Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапӑҫнине (тĕпĕ: ҫапӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арман пӗви тӗлне ҫитсен, пирӗн умрах икӗ ҫын ҫапӑҫнине асӑрхарӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Халь эпир ҫапӑҫнине сӑнаса тӑраҫҫӗ-ха вӗсем, кӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Архип Григорьевичпа Хура Ҫимун вӑрҫӑра пӗрле ҫапӑҫнине малтан пӗлнӗ пулсан, Хумкка мучи ҫакна урӑхларах каласа панӑ пулӗччӗ-и, тен, анчах халӗ тин ним тума ҫук.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сергей патвар ҫапӑҫнине унӑн кӑкӑрӗ ҫинчи наградӑсем ҫирӗплетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Вара эпир тӑвансемпе интернет урлӑ шыраса Николай Сергеевич Федотов вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хӑш тӗлте ҫапӑҫнине, паттӑрлӑх кӑтартса мӗнле орден-медале тивӗҫнине тупса палӑртрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Мухтав орденне тивӗҫнӗ // Сергей БАРИНОВ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/3544- ... enne-tiv-n

Пӗчӗк ача чухне ҫапӑҫнине шута илмесен, эпӗ халиччен никам ҫине нихҫан алӑ ҫӗклеменччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Сантӑр Пурташсем иккенне, унӑн икӗ йӑмӑк пуррине, амӑшӗ патшалӑха тырӑ леҫме кайсан тулли лав айне пулса вилнине, ашшӗ фронтра нимӗҫ фашисчӗсемпе ҫапӑҫнине, амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ виҫӗ ачана Тимахван мучипе Тарье кинеми вӑхӑтлӑх усрава илнине ҫав кунах пӗтӗм класс пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Халӗ унӑн хӑй императрицӑ тӑшманӗсемпе ҫапӑҫнине урӑхларах та пулин кӑтартмалла ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Авӑн ҫинче ӗҫлекен Савантер, пуҫне тӑратса, вӗсем епле ҫапӑҫнине сӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу ҫав каҫхине кашкӑрсемпе ҫапӑҫнине час-часах аса илетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрӗ сывах пурӑннине, тӑшманпа ҫапӑҫнине пӗлсен, Марья Ивановна темиҫе кун хушши тӗлӗкри пек ҫӳрерӗ, Лисук ҫырӑвне кашни палла тӑрана, госпитальри кашни салтака вулаттарма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Эпӗ фронтра хамӑр салтаксем мӗнле хаярланса ҫапӑҫнине куртӑм.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тахҫан вӑл, хӑйӗн айванлӑхне пула, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче салтаксем ҫеҫ ҫапӑҫаҫҫӗ тесе шутланӑскер, халӗ ҫак аслӑ вӑрҫӑра хӑй те ҫапӑҫнине ӑнлана пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫынсемпе ҫапӑҫнине мар, ятлаҫнине курман.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫтаппан, уретник килет тенине илтсенех, Мыйракипе ҫапӑҫнине аса илчӗ те хӑй ӑраскалӗшӗн пӑшӑрхана пуҫларӗ, Мыйракин икӗ аяк шӑмми хуҫӑлнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ытти каччӑсем малтанах Якурпа Ваҫли ҫапӑҫнине курасшӑн ӗмӗтленсе лӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сасӑ парса кампа ҫапӑҫнине пӗлме Элекҫей палласран хӑрарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уретниксемпе ҫапӑҫнине ҫеҫ пытарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗлетпӗр, Афганистанра ҫапӑҫнине салтаксем вӑл вӑхӑтра ытларах чухне пытарма тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Хӑйӗн тӑшманӗ, чун илли Мамич-Бердей мӗнле ҫапӑҫнине те куҫ илмесӗр сӑнаса тӑчӗ хан савнийӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех