Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫарата (тĕпĕ: ҫарат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку вырӑнта ӗлӗк нимле йывӑҫ та ӳсместчӗ, Мӑн ҫарата тетчӗҫ ӑна, халь ак талккишпех шӑлан.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тен, тахҫанах пӑрахса кайнӑ унӑн килне, тен, сӗмсӗртерех ҫынсем унӑн хуҫалӑхӗнчи япаласене ҫарата пуҫланӑ ӗнтӗ?

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пурӑна киле вӗсем кооперативсене те, патшалӑх учрежденийӗсене те, чиркӳсене те ҫарата пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Голуб отрячӗ хӑйне пӗрре ҫеҫ мар тылланӑ хӗрлӗ полкпа хӗрсе ҫапӑҫнӑ чухне Павлюк, большевиксене хыҫалтан пырса ҫапас вырӑнне, хулана ҫӗмӗрсе кӗрсе кайнӑ, хӗрлисен пӗчӗк застависене салатса янӑ та, хыҫала хуралсем тӑратса, хула ҫыннисене акӑш-макӑш тискеррӗн ҫарата пуҫланӑ, паллах ӗнтӗ, асса кайнӑ петлюровецсем еврейсене тустарма тытӑннӑ.

В разгар боя с красным полком, который не впервой трепал голубовцев, Павлюк, вместо того чтобы ударить большевиков с тыла, вломился в местечко, смял легкие заставы красных и, выставив заградительный заслон, устроил в местечке небывалый грабеж, конечно, как и подобало «щирому» петлюровцу, погром коснулся еврейского населения.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Мужиксем вӗсене халлӗхе тарӑнрах пытарса хурӗҫ, кайран, нимӗҫсем ҫарата пуҫласан, ой, епле кирлӗ пулӗҫ вӑл пӑшалсем!

Мужички припрячут поглубже, а как немцы станут реквизировать подчистую, эти винтовочки-то ой как нужны будут!

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех