Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапӑҫрӗ (тĕпĕ: ҫапӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑнах та, ҫакӑнтан пуҫласа Ҫимун хӗрлӗ армеецсен ретӗнче Колчака хирӗҫ чыслӑн ҫапӑҫрӗ, икӗ хутчен суранланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Астумасть те ӗнтӗ пӗччен аташнӑ ҫул ҫынни, мӗн чухлӗ вӑхӑт ҫапӑҫрӗ вӑл ывӑнупа, сивӗпе тата выҫлӑхпа.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӗлӗксем те путлӗ пулмарӗҫ — ялан такампа ҫапӑҫрӗ вӗсенче.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

1941 ҫулхи июлӗн 8-мӗшӗнче тӑшманӑн 12 танкне хирӗҫ ҫапӑҫрӗ, пӗрне персе ҫунтарчӗ, ыттисене каялла хӑваласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Атлай, Укаслуран сулахайра тӑрса, курайман тӑшмансемпе урса кайсах ҫапӑҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ахӑртнех, вӑл амишӗн пӗр-пӗр таҫтан килсе тухнӑ аҫа кайӑкпа ҫапӑҫрӗ пулас…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Икӗ уйӑха яхӑн Иванов сержантпа пӗр расчетра ҫапӑҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Мӗша тӑрӑхӗнче паттӑр ҫапӑҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусана илессишӗн вырӑссем майлӑ кам ҫапӑҫрӗ?

Куҫарса пулӑш

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ывӑл ман, Ковяж ҫӗрпӳ, Хусана илнӗ чухне сирӗн майлӑ ҫапӑҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Лайӑх ҫапӑҫрӗ, лайӑх! — кӑшкӑрчӗ Палецкий князь.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлашки походчен Мускавра мӗнле ҫапӑҫрӗ вӗсемпе, ҫул ҫинче мӗн тери терт курчӗ, ак халь Хусанта ҫӗрӗн-кунӗн ҫапӑҫма тивет.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку ҫеҫ те мар, ытти ҫар ҫыннисемпе пӗрле, вырӑссемпе пӗрле Хусаншӑн ҫапӑҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗс-пӑшал пурри хӗҫ-пӑшалпа, хӗҫ-пӑшал ҫукки чулпа та ахаль тимӗр таткипе, пуртӑпа та сенӗкпе, чукмарпа та кӳсекпе ҫапӑҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Икӗ уйӑх вӑл платниксемпе, алӑ ӑстисемпе, хӑйӗн йышлӑ тарҫисемпе ҫапӑҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Лайӑх ҫапӑҫрӗ, ҫавна ҫеҫ калама пултаратӑп, — терӗ Алексей.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗнле ҫапӑҫрӗ, мӗнле вилчӗ, — йӑлтах.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ҫар пуҫтарнӑ вӑхӑтра Мускав Литвапа ҫапӑҫрӗ, ун ҫарӗсене аран-аран хӑваласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каччӑ вӗҫӗмсӗр хӑй юлташӗсемпе ҫапӑҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хусанпа нумайччен хирӗҫрӗ, илсе те курчӗ ӑна, Новгородпа, Тверьпе ҫапӑҫрӗ, шӗкӗр турра, вӗсене хӑй княжестви ҫумне пӗрлештерчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех