Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫамрӑклӑхне (тĕпĕ: ҫамрӑклӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лидия Андреевна ҫавӑн чухне пӗр сӑмах чӗнмесӗр ларчӗ, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн вӑл упӑшки ҫине ӑшшӑн та ачашшӑн пӑха-пӑха илчӗ, хӑйсен тӑвӑллӑ та вӗри ҫамрӑклӑхне аса илсе пуль, ассӑн-ассӑн сывларӗ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пӗчӗк ҫӳхе тути те, пысӑк мар тӳрӗ сӑмси ҫак кунчченех хӗрлӗх кунӗсен ҫамрӑклӑхне упраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хӑйӗн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхне никам та манмасть пуль.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Ҫав ӗҫсене ҫынсем хӑйсен ҫамрӑклӑхне, хӑйсен вӑйне, хӑйсен пурнӑҫне хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫавӑнпа та чи малтанах ҫӗнӗ ҫурт тума калаҫса татӑлтӑмӑр аннепе, - ҫамрӑклӑхне куҫ умне кӑларать Л.Шашкарова.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

Театр ҫамрӑклӑхне ҫулпа виҫмеҫҫӗ пулин те, ун коллективӗнче хушӑран «вӑрӑм ҫӳҫлӗ те шакла чӗреллӗ» ҫамрӑксем тӗл пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Актерсем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнчен тухнӑ Раҫҫей Геройӗпе Николай Бударинпа та, ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхне Улатӑр хулинче ирттернӗ Совет Союзӗн Геройӗпе Муса Манаровпа та мӑнаҫланатпӑр эпир.

Куҫарса пулӑш

Андриян Николаев аллинчен // Илья ТРОФИМОВ. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%b0%d0%b ... %b5%d0%bd/

Асамлӑ юрӑҫӑ вара каллех ҫывхарчӗ, ватӑсен ҫамрӑклӑхне аса илтерсе хӑй кӗввине кӗвӗлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Атӑлӑн сылтӑм енчи ҫыранӗнче ларакан хуласем шыв тӑрӑх курса ҫӳрекенсенчен хӑйсен илемӗпе ҫамрӑклӑхне юриех пытарса тӑраҫҫӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Халӗ хӑйсем каякан Вӑрасар поселокӗнче вӑл ҫамрӑклӑхне ирттернӗ, унта юлашки вӑхӑтра ҫичӗ ҫул хушши пулман…

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ҫунса пӑхаҫҫӗ куҫусем… чӗре ҫамрӑклӑхне поэт хӑҫан ҫухатнӑ?

Куҫарса пулӑш

«Ҫунса пӑхаҫҫӗ куҫусем ҫаплах...» // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 46 с.

Тен, пуп майри Савтепире хӑйӗн ҫамрӑклӑхне курать?

Возможно, Савдеби напомнила ей ее молодость.

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кам пӗлет, тен ҫак вӑхӑтра Маринене ыранхи ӗҫсем канӑҫ памаҫҫӗ-тӗр е вӑл хӑйен пурӑнса ирттернӗ пурнӑҫне, сисӗнмесӗр иртсе кайнӑ ҫамрӑклӑхне аса илет-тӗр.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах та хам именнӗрен вӗренме каймарӑм, Тавӑт фермине кайса вырнаҫрӑм», - ҫамрӑклӑхне аса илет ҫичӗ теҫеткенелле хӑвалаканскер.

Куҫарса пулӑш

Сиреньпе упа шанкри чечек ҫыххи илемӗ мӑшӑр асӗнче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/sirenpe-upa-shank ... enche.html

Олег Кирилловпа Герман Николаев «афганецсем» редакци тӗпелӗнче хӑйсен вӑрҫӑра иртнӗ ҫамрӑклӑхне хумханса аса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Афганистан чуна кӗрсе вырнаҫнӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%b0%d1% ... 0c%d0%bda/

Чӑн-чӑн студент ҫапла пулмалла та вӑл, — тесе шухӑшларӗ пулас директор, хӑйӗн ҫамрӑклӑхне аса илчӗ пуль — ӑшшӑн йӑлл кулчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Унра вӑл хӑйӗн ҫамрӑклӑхне паллать; анчах ӑна сывӑ варкӑш ҫӑлса пырать, ҫав варкӑш — шухӑшсене хӑвалакан пӗтнӗк пашалӑвӗн сивви евӗрлӗ.

В нем он узнавал свою молодость; но его спасал холодок, подобный холодку мятой лепешки, нагоняющий размышление.

VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫӗр ҫинче пӗртен-пӗр хаклӑ ҫынни ун пурнӑҫне йӑлт ҫапса хуҫрӗ, ҫамрӑклӑхне, юратӑвне таптарӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ахӑртнех, хӑйӗн иртсе кайнӑ ҫамрӑклӑхне, юратӑвне аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Ҫурхи вӑрман Тамарӑна хӑйӗн ҫамрӑклӑхне аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех