Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫанталӑкрах (тĕпĕ: ҫанталӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аллисем ҫеҫ те мар, пуҫӗ те, лӑпкӑ ҫанталӑкрах хускалакан ҫил хӳри пек, чӗтрене-чӗтрене илет.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ашшӗ вара паш та паш сывласа, милӗксене ташлаттарса ҫапӑнатчӗ-ҫапӑнатчӗ те шартлама сивӗ ҫанталӑкрах вак шӑтӑкне кӗрсе ларатчӗ е юр ҫинче выртса йӑваланатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Янтул каярахпа асӑрхарӗ те, арҫынсем шӑрӑх ҫанталӑкрах ҫӗлӗксемпе килсе, киремет картинчи кӗлӗре ҫӗлӗкӗсене сулахай хул хушшине хӗстерсе, пуҫӗсене пӗксе тӑчӗҫ.

А позже Яндул заметил, что мужчины пришли на место жертвоприношения, несмотря на жару, в шапках, а потом сняли их и прижали под мышкой левой руки.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах тепӗр чух лӑпкӑ ҫанталӑкрах асар-писер тӑвӑл пуҫланать-ҫке.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ирхине яр-уяр ҫанталӑкрах, хӗвел йӑлтӑртатса тухать пулин те, тавралла ҫӑра тӗтӗм мӑкӑрланса тӑнипе нимӗн те курӑнмасть.

Утром уже солнце взойдёт, а склоны гор ещё закрыты чёрными тучами дыма.

Тусем хушшинчи сукмаксемпе // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Лайӑх ҫанталӑкрах виҫӗ сехет юр ҫинче выртнипе чӑтӑмлӑху пӗтнӗ-и?

Полежал три часа в снегу при довольно благоприятной погоде, и все терпение лопнуло?

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Сентябрь уйӑхӗнче пӑравуссемпе тендерсене тиенӗ пӗрремӗш пӑрахут тӑвӑллӑ ҫанталӑкрах Гамбургран тухса Петрограда ӑнӑҫлӑ ҫитсен иккӗленӳ пӗтет.

И только когда в сентябре первый пароход с паровозами и тендерами вышел из Гамбурга и благополучно достиг Петрограда, несмотря на бурную погоду, разговоры смолкли.

Ҫирӗм саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех