Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫамрӑклӑхри (тĕпĕ: ҫамрӑклӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр чухне вара, ӗҫре ывӑннӑ хыҫҫӑн, пуҫа ҫамрӑклӑхри хӗрӳлӗх пырса ҫапсан, эпӗ шинель, папаха тӑхӑнатӑп та пысӑк тӗкӗр умне пырса тӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ивасовӑпа иккӗш ҫамрӑклӑхри туслӑха ҫаплах ҫухатмаҫҫӗ-ха…

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Нина куҫӗсенче ҫутӑ куҫҫуль, ҫамрӑклӑхри пӗрремӗш телей куҫҫулӗ, йӑлтӑртатса шӑранчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Манӑн ачалӑхри, ҫамрӑклӑхри пӗрремӗш юрату кӑнттам та телейсӗр пулнишӗн манпа пӗрле ҫанталӑк та макӑрать.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Хурӑнлӑха кӗрсен Ахтупай чӗринче темле ачаш туйӑм ҫуралать, куҫ умне ҫамрӑклӑхри савӑк кунсем, ырӑ тӗл пулусем, юратупа хӑпартланса пурӑннӑ телейлӗ самантсем тухса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кайран, пӳлӗмре, чӗлӗм чӗртсе, сарлака ҫурӑмӗпе кӑмака ҫумне тайӑнса тата куҫӗсене хӗссе, тӗтӗме ҫинҫен кӑна хӑйӗн сухалӗ ӑшнелле ярса тӑрса, сӑмахсенчен вӑраххӑн кӑна уҫӑ та ӑнланмалла пуплевсем туса, вӑя эпӗ ҫамрӑклӑхри ҫулсене мӗн тери усӑсӑр сая янине тахҫанах асӑрхани ҫинчен каларӗ.

Потом, в комнате, закурив трубку, прислонясь широкой спиною к печке и прищурив глаза, он пускал струйки дыма в бороду себе и, медленно составляя слова в простую, ясную речь, говорил, что давно уже заметил, как бесполезно трачу я годы юности.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Шуранкарах кӗрен тӑрӑхла пичӗ, пӗркеленчӗкпе витӗннӗ пулин те, ҫамрӑклӑхри илеме туйма пулӑшать.

По бледно-розовому продолговатотому лицу, хоть и покрытому морщинами, все еще можно было ощутить былую красоты в молодости.

Ҫӗр те пӗр ҫулти Семига аппа // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.08.27, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=885&text=news-publikacii

Ҫамрӑклӑхри малтанхи ҫулсенчен пуҫласах Анатоль хӑйӗн тивӗҫӗпе хаяррӑн пырса ҫапӑнать.

С самой первой юности Анатоль втянут в роковое столкновение с долгом.

Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Вӑхӑта та пӑхӑнмасть, пурнӑҫунти улшӑнусене те йышӑнмасть, мӗншӗн тесен ҫамрӑклӑхри ҫутӑ кунсемпе самантсем пирӗншӗн ҫулсерен хаклӑрах та пахарах.

Оно не подвластно ни времени, ни тем переменам, которые могут произойти в твоей жизни, потому что чем дальше ты живешь, тем дороже с каждым годом тебе становится все то светлое, что было у тебя в юности, в молодости.

5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

— Ку вӑл — асӑнмалӑх, — терӗ вӑл, — хамӑн ҫамрӑклӑхри тирпейсӗрлӗхе аса илме.

— Это мне на память, — сказал он, — о моей юности и некультурности.

Ваҫкӑпа унӑн пиччӗшӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Мӗн туса хутӑм, мӗн туса хутӑм тахҫанхи ҫамрӑклӑхри телейӗме тавӑрассишӗн.

Что я натворила, и ради чего, ради того, чтобы вернуть то счастье, что было когда-то в молодости.

Тӑххӑрмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Эпӗ ҫамрӑклӑхри шухлӑха тахҫанах сивленӗ, анчах сана пурнӑҫ йӑнӑшӗ теместӗп.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Аттеҫӗм, эсӗ хӑв ҫине ан тарӑх, ман пирки ҫамрӑклӑхри шухлӑхӑн йӑнӑшӗ тесе ан шутла.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ҫав тери савӑнса пӑхрӑм эпӗ студентсем ҫине; вӗсем ыталашни, хаваслӑн ҫуйхашни, ҫамрӑклӑхри таса курнӑҫлану, куҫсем ялкӑшни, сӑлтавсӑр кулни — тӗнчери чи лайӑх кулӑ — ҫак пӗтӗмпех ҫамрӑк та чӗрӗ пурнӑҫ хаваслӑн вӗресе тӑни, ҫапла малалла ӑнтӑлни — кирек мӗн патнелле пулсан та, малалла кӑна — ҫак ырӑ кӑмӑлпа ирӗкленсе савӑшни мана пӑлхатса, ҫӗклентерсе ячӗ.

Мне было весело смотреть на лица студентов; их объятия, восклицания, невинное кокетничанье молодости, горящие взгляды, смех без причины — лучший смех на свете — все это радостное кипение жизни юной, свежей, этот порыв вперед — куда бы то ни было, лишь бы вперед, — это добродушное раздолье меня трогало и поджигало.

II // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Ҫамрӑклӑхри ырӑ йӑласем паян та манӑҫа тухмаҫҫӗ.

И сегодня не выходят из памяти добрые обычаи молодости.

Вӑтӑр пилӗк ҫул иртсен // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Ачалӑхри шухӑлӑха, ҫамрӑклӑхри чӑрсӑрлӑха ҫулланнӑ тапхӑра илсе ҫитерме пултарнӑ вӑл — нихӑҫан та пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа ҫӳременскер, чунран тухакан куллипе иртен-ҫӳрене тыткӑнлаканскер.

Детские мечты, озорство молодости смогла она донести до зрелого возраста - никогда неунывающая, пленяющая окружающих исходящей из глубины души улыбкой.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех