахсен хӑшпӗр утаманӗсем ҫаратса тултарнӑ япаласене килне ӑсатаҫҫӗ тени тӗрӗсех иккен.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пӗтӗмпех ҫаратса кайнӑ! — терӗ юланутҫӑсенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем те ҫаратса тултарнӑ туприне Савантер пек майлаштарасшӑн иккен.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех