Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫаннипе (тĕпĕ: ҫанӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамки ҫине тапса тухнӑ тарне кӗпе ҫаннипе шӑлса типӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Питне-куҫне ҫурӗ, кӗпе ҫаннипе шӑлса типӗтрӗ, вара хӗвелтухӑҫ еннелле ҫаврӑнса кӗлтурӗ те Науҫҫа урамне таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл куҫне сӑхман ҫаннипе шӑлса илчӗ, анчах каллех тухмарӗ, урамра пуш витреллӗ хӗрарӑма та тӗл пуласран хӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑварлӑ куҫҫульпе йӗпеннӗ пит-куҫа, сӑмсана, нӑш-нӑш тутарсах, кӗпе ҫаннипе типӗтетӗп.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Унтан, пуҫӗ ҫинчи кӗрӗкне сирсе пӑрахса, тарланӑ ҫамкине кӗпе ҫаннипе шӑла-шӑла илчӗ те: — Сирӗн киле вӑрӑ инҫетрен пыман. Вӑл — хӑвӑр кӳршӗренех, вӑрӑмрах, хурарах ҫын, — тесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

— Вӑрманта ирттертӗм ӗмӗре, анчах та кунашкал канмасӑр ӗҫлесе курман, — тарлӑ питне ҫаннипе шӑлать Хӗрӳ Хӗветӗр.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман тарланӑ ҫамкине фуфайка ҫаннипе шӑлса илчӗ, ассӑн сывласа ячӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ухватов ручкине хучӗ, ҫаннипе сӗртӗнтерсе, хӑй мӗн ҫырнине веҫех вараларӗ.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене свитер ҫаннипе урайне шӑлса ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Сӑран курткин ҫаннипе ҫамкине шӑлса илсе ҫывхарса пыракан Кирилл ҫине пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Анне, — нӑйкӑшрӗ вӑл, куҫӗсене ҫаннипе хупласа.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Тьфу! — терӗ вара вӑл сасӑпах, ҫаннипе ҫамкине шӑлса илсе.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Кабинӑран комбинезон ҫаннипе тарланӑ ҫамкине шӑлкаласа Кирик сиксе анчӗ, атӑ тӑхӑннӑ урисемпе кустӑрмасене тапа-тапа пӑхнӑ хыҫҫӑн мотор таврашӗнче тем чакаланчӗ, таса татӑкпа фарӑсене сӑтӑркаларӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Йӗпе тутине плащ ҫаннипе шӑлса типӗтсен кӑкӑрӗнчи сывлӑшне сӑмса витӗр па-аш! сывласа кӑларса купӑста яшкине хӑйӗн умнерех шутарчӗ, сыпса пӑхнӑ хыҫҫӑн унта кӑштах тӑвар ячӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Куҫҫульне пиншак ҫаннипе вӑрӑммӑн шӑлса илчӗ те сылтӑм аллине ҫурӑмӗ хыҫнелле ывӑтса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Сехӗрленсе ӳкнӗ Пурис, ал лаппине пиншак ҫаннипе хупласа, ҫӗлене кап! ярса тытрӗ те мӗнпур вӑйне пухса алхапӑл ҫӳлелле, тӗмеске урлӑ хыҫалалла вӑркӑнтарчӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫав лӑпӑр-лапӑрсене суркаласа пӑрахса, Ула Тимӗр ура ҫине тӑчӗ, ҫамки ҫинчи тарне пиншак ҫаннипе шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Уртӑш йывӑҫҫи татӑкӗ-хуҫӑкӗсене вӑл машинӑн хыҫалти кустӑрмисем айне мал енчен, тирсе-таптаса кӗртсе, ҫӑтӑлантарса тухрӗ, вара, тарланӑ питне пиншак ҫаннипе шӑлкаласа илсе, васкасах кабинӑна кӗрсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Горовиц ҫаннипе вӗркӗч хӗррине шӑлса тасатать те чертеж тума пуҫлать.

Горовиц вытирал рукавом обшивку горна и принимался чертить.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Куҫҫульне кӗпе ҫаннипе шӑлса, пӳрте кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех