Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫаратать (тĕпĕ: ҫарат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сана паллакан, мана пулӑшакан Матӗрне аппа тата: «Юхма юмах пек: пӗрисене пуйтарать, теприсене ҫаратать», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

— Ларёксем ҫаратать пулсан, пит лайӑх каччӑ ӗнтӗ!

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Колхоза та ҫаратать, мана та…

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мустай Павӑлӗ ҫаратать мана.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Кам ҫаратать?

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ашшӗ, Ентимӗр — хурах ӗҫӗпе пурӑнать, ҫынсене ҫаратать.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Хуҫи хушнипе вӑл Жомини барона ҫаратать, унтан вӗлерет, хуҫа арӑмӗ хушнипе Маврана пӑвса пӑрахса шыва путарать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Шаккур куҫа курӑнман хӑрушӑ вӑй пекех хӑватлӑ: кама ҫаратас тет, ҫавна ҫаратать, кама хур тӑвас тет, ҫавна хур тӑватъ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл вырӑссенчен парнесем илсе пурӑнать, сире ҫаратать кӑна…

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кам ҫаратать Атӑл тӑрӑх ҫӳрекен купсасене?

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑйли вӑйсӑррине пусмӑрлать, таптать, пӑвать, пуянни чухӑннине ҫаратать.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрман вӑрлакансене судсем тӑрӑх сӗтӗрсе ҫаратать.

И упаси бог, кто попадется на краже леса — затаскает по судам, разорит до нитки.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Патшалӑх илет санран (укҫан, тырӑ халлӗн; аш-пӑш), тӳре-шара ҫаратать (ҫу-ҫӑмарта, пыл…), пуп ыйтать, вӑрӑ вӑрлать, кашкӑр юлашки выльӑхна пӑвса каять.

государство (деньги, зерно, мясо), чиновники (молоко, яйца, мед); дерет поп, ворует вор, волк тащит последнюю скотину…

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хусан хӑй ҫаратать вырӑс ҫӗрӗсене, Иван Никитич, пире тӗк пурӑнма памасть.

Куҫарса пулӑш

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Унпа мӗн калаҫан, вӑл халь мӑрса вырӑнне юлнӑ та, ҫаратать те ҫаратать! — кӑшкӑрчӗ Пикментей.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хусана кайсан ясак панӑ чухне килениччен ҫаратать ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мирамбо малтанах Уиджиджирен килекен араб караванне ҫаратать, урӑхла каласан — караванран ӑна, Мирамбона, пилӗк пичке тар, пилӗк пӑшал тата пусма-пустав пилӗк тӗркем пама вӑйпах хистесе ҫитерет.

В первый раз Мирамбо ограбил арабский караван, шедший из Уиджиджи, то есть вынудил его уплатить пять бочонков пороху, пять ружей и пять тюков материи.

X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Тӑшман чухне — халӑха ҫаратать, ҫынсене чуралӑха ӑсатать, хаклӑран та хаклӑ слон кӗтӗвӗсене вӗлерсе пӗтерет, йӑхсен хушшинчи вӑрҫӑ-харҫа хутшӑнать, ҫӗрсене туртса илсе харпӑрлӑхлатать.

Будучи врагом, он грабит население, захватывая рабов, истребляя драгоценные слоновьи стада, вмешиваясь в междоусобные войны, отнимая земли.

VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Халӗ акӑ унӑн савнӑ арӑмӗ куҫ умӗнчех колхоз пурлӑхне ҫаратать.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Пӗтӗмӗшпе илсен — вӑл хӑй ӗмӗрне вӑрӑрах ирттерет, пиншер ҫынна, пӗтӗм ҫӗршыва ҫаратать, — ку ӗнтӗ капитала ӳстерме, урӑхла каласан, ҫӗршыв прогресӗшӗн кирлӗ — ӑнланатӑр-и эсир?

Обычно — вся его жизнь сплошное воровство, он грабит тысячи людей, целую страну, это необходимо для роста капитала, то есть для прогресса страны, — вы понимаете?

Мораль хуралҫи // А. Петров. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 62–75 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех