Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫанталӑкран (тĕпĕ: ҫанталӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пархатарсӑр ҫанталӑкран пытанас шутпа Ҫтаппан пичкесем хушшине анса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫурт тени вӑл ҫут ҫанталӑкран уйӑрӑлса тӑмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл курӑксем уяр ҫанталӑкран хӑрамаҫҫӗ.

Которые тоже не боятся засухи.

Типӗ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Уяр ҫанталӑкран хӑраман культурӑсем, урӑхла каласан, уяр ҫанталӑка чӑтакан ӳсентӑрансем лартма тӑрӑшаҫҫӗ.

Распространяются засухоустойчивые культуры, т. е. растения, которые хорошо переносят засуху.

Уяр ҫанталӑкпа кӗрешесси // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫавӑнпа, усал ҫанталӑкран пулакан сиенӗ сирсе ярас тесе, колхозсенче, совхозсенче ҫанталӑка тимлесе сӑнаса тӑраҫҫӗ.

Поэтому в колхозах и совхозах внимательно следят за погодой, чтобы предотвратить вред, какой может причинить неблагоприятная погода.

Ҫанталӑка пӗлни кама тата мӗн тума кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Опытлӑ комбайнер сӑмахӗсем тӑрӑх, кашни вырма тӗрлӗрен иртет: чылай чухне ҫанталӑкран, культурӑсем ҫитӗнсе ҫитнипе ҫитменнинчен килет.

Куҫарса пулӑш

Каменщика вӗреннӗ, комбайнер пулса тӑнӑ // Ирида МАТНИЯЗОВА. https://ursassi.ru/articles/professi-ynn ... -n-3389069

Ахӑртнех, тулти хӗвеллӗ ҫанталӑкран, савӑнӑҫлӑ ачалӑхран килнӗскерччӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Халӑх сурсан кӳлӗ пулать, ҫанталӑкран тӗлӗнсе ҫеҫ ларнипе нимӗн те пулмасть, — ҫапла каланине илтрӗҫ председательпе партком секретарӗ колхозниксен килӗнче.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Кооперативӑн производство цехӗсенче ҫут ҫанталӑкран илнӗ усӑллӑ ҫимӗҫе савӑтсене тултаракан, пылран квас тата ытти тӗрлӗ пылак продукци туса кӑларакан линисемпе паллаштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шелттемсем ӗҫ йӗркине пысӑк ӑсталӑхпа туса пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/19/%d1%88%d0% ... %81%d0%b0/

Канма килнӗ ҫын кӑмӑл-туйӑмӗ мӗнле пуласси чылай чух ҫанталӑкран та килет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Вӗсен ҫак асамлӑ ҫанталӑкран уйрӑлса пӳрте кӗрес килмест ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫанталӑкран килет, — тӳрлетрӗ ӑна кӗҫӗнни.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫанталӑкран.

От погоды.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Шӑрӑх ҫанталӑкран сыхланма вӑрман лартма пикенеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Уйрӑммӑнах ҫурхи вӑхӑтсенче пӗтӗм ҫӗр ҫийӗ ытарайми илем пулса тӑнӑ чух, янкӑр уҫӑ ҫанталӑкран темскер ӳпкевлӗн те ачашшӑн вӗрсе тӑнӑ чух, Игнат сасартӑк улшӑнса кайнӑ.

Обыкновенно это случалось весной, когда всё на земле становится так обаятельно красиво и чем-то укоризненно ласковым веет на душу с ясного неба, — Игнат вдруг менялся.

I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпир Олега ҫуралнӑ кунтан пуҫласах ҫанталӑкран хӑраса ан тӑтӑр, тесе вӗрентрӗмӗр: вӑл пӑчӑ шӑрӑхран та, шартлама сивӗрен те хӑрамастчӗ.

С самого дня рождения Олега приучали не обращать внимания на погоду, и он не боялся ни жары, ни мороза.

«Илтетӗп, ывӑлӑм!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ҫав лайӑх мучисем хушшинче эпир, вӗсем тӑванла пулӑшса пынипе тӗрлӗ ҫил-тӑвӑлпа асар-писер ҫанталӑкран хӳтӗленсе, ӗмӗрхи ват вӑрманти вӗтӗркке ҫамрӑк хунавсем пек ӳсрӗмӗр.

Среди этих дедов мы росли, как мелкая молодая поросль в вековом лесу, защищенная от бурь и непогод их отеческой покровительственной тенью.

I // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.

Ыттисен шухӑшӗ урӑхла: усал ҫут ҫанталӑкра хӑйӗнче мар, Ӑслӑх-тӑнлӑх ҫут ҫанталӑкран пӑрӑннинче.

Другие признали, что зло лежит не в самой природе, но в отклонении Разума от природности.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ханкӑрсенче вӗсем хӗллехи сивӗ ҫанталӑкран ҫӑлӑннӑ.

В глубине пещер они спасались от зимних стуж.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Оранран лӑпкӑ ҫанталӑкран ахаль баркаспах Испани ҫыранӗсем патне икӗ талӑкра ишсе тухма пулать.

Из Орана в тихую погоду можно за двое суток на простом баркасе добраться до берега Испании!

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех