Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вара тӗрлӗрен ҫапкаланчӑксем валли ҫӗр ҫинче пӗр кӗтес те юлмӗ…
Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Комиссионер лавҫӑпа юнашар ларкӑч ҫине сиксе вырнаҫрӗ те экипаж хускалчӗ, хыҫран чупакан ҫапкаланчӑксем тӑрса юлчӗҫ; чул сарнӑ ҫул тӑрӑх сапаланса юлнӑ тусана пӑхса ӑсатнӑ май эпӗ, — миҫемӗш хут ӗнтӗ, — тунсӑхлӑн шухӑшлатӑп: пытаннӑ ҫӑмхи патне ертсе каякан ҫип вӗҫӗ мӗлтлетмерӗ-ши манӑн умӑмра каллех?..
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Шывра чӗр куҫҫи таран пӗкӗрӗлсе пырса ҫапкаланчӑксем пӗчӗк утравран сахалтан та аллӑ утӑм куҫнӑ тӗлелле икӗ ракетӑн ҫиҫкӗнчӗк кӗтесӗ утравран вӑрманалла тата тӳпенелле вирхӗнчӗ.
ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫавӑнпа та ҫапкаланчӑксем хӑйсен шухӑшне кӑраланса-савӑнсах чӑна кӑларма хатӗрленеҫҫӗ.Поэтому бродяги не без злорадства готовились исполнить замысел.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Дюрок ҫапкаланчӑксем еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ, аллисене кӗсйине чикрӗ те чӗмсӗррӗн тинкерет.Дюрок повернул к группе оборванцев и, положив руки в карманы, стал молча смотреть.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Унӑн пӗчӗк куҫӗсем пӗлтерӗшлӗ шухӑшпа чупкалаҫҫӗ; шӑмӑллӑ ансӑр пичӗ, сӑрӑ мӑкпа витӗннӗскер, философ сӑнӗллӗ — ҫапкаланчӑксем ҫапларах курӑнаҫҫӗ.
Ҫапкаланчӑкпа тӗрме пуҫлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 132–135 с.
Ун ҫинче, тепӗр икӗ ҫулташӗ ҫинчи пекех, — сунарҫӑ тумтирӗ; ҫурӑмӗнчен пӑшал ҫакнӑ; ҫул ҫӳремелли ытти хатӗр-хӗтӗре — сумкка, чӗркенӗ утиял, пуля хумалли сӑран хутаҫ — пӗҫҫисем тавра питех те меллӗ, малтанах пӑхса вырнаҫтарнӑ; ҫапкаланчӑксем хӑйсен ӳт рельефӗпе кирлӗ чухне ҫапла ӑнӑҫлӑ усӑ кураҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.
— Эсир — муклашкаланса ларнӑ тӑмсайсем, ҫӗрӗк пичкесем, ҫапкаланчӑксем; ӑҫта ҫав ҫыру?— Вы непроходимые болваны, гнилые буйки, бродяги, — где это письмо?
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
— Ҫапкаланчӑксем, ӑҫта ҫӗмӗрсе кӗресшӗн эсир? — ҫывхарнӑ май кӑшкӑрса вӑл хунарӗн хӗрлӗ ҫутине пирӗн пуҫсем ҫине сапаларӗ.
«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.
Анчах тепӗр кунне каллех кӗтменни сиксе тухать; телеграфӑн хыр юписем ҫинче, хӳмесем ҫинче — вӗсен айӗнче ӳсӗр ҫапкаланчӑксем нимӗн шухӑшсӑр ҫывӑрса выртма Российӑн ӗмӗрхи историйӗ хӑех хатӗрлесе хунӑ пек туйӑнакан вырӑнсенче — исполкомӑн ҫӗнӗ декречӗсем шап-шуррӑн курӑнса каяҫҫӗ: «Ӗҫпе пурӑнман элементсен пурин те халех распределительнӑй пунктсене пымалла, унта шанцевӑй инструментсем илсе ушкӑнӑн пӗрлешсе, хире, хула тавра окоп чавма каймалла, ку ӗҫшӗн вӗсем ҫӑкӑр карточки илеҫҫӗ» — тесе ҫырнӑ вӑл листовкӑсем ҫине.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Усал ҫынсем — ҫапкаланчӑксем, ыйткалакансем, чирлисем тата ытти кахалсем ниҫта та кирлӗ мар.Дурные люди — бродяги, нищие, больные и прочие лентяи — нигде не нужны…
Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.
Анчах кайранхи вӑхӑтра та эпӗ пурӑнӑҫӑн нимӗнле сӑлтав-тӗллевӗ те ҫукки, ӗҫ усӑсӑр пулни ҫинчен калаҫнисене пӗрре кӑна мар илтнӗ, — вӗсене нимӗне вӗренмен, ним пӗлмен странниксем, килсӗр ҫапкаланчӑксем, «толстовецсем» тата питех те пысӑк культурӑллӑ ҫынсем калатчӗҫ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Хаклӑ, типтерлӗ ресторансенче ун тавра яланах темӗнле ҫапкаланчӑксем, такмакҫӑсем, фокусниксем, актерсем, ӗҫкӗпе пӗтнӗ помещиксем явӑннӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пирӗн ялта тӗрлӗрен ҫапкаланчӑксем, ӗлӗкхи помещиксем пек, мӑнтӑрланса кайрӗҫ, пирӗн хырӑмсем каллех пӗрӗнчӗҫ.
II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӗсен хӑш-пӗр чухне ҫиме ҫӑкӑрӗ те ҫитмен, час-часах выртса канмалли ҫурчӗ те пулман, анчах кирлӗ чухне вӗсем мӑнкӑмӑлланса: «Мана ан тӗкӗн, эпӗ Рим гражданинӗ», — теме юратнӑ: ҫав мӑнаҫлӑ ҫапкаланчӑксем, мыскара пулмалли ҫурта ирхине ирех пырса, пуян граждансемпе патрицисем валли вырӑнсем йышӑнса хунӑ.
I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Праҫниксенче час-часах хуларан «Миллионный» урамне, ҫапкаланчӑксем пурӑннӑ ҫӗрелле анаттӑм та Ардальон «золотая ротӑра» пит часах хамӑр ҫын пулса пынине кураттӑм.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗр виҫ-тӑваттӑ кунтан вӑл ӗҫлеме пычӗ, анчах часах каллех кайса ҫухалчӗ, ҫуркунне вара эпӗ ӑна ҫапкаланчӑксем хушшинче тӗл пултӑм, — вӑл затонта баржасем тавра пӑр кататчӗ.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Колхоза аркатса янӑ, ҫапкаланчӑксем!
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Вӗсемпе пӗрле чул касакан грексем, ҫӗр чавакан туроксем, куннӗн ӗҫлесе пурӑнакан темиҫе вырӑс рабочи, кусемсӗр пуҫне тата Российӑн кӑнтӑр енче нумай тӗл пулакан темскерле ҫапкаланчӑксем темиҫен ҫывӑрчӗҫ.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Ҫапкаланчӑксем!
III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.