Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫамрӑклӑхран (тĕпĕ: ҫамрӑклӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1990 ҫулта Тадзири «Упаковкӑсен ҫӗршывӗ — ҫамрӑклӑхран пуҫланакан видеовӑйӑсен историйӗ» кӗнеке ҫырнӑ, унта вӑл хӑйӗн ҫамрӑклӑхӗнче вӑйӑсемпе мӗнле кӑсӑкланнине ҫырса кӑтартнӑ.

В 1990 году Тадзири пишет книгу «Страна упаковок — Истории видеоигр с юности», где описывает своё увлечение юности играми.

Сатоси Тадзири // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8

Мӗн тӑвас тетӗн, вӗсем халь ӗҫ хыҫҫӑн канаҫҫӗ, канакан ҫамрӑклӑхран юратӑва уйӑрса яраймӑн ҫав…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пилӗк-ултӑ минут хушшинчех эпӗ ун кӑмӑлӗн чи пысӑк енне сиссе илтӗм, вӑл — чи таса, халь ҫеҫ пуҫланнӑ ҫамрӑклӑх тата ҫав ҫамрӑклӑхран тухса тӑракан айванлӑх — чуна илӗртекен, пӗрре те кулӑшла мар айванлӑх.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫавсем ҫеҫ юлнӑ ӗнтӗ ҫамрӑклӑхран, ҫавсем ҫеҫ ӑна, хыҫалтан пӑхсан, хӗр чухнехи пек кӑтартаҫҫӗ.

Которые одни только и остались от девических ее лет, которые одни только и делали ее молодой, если, конечно, глядеть со спины.

Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех