Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапӑҫаҫҫӗ (тĕпĕ: ҫапӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫатмасемпе ҫапӑҫаҫҫӗ тата…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӗсемех, фашизм тапӑнса килсен, ашшӗсем ҫӗнтерсе илнӗ ирӗклӗхе сыхлама пурнӑҫне хӗрхенмесӗр вута кӗреҫҫӗ, паттӑррӑн ҫапӑҫаҫҫӗ, тӗнчене историре пулман ҫӗнтерӳ кӑтартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Лайӑх ҫапӑҫаҫҫӗ халлӗхе, ята ҫӗртмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ун вырӑнне ман ывӑлсем фашистсемпе ҫапӑҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Хамӑр ял ҫыннисем те ҫапӑҫаҫҫӗ пуль-ха унта.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫынсем вӑрҫӑра ҫапӑҫаҫҫӗ, кусем — кунта!

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унӑн пӗр-пӗрне хирӗҫлекен шухӑшӗсемпе сӑмахӗсем те асӑмра пӗрмай ҫапӑҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Вӗсем вӑрҫӑнаҫҫӗ, ҫапӑҫаҫҫӗ территоришӗн пӗлместӗп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Каллех ҫӳп-ҫап // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61151

Хӗрлӗ Ҫарпа Хӗрле Флот, нумай йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пырса, Совет ҫӗршывӗн кашни пусӑм ҫӗрӗшӗн хӑйсене шеллемесӗр ҫапӑҫаҫҫӗ.

Красная Армия и Красный Флот, преодолевая многочисленные трудности, самоотверженно бьются за каждую пядь Советской земли.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Танксемпе тата авиаципе питех те вӑйлӑн хӗҫпӑшалланнӑ тӑшмана хирӗҫ пирӗн войскасем паттӑррӑн ҫапӑҫаҫҫӗ.

Наши войска героически сражаются с врагом, вооруженным до зубов танками и авиацией.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Ҫӑткӑн кайӑксем кранклата-кранклата ҫапӑҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Анчах уйрӑлмаҫҫӗ — харкашаҫҫӗ, хирӗҫеҫҫӗ, ҫапӑҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлни ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1336

Хресченсем паттӑррӑн ҫапӑҫаҫҫӗ, анчах халиччен ҫапӑҫура пулманскерсем, драгунсем савӑл пек хӗсӗне-хӗсӗне кӗнине чӑтаймарӗҫ, сапаланса кая пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑмӑрткайӑксем, пыр тӗпӗпе кӑшкӑрнӑ евӗр сасӑ туса, пӗр-пӗрине пырса ҫапӑҫаҫҫӗ, вӑрӑм та ҫивчӗ чӗрнисемпе пӗр-пӗрин кӑкӑрне чавала-чавала илеҫҫӗ, сӑмсипе сӑхаҫҫӗ, унтан, вӗҫерӗнсе, аяккалла вӗҫсе каяҫҫӗ те тепре тапӑнма хатӗрлене пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сводка пӗлтернӗ тӑрӑх, нимӗҫ фашисчӗсемпе шурӑ финсем ҫак станцие илесшӗн эрне хушши урса кайса ҫапӑҫаҫҫӗ, анчах илеймеҫҫӗ, мӗншӗн тесен пирӗнннисен урӑх пӗр утӑм та чакма юрамасть: хыҫра — Ленин хули.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

— Ҫук, апла мар, — тет Шурик, — Ҫтаппанпа Тимӗркке ҫапӑҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Граждан вӑрҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Ҫтаппанпа Кӗркури ҫапӑҫаҫҫӗ пулать, — тетӗп Шурика.

Куҫарса пулӑш

Граждан вӑрҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Шел, ҫынсенчен нумайӑшӗ, уйрӑмах ҫамрӑксем, ман патшалӑхри яланлӑх ырлӑхшӑн мар, ҫӗр ҫинчи вӑхӑтлӑх киленӳшӗн, чапшӑн, хӑтлӑхшӑн ӑшталанаҫҫӗ, ҫапӑҫаҫҫӗ, пӗр-пӗрне вӗлереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Фронтра унта ман пеккисем кӑна мар ҫапӑҫаҫҫӗ… теприне салтак темелӗх те ҫук… кӗске шинелӗ те ура тупанӗ таран, ҫапах хӑй ручной пулеметчик.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тахҫан вӑл, хӑйӗн айванлӑхне пула, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче салтаксем ҫеҫ ҫапӑҫаҫҫӗ тесе шутланӑскер, халӗ ҫак аслӑ вӑрҫӑра хӑй те ҫапӑҫнине ӑнлана пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех