Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапӑҫӑп (тĕпĕ: ҫапӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Патронсем пӗтиччен ҫапӑҫӑп.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Тукай мӑрса Чалӑмра ларӗ, эпӗ кунӗн-ҫӗрӗн ҫынсемпе ҫапӑҫӑп.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эпӗ ҫӗр вӑтӑр ҫул та виҫӗ ҫул ҫапӑҫӑп.

Я буду воевать сто тридцать лет и три года.

I. Кӑштах истори // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.

— Санпа ҫапӑҫӑп.

— Сражусь с тобою.

XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Сана савӑнтарас тесе, Луций Сулла, эпӗ ҫапӑҫӑп.

И я буду сражаться, чтобы доставить тебе удовольствие, о Луций Сулла.

VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Эпӗ ҫӗнтерме, чӗрӗ юлма тата унпа тӗл пулма ӗмӗтленсе тӑрӑшса ҫапӑҫӑп

Я буду хорошо драться, чтобы победить, остаться жить и встретиться с ней.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ҫапӑҫӑп, ылтӑнӑм, ыттисене вӗрентӗп, хам вӗренӗп, анчах килте вара сайра, питӗ сайра пулкалӑп…»

Буду воевать, дорогая моя, учить других, сам учиться, а дома редко, очень редко бывать…»

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Фронта кайӑп, тӑшманпа ҫапӑҫӑп, хам ҫын пулнине туйӑп.

Поеду на фронт, буду воевать, почувствую себя человеком.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Анчах, Трубачев, мана ҫапӑҫма тӗл килсен, эпӗ мӗн вӗҫне ҫитичченех, мӗн ҫӗнтеричченех ҫапӑҫӑп!

— Но если, Трубачев, мне придется драться, то я буду драться до конца, до победы!

12 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

— Есть, комбриг юлташ, флотла ҫапӑҫӑп, — терӗ ӑна хирӗҫ моряк.

— Есть, товарищ комбриг, драться по-флотски! — ответил моряк.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Эпӗ совет влаҫӗ хама хушнӑ кирек хӑш вырӑнта та пурнӑҫӑма шеллемесӗр ҫапӑҫӑп!

Я буду сражаться, не щадя своей жизни, там, где мне прикажет советская власть!

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Эпӗ пӗччен мар, эпӗ вӗсене хирӗҫ партипе пӗрле, халӑхпа пӗрле вилесле ҫапӑҫӑп!..

— А я не один, а вместе с партией и народом буду с ними намертво драться!..

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мӗнле ҫапӑҫӑп?

Как буду сражаться?

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

12. Пергам Чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: «Икӗ ҫивчӗллӗ хӗҫли ҫапла калать: 13. санӑн ӗҫӳсене, эсӗ шуйттанӑн аслӑ пуканӗ ларакан ҫӗрте пурӑннине, эсӗ Манӑн ятӑма уяса тӑнине те пӗлетӗп; сирӗн патӑрта, шуйттан пурӑнакан ҫӗрте, Ман ҫинчен тӗрӗс калакан Антипӑна вӗлернӗ кунсенче те эсӗ Мана ӗненме пӑрахмарӑн. 14. Ҫапах та эсӗ Ман умӑмра кӑштах айӑплӑ: санӑн унта Валаам вӗрентнине тытса тӑракансем пур, лешӗ вара Израиль ывӑлӗсем суя турӑсене чӳкленӗ ҫимӗҫсене ҫиччӗр, ясар ӗҫсем туччӑр тесе, Валака вӗсене илӗртсе улталама вӗрентнӗ. 15. Санӑн та Николай хыҫҫӑн кайнисем вӗрентнине тытса тӑракансем пур; Эпӗ вӗсем вӗрентнине кураймастӑп. 16. Ӳкӗн; унсӑрӑн кӗҫех сан патна пырӑп та вӗсемпе Хамӑн чӗлхе-ҫӑварӑм хӗҫӗпе ҫапӑҫӑп. 17. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр: ҫӗнтерекене курӑнми манна ҫитерӗп; ӑна шурӑ чул парӑп, чулӗ ҫине ҫырнӑ ҫӗнӗ ят парӑп; илекеннисӗр пуҫне ҫав ята никам та пӗлмест».

12. И Ангелу Пергамской церкви напиши: так говорит Имеющий острый с обеих сторон меч: 13. знаю твои дела, и что ты живешь там, где престол сатаны, и что содержишь имя Мое, и не отрекся от веры Моей даже в те дни, в которые у вас, где живет сатана, умерщвлен верный свидетель Мой Антипа. 14. Но имею немного против тебя, потому что есть у тебя там держащиеся учения Валаама, который научил Валака ввести в соблазн сынов Израилевых, чтобы они ели идоложертвенное и любодействовали. 15. Так и у тебя есть держащиеся учения Николаитов, которое Я ненавижу. 16. Покайся; а если не так, скоро приду к тебе и сражусь с ними мечом уст Моих. 17. Имеющий ухо (слышать) да слышит, что Дух говорит церквам: побеждающему дам вкушать сокровенную манну, и дам ему белый камень и на камне написанное новое имя, которого никто не знает, кроме того, кто получает.

Ӳлӗм 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Иеремия вӗсене каланӑ: Седекияна ҫапла калӑр: 4. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, тейӗр: акӑ Эпӗ сирӗн аллӑрти ҫар хатӗрне, — хӑвӑра хула тулашӗнче хупӑрласа илнӗ Вавилон патшипе халдейсене хирӗҫ ҫапӑҫма пулӑшакан кӑрала, — каялла ҫавӑрса ярӑп та ҫак хула варринче пӗр ҫӗре пуҫтарӑп; 5. сире хирӗҫ Хам ҫапӑҫӑп — тӗреклӗ аллӑмпа, хӑватлӑ вӑйӑмпа, ҫилленсе, хаярланса, хӑрушла тарӑхса ҫапӑҫӑп; 6. ҫак хулара пурӑнакансене — ҫыннине те, выльӑх-чӗрлӗхне те — пӗтерсе тӑкӑп; вӗсем мур чирӗпе вилсе пӗтӗҫ.

3. И сказал им Иеремия: так скажите Седекии: 4. так говорит Господь, Бог Израилев: вот, Я обращу назад воинские орудия, которые в руках ваших, которыми вы сражаетесь с царем Вавилонским и с Халдеями, осаждающими вас вне стены, и соберу оные посреди города сего; 5. и Сам буду воевать против вас рукою простертою и мышцею крепкою, во гневе и в ярости и в великом негодовании; 6. и поражу живущих в сем городе - и людей и скот; от великой язвы умрут они.

Иер 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Пулать! тет Ҫӳлхуҫа: вӑйлийӗнчен те тыткӑнри ҫыннисене туртса илӗҫ, усал патшан тупӑшне те илсе кайӗҫ; мӗншӗн тесессӗн санӑн тӑшманусемпе Эпӗ ҫапӑҫӑп, санӑн ывӑлусене Эпӗ хӑтарӑп; 26. сана пусмӑрлакансене хӑйсен ӳчӗпех тӑрантарӑп, вӗсем хӑйсен юнне ҫӗнӗ эрех ӗҫнӗ пек ӗҫӗҫ, ӳсӗрӗлӗҫ; вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сана Ҫӑлаканӗ, сана Тӳлесе Илекенӗ, Иаковӑн Хӑватлӑ Турри пулнине кирек кам та пӗлсе тӑрӗ.

25. Да! так говорит Господь: и плененные сильным будут отняты, и добыча тирана будет избавлена; потому что Я буду состязаться с противниками твоими и сыновей твоих Я спасу; 26. и притеснителей твоих накормлю собственною их плотью, и они будут упоены кровью своею, как молодым вином; и всякая плоть узнает, что Я Господь, Спаситель твой и Искупитель твой, Сильный Иаковлев.

Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех