Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫарататӑп (тĕпĕ: ҫарат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав самантра, пӗлӗшӗсем аса илнӗ тӑрӑх, вӑл питех те паллӑ ҫак сӑмахсене каланӑ имӗш: «Манӑн хаклӑ Бетси, эпӗ сана ҫарататӑп е эпӗ пушӑ хваттерти кӗлмӗҫ пек ҫӑткӑн пулса тӑтӑм тесе ан шухӑшла; тупӑкран тӑрса лар кӑна — эпӗ сана манӑн тӳмесенчен хулӑнрах, тӑватӑ фунтлӑх хӑлха ҫакки туянса паратӑп».

При этом, как передают, им были сказаны следующие знаменательные слова: «Не думай, милая моя Бетси, что я хочу тебя обокрасть или что я стал жаден, как нищий в пустой квартире; стоит тебе встать из гроба — и я куплю тебе сережки в четыре фунта, потолще моих пуговиц».

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Вара эпӗ ҫапла шут турӑм: ыранах куккана ҫарататӑп, унӑнне пӗр ҫӗр е икҫӗр тенкӗ укҫине вӑрлатӑп та ӑҫталла куҫ курать — ҫавӑнталла каятӑп.

И тогда я решил, что завтра же обворую дядю, украду рублей сто или двести и уйду куда глаза глядят.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Касса ҫарататӑп та намӑс курса ҫӳреме кӑларса яратӑп.

Остригу на страм и пущу.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ ют ҫынна ҫарататӑп!

Я похищаю чужое!

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

13. Ассири патши ҫапла калать: «ҫакна эпӗ хам аллӑмӑн хӑвачӗпе, хамӑн тӑнӑмпа турӑм, мӗншӗн тесессӗн эпӗ ӑслӑ: эпӗ халӑхсен чиккисене куҫаратӑп, вӗсен хаклӑ мулне ҫарататӑп, улӑп пек, патшасене сирпӗтетӗп; 14. манӑн аллӑм халӑхсен пурлӑхне йӑвасене ярса илнӗ пек ярса илчӗ; йӑвара хӑварнӑ ҫӑмартасене мӗнле пуҫтараҫҫӗ, пӗтӗм ҫӗре эпӗ ҫапла туртса илтӗм, никам та ҫунаттине хускатаймарӗ, ҫӑварне уҫмарӗ, сас та памарӗ».

13. Он говорит: «силою руки моей и моею мудростью я сделал это, потому что я умен: и переставляю пределы народов, и расхищаю сокровища их, и низвергаю с престолов, как исполин; 14. и рука моя захватила богатство народов, как гнезда; и как забирают оставленные в них яйца, так забрал я всю землю, и никто не пошевелил крылом, и не открыл рта, и не пискнул».

Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех