Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫара (тĕпĕ: ҫар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вирьял хӗрӗ ҫара пуҫӑн ҫӳременпе пӗрех: вӑл ялан тенӗ пек шурӑ, хура е урӑх тӗслӗ тутӑр ҫыхать.

Куҫарса пулӑш

Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Арӑмсем ҫара пуҫӑн ҫӳренӗ, ҫӳҫне икӗ еннелле яка тураса варринчен уҫнӑ, пӗр е икӗ ҫивӗт тунӑ ⎼ вӗсем пилӗк таран усӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

XIX-XX ӗмӗрсен чиккинче вара уяв кӗписене ҫара хӑмаҫ ҫиппе тӗртсе тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ывӑлӗсем Егор Петровичӑн ӳснӗ, Хӗрлӗ Ҫара кайнӑ, командирсен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ та службӑрах юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ашшӗ кайсанах ывӑлӗсем, ҫара уранскерсем, вырӑн ҫинчен аннӑ, чӗрне вӗҫҫӗн утса, амӑшӗ патне пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пичӗ те, ҫара хулӗсем те, ҫара урисем те хурарах хӗрлӗ сӑнлӑ, сывӑ, тӗреклӗ, — ун пеккисене кӑнтӑрта, Одесса таврашӗнче, куркаланӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ун пек ҫерҫи-сӑвӑсен илем мар, ҫара ӳт-тирне витмелӗх мамӑкӗ те, тӗкӗ те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Урӑхла пулсан, вӗсем ҫара ҫерҫи пекех.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Анчах ирӗклӗх, сӑвӑҫсен чӗлхипе каласан, ҫӗр ҫинче выҫӑ хырӑмпа ҫара уран тӑрсан, нумаях пурӑнайман пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Пантелее Хӗрлӗ ҫара илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Ман ҫара урасем ҫине чаш! вӗри шыв сапнӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ачасем ҫара пуҫ, кӗпепе ҫех, амӑшсем ҫумне пӑчӑртанса выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрлӗ Ҫара тӑрантарасах пулать.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Таврӑнтӑн-им-ха, Ҫинкка? — ман енне ҫаврӑнчӗ бабай, ҫара хыртарнӑ пуҫ тӑрне хура тӳпеттей тӑхӑннӑскер.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫара кайичченхи сӑнӗ ӗнтӗ — ҫамрӑк-ха унта кил хуҫисен ывӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унӑн Сахрунне вӑрҫӑччен пӗр ҫул маларах Хӗрлӗ Ҫара илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Улӑмпа шӑлкаласа тасатнӑ хыҫҫӑн йывӑр чула бригада пӳртне йӑтса кӗчӗ Ҫимун, хунарпа ҫутатса, пур енчен ҫара алӑпа сӑтӑркаласа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫара кайиччен чӗмсӗр ҫӳренӗскер, халӗ пӗр чарӑнмасӑр калаҫнинчен тӗлӗнчӗҫ ашшӗпе амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫимун, тулти пӳрте тухса, сӗтел ҫинчи лампӑна ҫутрӗ, шӑлаварне тӑхӑнчӗ, малалла мӗн пуласса урай варринче ҫара уранах кӗтсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мур пӗлет-и, ҫара ҫуни темле ҫӗмӗрӗлсе саланса каймарӗ, Петрукӗ ҫуни ҫинчен темле пӗр еннелле сирпӗнсе юлмарӗ — Откан вӑрмантан тухнӑ ҫӗре лаша куҫран ҫухалнӑччӗ, ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех