Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫарансене (тĕпĕ: ҫаран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна пӗлес тесессӗн, кӑнтӑралла вӗҫекен кайӑк хур ӗмӗлкисемлӗ хирсемпе ҫарансене, пилеш пайӑркисемпе ҫунса ларакан вӑрмансене, темле шухӑша кайса хуллен-хуллен кӑна хумӗсене шӑмпӑлтаттарса юхакан шывсен хӗррине тухмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Атӑл тӑрӑхӗнчи хура ҫӗре, вӑрмансемпе ҫарансене ытараймасӑр вӗсем ҫырма-кӳлӗсен ҫывӑхӗнче тӗпленсе ялсем йӗркелесе янӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кунта ҫулмалли ҫарансене шӑвармашкӑн юри шыв кӗртсе янӑ.

Это искусственное орошение покосных лугов.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫулсене, пахчасене, уйсене, ҫарансене ҫӗмӗрмӗн-и?

Не произошло ли разрушений на дороге, в огороде, в поле, на берегу реки?.

Ҫумӑр шывӗсемпе ҫурхи шывсем мӗн тӑваҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

1. Ҫарансене ӑҫта кӑтартнӑ: ҫӳллӗ вырӑнсенче е лутра вырӑнсенче?

1. На каких местах — возвышенных или пониженных — показаны луга?

Ҫӗр ҫийӗпе тӗрлӗрен усӑ кураҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

План ҫинче кунта таврари ҫӗр пичӗ хӑш тӗлте ҫӳлерех хӑпарнине, хӑш тӗлте айлӑммине кӑтартнӑ, ҫавӑнти ялсене, уй-хирсене, ҫарансене вӑрмансене, юханшывсене, ҫулсене, ӳкерсе паллӑ тунӑ.

На плане показано, где местность выше, где ниже, обозначены селения, поля, луга, леса, реки, дороги.

Топографи планӗ мӗн вӑл тата вӑл мӗншӗн кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫулӑм хуралтӑсене те, уй-хире те, ҫарансене те пысӑк сиен кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗсем палӑртнинчен маларах пыраҫҫӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/uy-hir-ecese ... ah-pyracce

Улӑхсемпе ҫарансене ҫулманнипе вӗсем ӗрчесех кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шар курнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61067

Ҫарансене уйӑрма Авалтанпа йӗрке пур, Анчах Ҫавалта ҫулма — Ыран-паян ан та пыр…

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Улӑх ҫӗрне уйӑрса Ҫарансене пуҫтарас, Парнесене салатса Йӗри-тавра ыр пулас.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫуркунне, ҫӗр типсен, вӑрман варринчи пысӑк уҫланкӑсене тата халӑх ҫӗрӗ шутланман вӑрман хӗрринчи ҫарансене, улӑхсене сухаласа тырӑ-пулӑ акнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫарансене шӑпа ярса, ял-ял умне уйӑрса илеҫҫӗ, кашни ҫаранах тӗплӗн пӑхса ҫаврӑнаҫҫӗ, хӑш ҫаранӗ ҫинче утӑ мӗнле ӳснине тиркештерсе тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чи аван ҫарансене пуянсене парса пӗтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗррехинче, Белградран Герцеговинӑна ҫул тытнӑ чух, — паллах, ҫак тяппамсемпе, — манӑн ҫул айккинчи ҫарансене капӑрлатас кӑмӑл ҫуралчӗ.

Однажды, путешествуя, — пешком, разумеется, — из Белграда в Герцеговину, я возымел желание украсить придорожные луга.

Ҫапкаланчӑкпа тӗрме пуҫлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 132–135 с.

Варсемпе те ҫырмасемпе касӑлса пӗтнӗ уйсене тата ҫарансене юрататӑп.

Куҫарса пулӑш

Янкӑлч тӑрӑхӗ – чӑваш литературинче // М. Петрова. http://gazeta-kanash.cap.ru/publication. ... 6&page=658

Анчах ҫав ҫарансене халӗ те Мосолик ҫаранӗсем теҫҫӗ.

Но луга эти с тех пор так и называются Мосоликовыми.

Мосолик ҫаранӗсем // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Хӗвел тин ҫеҫ тухса, ҫывӑхри сӑртсене, ешерекен виноград йывӑҫӗсене, сарӑрах сӑнлӑ тырӑсемпе чечекленекен ҫарансене ылттӑн тӗспе ҫутатнӑ вӑхӑтра римлянсен авангарчӗ гладиаторсем патне ҫитрӗ.

Солнце только что встало, золотя окружающие холмы, зеленеющие виноградники, желтоватое жнивье и цветущие луга, когда появился конный авангард римлян.

XIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Хӑй йӗри-тавра вӑл тӳрем вырӑна: уй-хирсене, ҫарансене, вӑрмансене, ялсене — кӑна курать.

Он видит вокруг себя только ровную местность с полями, лугами, лесами и селениями.

1. Тусем ҫинче мӗн курма пулать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

— Чечек ҫук ӗнтӗ, ҫарансене ҫулнӑ, утмӑлтуратсене вырнӑ.

— Цветов-то уж нет, луга покосили.

Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Пӗлтӗр хӑмла ҫырли татма кайсан, унти ҫарансене питӗ ӑмсантӑм эпӗ!

В прошлом году ездили мы туда за малиной, так я еще на те покосы завидовала!

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех