Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапнине (тĕпĕ: ҫап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗненместӗн пулсан, хапха тӑррине хӑма ҫине ҫырса ҫапнине вула: «Пукане театрӗ».

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

— Айӑплӑ ҫынна хурӑн хуллипе ҫапнине пӗлместӗн-и эсӗ, сукин сын!

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Стражник хурӑн хуллипе ҫапнине вӑл паянхи пекех ас-туса пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хура маска усал чеелӗхпе ҫапнине халь те манаймасӑр: — Эпӗ сана, каяннӑя, ҫапӑҫма пӑрахтарӑп! — терӗ те каллех ывӑтса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ, пӗр кӗтесре тӑпачӑпа саккӑрӑн авӑн ҫапнине кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпир ӳстерен тӗлӗнтермӗшсем // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 9 с.

Халь ӑна ҫил кастарнине, питӗнчен ҫапнине, куҫӗсене хупласа лартнине пӗлни маншӑн кӑмӑллӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хайхи пӗшкӗнсе ҫурӑкран тинкерчӗ те хӑй упӑшки пиншакне хывса пӑрахсах тукмак ҫапнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗррехинче, кӑнтӑрлахи апата таврӑннӑ чухне, Васса хӑйсен картишӗнче такам кӗрӗслеттерсех тукмак ҫапнине илтрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Энтрее (чӑн малтан вӑл ҫапнине хӗрарӑмсем курнӑ та-ха) ҫирӗм пилӗк тенкӗ штраф пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Славик хӑйӗн ӗнсине вӗри сывлӑш ҫапнине, ҫурӑма та хыҫри кӗлеткерен ӑшӑ варкӑш тивнине сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Сулахай аллине пуртӑ пырса ҫапнине Асмантей туймарӗ те темелле, вӑл йӑлтах халтан кайнӑччӗ, мӗн пулса иртнине ӑнланми те пулнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эпӗ хам вӗсем тырӑ ҫапнине курнӑ!

Куҫарса пулӑш

Пирӗн те революцие пулӑшас // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ пир ҫапнине питӗ юрататӑп.

Куҫарса пулӑш

Хӗрсем пир ҫапаҫҫӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫак ҫӑмарта ӗнтӗ кӑх вӑхӑт нушисем килсе ҫапнине пула мучишӗн те, кинемишӗн те пӗртен-пӗр пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗ пулса тӑчӗ…

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Унӑн аял хӗрри, ӑна ката хӗрри хыҫӗнчен тухман хӗвелӗн кӑвар ҫути ҫапнине пула, этем суранӗнчен йӑкӑрр юхса кӳлленнӗ юн пекех хӗп-хӗрлӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Хуларан тухсанах йӗкӗтсем ватӑ хресчен типӗ ҫӗре кетменпе ҫапнине курчӗҫ.

За городом братья повстречали старика крестьянина, долбившего кетменем сухую землю.

Асамлӑ кетмен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1307

Тепӗртакран ҫеҫ чунӗ тапраннӑ, ыйхи тарнӑ «Турӑ чури» чӗркуҫҫине сивӗ нӳрӗ ҫапнине туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӑштахран вӑл кутне лӑм ҫапнине туйса илчӗ, вара вӑшт-вашт ури ҫине сиксе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эпӗ хама хӑш тӗлтен ҫапнине йӑлтах туятӑп.

Я ощущаю каждый удар.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫара урана сивӗ ҫапнине туятӑп, — апла, вилмен иккен.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех