Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапсах (тĕпĕ: ҫап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрре ҫапсах аркатма шутларӗ пире ылханлӑ Гитлер.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах хӑй куҫӗпе хӑй курни ӑна ҫапсах пӑрахать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пур вӑйне пухса, пӗрре-иккӗ ҫапсах вӑл туратне касса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ак халӗ те ҫӗлӗкӗсене хӑю сӑрнӑ виҫӗ яшӑ «сарӑ автан» параппан ҫапсах, капашсӑр ҫӗмӗрӗлсе, ҫакӑн пек юрӑпа пырне хырать:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку хыпар ҫамрӑк хӗрарӑма ҫапсах хуҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Моломан нимӗҫ ҫынни мӗн хӑтланнине тимлӗн пӑхса тӑчӗ, анчах кӑштах уҫӑлнӑ ещӗкре браунинг йӑлтӑртатса илнине курсан, вал ҫав самантрах Прелл ҫине сиксе ӳкрӗ, ӑна пӗрре ҫапсах урайне ӳкерчӗ.

Моломан глядел, что станет делать немец, но когда в приоткрывшемся ящике блеснула вороненая сталь браунинга, он бросился на Прелл а и одним ударом кулака свалил его на пол.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Мана, пуринчен ытла; ӑҫта мӗн чухлӗ мӗнле тырӑ акмаллине «ҫӳлтен» кӑтартни, сӗтел ҫине ҫапсах хушни тарӑхтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кӗрхи ҫил вӗрнипе чӳречерен ҫапсах ҫурӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Юлташсем, хамӑр ялтах хамӑра мӑшкӑллаттармалла-и? — терӗ те Йӑкӑнат, пӗрре ҫапсах Ахматшана ывтӑнтарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав хушӑра юлташне ним мар ҫӗртен кӳрентернӗшӗн тарӑхса кайнӑ Йӑкӑнат Сабире пӗрре ҫапсах ҫӗре начлаттарса ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗн туса пурӑнмалла пирӗн Мӗша тӑрӑхӗнче? — ӳкӗтлесе, чышкипе кӑкӑрне ҫапсах каларӗ Акмӑрса.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӳссе ҫитеймен ҫуначӗсене ҫапсах шывалла чӑмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Вӑл хӑйне ҫапла пӑтӑрмах тунӑ сунарҫа малти урипе пӗрре ҫапсах вӗлерсе пӑрахасшӑнччӗ пулас, анчах кӑна тума унӑн вӑйӗ ҫитеймерӗ, вӑл Северьяна сӑхман аркинчен ҫаклатса илсе ҫӗре ӳкерчӗ те, касса янӑ йывӑҫ пек, ун ҫине йӑванчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах алӑкне хӑмапа ҫапсах питӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Хреснай ывӑлӑмшӑн — пулас хуҫа Павел Николаевичшӑн! — тесе, ал ҫапсах майра пуҫлӑ ҫӗр тенкӗлӗх хут укҫасене сӗтел ҫине кӑлара-кӑлара хунӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Каютӑна табак туртнӑ шӑршӑ ҫапсах лартнӑ.

Каюта была основательно прокурена.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Халӗ ӑна шӑнтмасть-чӗтретмест, вара пӳртӗн ҫара стенисене елпӗререх кулса тӗсерӗ; ара, ҫак ҫурт халӗ Ланфиер суя диверси тӑвакан ҫар пуҫӗн чее меслечӗсемсӗрех, малтан вирлӗн туртса ҫапсах пӗтермелӗх чуна усрать мар-и-ха?

Озноб оставил его, и он насмешливо улыбался голым стенам дома, скрывающим то, из-за чего Ланфиер способен был бы нанести удар спереди, без военных хитростей полководца, устраивающего ложную диверсию.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Тимӗр шапа утӑмӗпе мар конечно Ваҫли Кантрачӑ та вӗҫтерчӗ ялсоветне, Капитонов та хавасланчӗ алӑ ҫапсах.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ-пуҫлӑ-тӑнлӑ ҫын… // Н. Маяк. «Капкӑн», 1933, 1№, 13 с.

Енчен те нушана пӗрре ҫапсах ҫӗнтерме май килмерӗ тӗк — эпӗ ҫак самантрах ыйтӑттӑм.

что, если бы не возможность одним ударом преодолеть нужду, я тотчас спросил бы.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.

Анчах, юлташсем, рабочи класс коммунистла революцие пуҫласа янӑскер, помещиксемпе капиталистсен обществинчен юлнӑ сиенлӗ йӑласемпе инкексене хӑй ҫинчен пӗрре ҫапсах сирсе пӑрахма пултараймасть.

Но, товарищи, начав коммунистическую революцию, рабочий класс не может одним ударом сбросить с себя все слабости и пороки, унаследованные от общества помещиков и капиталистов.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех