Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫанталӑкпа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш Енре 2024 ҫула экологи культурине тата ҫут ҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассине халалланӑ.

В Чувашии 2024 год посвящен экологической культуре и бережному природопользованию.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫыран хӗррин ҫурҫӗр пайӗ, Зулуленд, тропик климатне ҫывӑх ӑшӑрах тата нӳрӗрех ҫанталӑкпа палӑрса тӑрать.

Северная часть побережья, Зулуленд, характеризуется более тёплым и влажным климатом, близким к тропическому.

Квазулу-Натал // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B0%D0%BB

Ку ӗҫе Раҫҫей Президенчӗ пӗлтернӗ Ҫемье ҫулӗнче те, республика шайӗнче пӗлтернӗ Экологи культурин тата ҫут ҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗнче те малалла тӑсӑпӑр.

Данную работу продолжим в следующий Год семьи, объявленный Президентом России, и в Год экологической культуры и бережного природопользования на республиканском уровне.

Олег Николаев Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/12/30/ole ... ovim-godom

Утрав мадера паллӑ эрехпе, вырӑнти хитре чечексемпе, фейерверкпа Ҫӗнӗ ҫул уявне ирттернипе тата ҫемҫе ҫанталӑкпа (кунти сывлӑш температури 16°-ран 25°C таран ҫеҫ улшӑнса тӑрать) уйрӑлса тӑрать, ҫавна май кунта ҫӑвӗ-хӗлӗпех халӑх канма килет.

Остров является популярным круглогодичным местом отдыха, отличающимся известным вином мадера, цветами, новогодними празднованиями с фейерверком, и мягким климатом (температуры в пределах от 16 °C до 25 °C).

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Пӗр Шывхуҫи кӑна ҫак тискер ҫанталӑкпа пӗрлешсе янраттарса кулать, ачисем асапланнине пӑхса шутсӑр савӑннине пытарма та шутламасть.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ҫут ҫанталӑкпа пӗр чӗлхе тупма вӗренсе ҫитсен кӑна телейлӗ пулма пултарассӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫут ҫанталӑкпа пӗр пулса кайнӑ ҫын чунӗсем.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Халь тин ӗнтӗ вӗсем ҫак пӗрлӗхрен нихӑҫан та уйӑрӑлаймӗҫ, ҫут ҫанталӑкпа ялан пӗрле пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Уяр ҫанталӑкпа тата ялхуҫалӑхне сиен кӳрекен чӗрчунсемпе пӗрмаях кӗрешеҫҫӗ.

Ведется постоянная борьба с засухой и животными-вредителями.

Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирте ялхуҫалӑхӗ мӗнле ҫӗнелсе пырать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫурҫӗр енчи тинӗспе Аслӑ ҫул хывас тесе, тата пирӗн поляр зонине пӗтӗмпех хамӑр алла ҫавӑрса илме май тӑвас тесе, темӗн чухлӗ совет ҫыннисем, моряксемпе тӗпчевҫӗсем Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океанри хаяр ҫанталӑкпа кӗрешеҫҫӗ.

У тех сотен советских работников, моряков и исследователей, которые бьются с суровой природой Ледовитого океана за Великий северный путь, за освоение нашей полярной зоны.

Ҫурҫӗрти тинӗс ҫулӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӗсене ҫут ҫанталӑкпа кӗрешме пит йывӑр.

Им трудно бороться с природой.

Тропик тӑрӑхӗнчи халӑхсен пурӑнӑҫӗ епле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

2. Юрӑхлӑ мар ҫанталӑкпа епле кӗрешме пулать?

2. Как можно бороться с вредом, который приносит неблагоприятная погода?

Мӗнле ҫанталӑк пулассине малтанах пӗлтерни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пушкӑртстанри Ҫут ҫанталӑкпа усӑ курасси тата экологи министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2024 ҫулта «Экология Т» регион операторӗ Пелепей хулин территоринче ҫулталӑкне 100 пин тонна каяш йышӑнакан ҫӳп-ҫап комплексӗ хута ярӗ.

В 2024 году регоператор «Экология Т» запустит на территории Белебея мусоросортировочный комплекс мощностью 100 тысяч тонн отходов в год. Об этом информирует ЦУР Башкирии со ссылкой на министерство природопользования и экологии республики.

Ҫӳп-ҫап сортлакан комплекс хута ярӗҫ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/epir-tata-ut-ant ... ar-3436003

Пушкӑртстанри Ҫут ҫанталӑкпа усӑ курасси тата экологи министерстви Абзелил районӗнчи Суртанды (Щучье) кӳлӗре мӗншӗн пулӑсем йышлӑ вилнине ӑнлантарса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Экологи министерствинче пулӑсем мӗншӗн вилнине ӑнлантарса панӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/epir-tata-ut-ant ... an-3391517

Чӑваш Патшалӑх Канашӗн аграри, ҫут ҫанталӑкпа усӑ курас тата экологи ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Алексей Шурчанов Демьян Филипповичпа курса калаҫнӑ самантсене аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп редактора, вӗрентекенӗмӗре асӑнтӑмӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/tep-redaktor ... -asantamar

Шел те, ҫанталӑкпа сӑлтавланнӑ ҫак лару-тӑру пысӑк хуйхӑ та кӳчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсем пирки хыпарсем эрнекунах, утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, килме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

«Пирӗн республика илӗртӳллӗ ҫут ҫанталӑкпа, пуян йӑла-йӗркепе, культурӑпа уйрӑлса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

«Вырӑс географи обществин» регионти уйрӑмӗн Попечительсен канашне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пырӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/09/virs ... -popechite

Пурис, кӑмӑлӗпе ҫак ҫанталӑкпа пӗр килекенскер, кабинине таврӑнчӗ те машинине тапратса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тепӗр чухне этем кӑмӑлӗ те ҫанталӑкпа пӗр евӗр килет.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех